Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ял хуҫалӑхӗ

Чӑваш Енри фермерсем слёта пуҫтарӑннӑ. Мероприяти Етӗрне районӗнче иртнӗ. Унта пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑсем пухӑннӑ. Ун пек слёта пирӗн республикӑра кӑҫал улттӑмӗш хутчен йӗркеленӗ. Ял хуҫалӑхӗнчи ыйтусене сӳтсе явма отрасльти 200-е яхӑн специалист пырса ҫитнӗ.

Респуликӑн Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗлпулӑвӑн тӗп темисенчен пӗри — патшалӑх кӳрекен пулӑшу аграрисем ыйтнине тивӗҫтерни.

Сӑмах май каласан, юлашки ултӑ ҫулта фермер хуҫалӑхӗсене аталантарма пирӗн республикӑра 2,4 миллиарда яхӑн тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Патшалӑх пулӑшӑвне кашни пиллӗкмӗш фермер илнӗ. Кун пирки слета пырса ҫитнӗ республикӑн вице-премьерӗ тата ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев палӑртса хӑварнӑ.

 

Спорт
Чӑваш Енӗн Спорт министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Спорт министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре ҫак кунсенче Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсем хушшинче ҫуллахи биатлон енӗпе ӑмӑрту иртет. Унта яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ хутшӑнать.

Ӑмӑртӑвӑн пӗрремӗш кунӗнче пирӗн тӑрӑхри виҫӗ спортсмен медаль ҫӗнсе илнӗ: икӗ ылтӑн тата пӗр кӗмӗл.

10 километра ӑмӑртса Чӑваш Енри Дмитрий Димашов 15-16 ҫулсенчи яшсем хушшинче ылтӑн медальлӗ пулса тӑна.

12,5 километра ӑмӑртса 17-18 ҫулсенчи ҫамрӑксем хушшинче Антон Петров ылтӑн медале тивӗҫнӗ, Артём Вершинин — кӗмӗле.

Ӑмӑрту паян та иртнӗ.

Сӑмах май каласан, ӑмӑртӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма республика Элтеперӗ Олег Николаев та пырса ҫитнӗ. Лапсарти ҫав комплекса уҫассине чылай вӑхӑт кӗтнӗ. Спортсменсем те, биатлонпа кӑсӑкланакансем те. Авӑн уйӑхӗнче унта Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑрту иртмелле.

 

Ҫутҫанталӑк
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн

Ку эрнере мӗнле ҫанталӑк пулӗ? «Ҫанталӑк 21» сайт мӗн хыпарланине тишкерер.

Паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ, хӑш-пӗр вырӑнта пӑр ӳкӗ. Республикӑра ҫур ҫӗр тӗлнелле кӑна ҫумӑр ҫума пӑрахӗ. Шупашкарта темиҫе сехетре пӗр тӑваткал метр лаптӑк ҫине 20 ытла литр шыв ӳкӗ. Ку – уйӑх нормин пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ.

Ытларикун уяр пулӗ, термометр 18-23 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Каҫхине кӑна вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать.

Юнкун ҫумӑр ҫӑвӗ, термометр 20 градусран сахалрах кӑтартӗ. Кӗҫнерникунран ҫумӑр ҫума пӑрахӗ, анчах сивӗтӗ. Кӑнтӑрласерен 14-19 градус кӑна ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен – 4-9. Ҫуллан юлашки канмалли кунӗсенче уяр ҫанталӑк тӑрӗ, ҫил лӑпланӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗркунне уяр та ӑшӑ ҫанталӑкран пуҫланӗ, 22-27 градус ӑшӑ пулӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче каҫхине Шӑмӑршӑ районӗнчи Хайпӑла ялӗ ҫывӑхӗнче Аслӑ Хырла юханшывӗнчен 35 ҫулти арҫын виллине ҫыран хӗррине кӑларнӑ.

Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫитнӗ, следстви умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнӑ. Халӗ арҫын мӗнле путнине уҫӑмлатаҫҫӗ.

Сӑмах май, ҫурла уйӑхӗн пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре шыв ҫинче инкек пулнӑ иккӗмӗш тӗслӗх ку. Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хули ҫывӑхӗнче Мӑн Ҫавал юханшывӗнче 26 ҫулти арҫын путса вилнӗ.

Утӑ уйӑхӗнче вара республикӑра 10 ҫын путса вилнӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ – ачасем.

 

Раҫҫейре

Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ, Раҫҫей халӑх артисчӗ, 59 ҫулти Филипп Киркоров Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ 20-ри хӗре, 2024 ҫулта «Раҫҫей мисӗ» пулса тӑнӑ Валентина Алексеевӑна юратнине пӗлтернӗ. Ҫакна вӑл халӑх умӗнчех каланӑ.

Ку ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Ҫӗнӗ хум» конкурсра пулса иртнӗ. Киркоров «Луиза» юрра шӑрантарнӑ хыҫҫӑн Валентинӑна сцена ҫине илсе тухнӑ.

«Ҫакна кулиса хыҫӗнче шӑппӑн, хӑйне кӑна мар, пурин умӗнче те калас килет. Валентина, эпӗ сана юрататӑп! Сана манӑн пурнӑҫра пурришӗн, илемӳшӗн, вӑй-халушӑн тавах, санпа юнашар чухне тата лайӑхрах пулас, юрату пирки юрлас килет», – тенӗ Филипп Киркоров.

Валентина ку уншӑн кӗтменлӗх пулнин пӗлтернӗ. «Йӑлтах тӗлӗкри пек», – тенӗ вӑл.

Сӑмах май, «Луиза» юрӑпа нумаях пулмасть Турцире клип ӳкернӗ. Унта Валентина Алексеева хутшӑннӑ. Киркоров ӑна унта ӳкерӗнме хӑй сӗннӗ.

 

Вӗренӳ

Чӑваш Енре пуҫламӑш классен учителӗсен шалӑвне ӳстерме йышӑннӑ. Ун пек документа республика Элтеперӗ ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

«О дополнительной мере поддержки отдельных категорий педагогических работников общеобразовательных организаций» (чӑв. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенчи педагогика ӗҫченӗсен уйрӑм категорине хушма пулӑшу парасси ҫинчен) тесе ят панӗ 113-мӗш хушура палӑртса хӑварнӑ тӑрах, кӗҫӗн классен учителӗсене уйӑхсерен 5-шер пин тенкӗ хушса тӳлеме пуҫламалла.

Элтепер документӗнче республикӑн Министрсен Кабинетне укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерме каланӑ.

Хамӑр енчен ҫакна палӑртса хӑварар: шалу чӑннипех те ӳссен аван-ха, анчах пур чухне те ун пек пулмасть-ҫке: пӗр енчен хушса параҫҫӗ те типӗр тӳлеве тытса юлаҫҫӗ.

 

Ҫул-йӗр
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кун пек те пулать-ши вара тесе тӗлӗнме ан васкӑр. Теплерен ун пекки те пулать иккен.

Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитме ҫул укҫи йӳнелнӗ. Малашне вара хак йӳнелмелле: аллӑн укҫа тӳлесен 41 тенкӗ пулӗ, карттӑпа чухне — 37 тенкӗ.

Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш транспорт управленийӗ республикӑн Конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен службӑна хака пӑхса тухма ыйтса ҫыру янӑ иккен.

Пӗрлехи тариф пултӑр тесе республикӑн Министрсен Кабинечӗ хака ҫавӑн пек ҫирӗплетесси ҫинчен йышӑну проекче хатӗрленӗ. Ку вӑл троллейбуспа кайнипе пӗр хак пулассине пӗлтерет. Пӗрлехи проездной хакӗ 2500 тенкӗ пулӗ.

Унччен пассажирсен аллӑн укҫан тӳлесен 60 тенкӗ, карттӑпа чухне 55 тенкӗ кӑларса хума тивет.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Шупашкар районӗнче пулнӑ пушарта, шел те, ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Инкек Шорчекасси ялӗнче пулнӑ.

Ялта пушар тухни пирки паян ирхине 9 сехет те 3 минутра пушар службине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Вырӑна виҫӗ ятарлӑ техника тата пушарнӑйсем ҫитнӗ.

Шорчекассинче мунча ҫуннӑ. Ҫӑлавҫӑсем ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн арҫын виллине тупнӑ. Инкек хыҫҫӑн ҫак хыпара пӗлтернӗ самантра ҫав арҫын кам пулнине палӑртайман, ку тӗлӗшпе ӗҫленӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Улатӑр районӗнче пурӑнакан ҫемье пӗрлешнӗренпе 60 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Сӑмах кунта – Креппосем пирки.

Юрий Александровичпа Валентина Ивановна 60 ҫул каялла пӗрлешнӗ. Вӗсем 1966 ҫулта ҫемье ҫавӑрнӑ. Ҫамрӑксем Иваньково-Ленино ялӗнчи «Красный луч» колхозра паллашнӑ. Юрий трактористра ӗҫленӗ, Валентина вара бухгалтер пулнӑ.

Мӑшӑр ывӑлсем ӳстернӗ, халӗ мӑнукӗсемпе савӑнаҫҫӗ. Крепповсем ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван ялӗнче пурӑннӑ. Вӗсен ҫемье вӑрттӑнлӑхӗ пур: пӗр-пӗрне пулӑшмалла, хисеплемелле тата, паллах, пӗр-пӗрне юратмалла.

Нумай ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑра ЗАГС пайӗнче ӗҫлекенсем саламлама килнӗ. Эпир те Креппосене кевер туйпа саламлатпӑр!

 

Культура

Кӳкеҫ поселокӗнче йӑлана кӗнӗ «70 те 7 сиплӗ курӑк» фестиваль-конкурс иртнӗ. Палӑртмалла: ку мероприятие улттӑмӗш хут ирттереҫҫӗ, унта фитотерапие юратакансем тата авалхи рецептсене упракансем пухӑнаҫҫӗ.

Кӳкеҫри культура ҫурчӗ умӗнче экспозици вырнаҫтарнӑ. Ӑна округри Хӗрарӑмсен канашӗ хатӗрленӗ. Ҫавӑнтах сиплӗ курӑксене мӗнле пуҫтармалли, вӗсене епле упрамалли пирки курав урлӑ каласа кӑтартнӑ.

Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал фестиваль-конкурссем культура еткерлӗхне упрама, сывӑ пурнӑҫ йӗркине сарма тата пӗлӗве ҫамрӑк ӑрӑва парса хӑварма пулӑшаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ... 4243
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗр
Сурӑх: Ахӑртнех, сирӗн унчченхи юрату йӑл илӗ. Ку пӗр-пӗринпе интересленни те пулма пултарать. Анчах шӑпа пӳрнипе сирӗн ҫулсем пӗрлешӗҫ. Килти ӗҫсене нумай тимлӗх уйӑрсан вӗсен ӑшне путсах ларатӑр. Кайран вара унтан тухма йывӑр пулӗ.