Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗмӗрле районӗнче республика шайӗнчи «Чи лайӑх вӑрман касакан – 2026» конкурс иртнӗ. Пӗтӗмлетӳсем паллӑ.

Малтан палӑртса хӑварар: кӑҫал унта тӗрлӗ регионти специалистсем хутшӑннӑ – Чӑваш Республикинчен, Мари Элтен, Карели Республикинчен, Мускав облаҫӗнчен тата Тутарстан Республикинчен.

Тӳресем вӑрман касакансем мӗнле техникӑпа тата хӑвӑртлӑхпа ӗҫленине, хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑннине хакланӑ. Хальхинче ҫӗнтерӳҫӗ ятне Улатӑр лесничествинче ӗҫлекен Сергей Фадеев тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна вара Вӑрнар районӗнчи специлист Алексей Иванов йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Шӑмӑршӑ районӗнчи специалиста Сергей Семенова панӑ.

Палӑртса хӑварар: республика шайӗнчи «Чи лайӑх вӑрман касакан» конкурса 2005 ҫултанпа ирттереҫҫӗ, унта кашни ҫулах вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакан специалистсем тупӑшаҫҫӗ.

 

Спорт
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Пирӗн ентеш, йывӑр атлетка, Раҫҫейри халӑхсен Пӗтӗм Раҫҫейри спартакиадинче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.

Алана Скрипко 77 килограмм тайман виҫе категорийӗнче тупӑшнӑ. Вӑл штангӑна тӗртсе – 94 килограмм, тӗксе 125 килограмм пухнӑ. Ҫапла вӑл пӗтӗмӗшле 219 килограмм пухнӑ та ҫӗршыври чи вӑйлӑ йывӑр атлетсемпе пӗрле пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Ку медаль Чӑваш Республикишӗн ҫӗршывра иртнӗ ӑмӑртусенчи черетлӗ ҫитӗнӳ пулса тӑнӑ.

Палӑртса хӑварар: Алана Скрипко Шупашкар хулинчи В.С.Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Раҫҫейри халӑхсен Пӗтӗм Раҫҫейри спартакиади Свердловск облаҫӗнчи Тури Пышма хулинче иртнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн

Ҫулла вӗҫленчӗ, кӗрхи ҫанталӑк ҫитрӗ тетӗр-и? Ун пек калама ан васкӑр – кӗҫех республикӑна ӑшӑ ҫитет.

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран пирӗн пата антициклон килет, хӗвел тухать, палӑрмаллах ӑшӑтать – термометр 20-25 градус кӑтартӗ. Ҫапах вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарать. Кӗҫӗр вара тӗтре карса илӗ.

Ыран ҫӗрле те ҫумӑр ҫума пултарать. Юнкун 23-28 градус ӑшӑ пулӗ. Ун чухне ҫӗрле те ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ.

Кӗҫнерникун вара, ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, каллех сивӗтсе илӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрне вӗҫӗнче пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулӗ, ҫумӑр ҫумӗ. Вырсарникун кӑна вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ӳкӗ. Эрнекун вара ҫил вӑйланӗ, кӑнтӑрла 20-22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле – 13-15 градус. Сӑмах май, ку климат нормипе кишӗлсе тӑрать.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере те ӑшӑ пулӗ. Уйӑх вӗҫӗнче кӑна ҫумӑр ҫума пӑрахӗ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинче подъездра арҫын ачан ури ҫумӑр шывӗ юхмалли пӑрӑхпа стена хушшине хӗсӗнсе ларнӑ.

Ку ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулнӑ. «Пӑрӑх тыткӑнне» лекнӗ арҫын ача унтан хӑй тӗллӗн тухайман, ҫӑлавҫӑсене чӗнме тивнӗ. Вӗсем вырӑна васкавлӑн ҫитсе пӑрӑха ятарлӑ инструментпа авса урана кӑларнӑ.

Юрать-ха, арҫын ачана вӑхӑтра пулӑшнӑ, унӑн сывлӑхӗ йӗркеллех, вӑл хӑйне чиперех туять.

 

Чӑвашлӑх

И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнӑ Анастасия Анохина, Александр Кириллов тата Александра Миронова ҫӗнӗ йышши шкул дневникне хатӗрленӗ. Вӑл икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла. Унпа 1-4-мӗш класра вӗренекенсем усӑ курма пултараҫҫӗ.

Расписанипе юнашарах Чӑваш Ен историйӗ, йӑли-йӗркипе культури ҫинчен тата паллӑ ҫынсен кун-ҫулӗ пирки информацисем пур. Кунсӑр пуҫне дневник ҫинчи информацие икӗ чӗлхепе ҫырнӑ.

Дневниксене «Воскресение» ыркӑмӑллӑх фончӗ Президент гранчӗсен фончӗ тата ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви пулӑшнипе сарӗҫ. Халӗ 3 пин экземпляр пичетлесе кӑларнӑ ӗнтӗ. Вӗсене республикӑри шкулсене тӳлевсӗрех парӗҫ.

 

Хулара
cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта вокзал умӗнчи лапама юсаса хитрелетме палӑртнӑ. Иртнӗ эрне вӗҫӗнче юсав ӗҫе епле пынине хаклама тӳре-шара пырса ҫитнӗ.

Асӑннӑ ӗҫе «Пурнӑҫ валли инфраструктура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пуҫарнӑ-мӗн. Контракт хакӗ – 318,45 миллион тенкӗ. Проектра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ҫуран ҫӳрекенсем валли брусчаткӑран тата плиткӑран тротуар сарса парӗҫ, йӗри-тавра ҫутӑ хунарӗсем вырнаҫтарса тухӗҫ, тӗрлӗ кӳлепе пулӗ, территорие йывӑҫ-тӗм тата чечек лартса илемлетӗҫ. Унсӑр пуҫне видеосӑнав камерисем те пӑхса хӑварнӑ.

Хальхи вӑхӑта илсен инженери коммуникацийӗсен ҫӑлӗсене юсанӑ, ытти хӑш-пӗр ӗҫе пурнӑҫласа ӗлкӗрнӗ.

Чӑваш Енӗн строительство министрӗ Владимир Максимов каланӑ тӑрӑх, вокзал умӗнчи лапама йӗркене кӗртме хула ҫыннисем хӑйсем ыйтнӑ. Ҫавӑншӑн 34 пин ытла ҫын сасӑланӑ.

 

Чӑваш чӗлхи
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентекен чи лайӑх учитель» Раҫҫейри V конкурса Шупашкарти Роза Морозова хутшӑнӗ.

Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку конкурс педагогсемшӗн сумлӑ ӑмӑрту шутланать.

Роза Анатольевна — аслӑ категориллӗ учитель. Вӑл Шупашкарти 62-мӗш шкулта ӗҫлет.

Педагогсен конкурсӗн финалӗ Липецк хулинче ҫурла уйӑхӗн 7-11-мӗшӗсенче иртӗ. Унта ҫӗршыври 87 субъектри 131 педагог пырса ҫитӗ.

Роза Анатольевна каланӑ тӑрӑх, ача чухне вӑл шкулта ӗҫлеме шухӑшламан, сцена ҫине тухма ӗмӗтленнӗ. Анчах паян унӑн кураканӗсем — ачасем. Тӑван халӑх культурине юратнӑран вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика университетне вӗренме кӗнӗ. Ачасене чӑваш чӗлхипе вӑйӑ, чӗрӗ калаҫу, пултарулӑх урлӑ кӑсаклантарса яма тӑрӑшать.

 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш районӗнчи пӗр килте вӗлле ҫунса кайнӑ. Пурӗ 20 штук. Инкек Куҫкин ялӗнче ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ирхи 5 сехетре пулса иртнӗ.

Ҫӑлавҫӑсем патне кӳршӗсем шӑнкӑравласа систернӗ. Шӑпах вӗсем пускилӗсен хуралтисем ҫунма пуҫланине асӑрханӑ.

Вырӑна 4 техника тата Инкеклӗ ӗҫсен министерствин 8 ӗҫченӗ пырса ҫитнӗ. Вӗсем пӳрте пушартан ҫӑлса хӑварма пултарнӑ, анчах хуралтӑсем вутпа кӗлленнӗ. Ҫав шутра — 20 вӗлле. Йывӑҫ пӳртӗн хыҫалти пайӗ те сиенленнӗ.

Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.

Ҫав кунах Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Пӗршенер ялӗнче 38 ҫулти кил хуҫин мунчи хыпса илнӗ. Вут-ҫулӑма ҫӑлавҫӑсем пырса сӳнтернӗ.

Ҫӗмӗрлере вара Мир урамӗнчи 40-мӗш ҫуртра пӗр хваттерте кухньӑра пушар тухнӑ.

 

Культура

Чӑваш Енре «Земство культура ӗҫченӗ» программа пурнӑҫа кӗрет. Ӑна аякри ялсене культура ӗҫченӗ пулса ӗҫлеме ярас тесе шухӑшласа кӑларнӑ. Программӑна хутшӑнакансене шалусӑр пуҫне хушма укҫа парса хавхалантараҫҫӗ.

Чӑваш Енре кӑҫал вӑл программӑпа 20 специалиста суйласа илессине пӗлтернӗччӗ.

Елчӗк районӗнчи Лащ-Таяпа ялӗнче Юрий Петухов юрӑҫ ӗҫлеме пуҫланӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Юрий Петухов — композитор та. Культура сферинче 25 ҫула яхӑн ӗҫлет иккен. «Тайпи» тата «Сударушки» фольклор ансамблӗсене ертсе пырать. Куракансем унӑн пултарулӑхне ӑшшӑн йышӑнаҫҫӗ. Пултаруллӑ арҫын Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗнче концерт пӗрре ҫеҫ мар кӑтартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-142632677_115210
 

Ял пурнӑҫӗ
vk.ru/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.ru/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Хурамакассинче пурӑнакан мӑшӑр ҫӗр ҫырли туса илет. Кун валли вӗсем патшалах пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ.

Елена Никифорова 2024 ҫулта «Агростартап» гранта тивӗҫнӗ. Патшалӑх хӗрарӑма 4 миллион тенкӗ укҫа панӑ. Унпа ҫемье 75 пин тӗм ҫырла туяннӑ. Унччен ҫулталӑкра 3 тонна ҫырла татнӑ пулсан, халӗ 12 тонна пуҫтарса илеҫҫӗ.

Пӗлтӗр фермерсен ҫемйи каллех патшалӑх пулӑшӑвне илнӗ. Хальхинче — 10 миллион тенкӗ. Унпа ӗҫчен мӑшӑр 55 пин тӗм ҫырла туяннӑ. Унсӑр пуҫне темиҫе ретлӗ теплица, тумлакпа шӑвармалли тытӑм илсе вырнаҫтарнӑ. Кун пек теплицӑра ҫанталӑк епле пулассинчен хӑрамалла мар.

Ҫырлана мӑшӑр пысӑк федераци сечӗсене те ӑсатать, ҫав шутра — Хусана, Мускава тата Екатеринбурга.

 

Страницӑсем: 1 ... 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, [16], 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, ... 4248
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 07

1925
101
Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗ йӗркеленнӗ.
1929
97
Фёдорова Ольга Фёдоровна, Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1938
88
Алексеев Леонтий Алексеевич, журналист-публицист ҫуралнӑ.
2001
25
Погильдяков Вениамин Васильевич, прозаик, киносценарист вилнӗ.
2005
21
Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...