Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона
Владимир Тяптушкин архивӗнчи сӑн
Владимир Тяптушкин архивӗнчи сӑн

Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, халӗ паллӑ актер пулса тӑнӑ Владимир Тяптушкин «Кто хочет стать миллионером?» кӑларӑма хутшӑннӑ. Кӗҫех чӑваш актерне телевизорпа ҫак кӑларӑмра кӑтартӗҫ.

Палӑртар: Владимир Тяптушкин Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнче ҫуралнӑ, «Ландыши» сериалта тата ытти кинопроектра ӳкерӗннӗ.

«Вӑйӑ кӑсӑклӑ пулчӗ. Чылай калаҫрӑмӑр, тӑраниччен култӑмӑр. Кӑларӑма часах эфирта кӑтартӗҫ»,— тесе ҫырнӑ артист хӑйӗн телеграм-каналӗнче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре
 Адель сӑн ӳкерчӗкре – сулахайран иккӗмӗшӗ.
Адель сӑн ӳкерчӗкре – сулахайран иккӗмӗшӗ.

Пирӗн ентеш Адель Редькова Мускаври илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Унта пирӗн Чӑваш Ен чысне Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти чиперккесем хӳтӗленӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти Адель Редькова «Чи пӗчӗк принцесса» тата «Чи пӗчӗк МартинМедиа мисӗ» ята тивӗҫнӗ. Ӑна Турцире канмалли путевка парса хавхалантарнӑ.

Адель халӗ ҫӗршыв чысне Грузире иртекен Пӗтӗм тӗнчери илем конкурсӗнче хӳтӗлме хатӗрленет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Йӗпреҫ округӗнчи Агеевсем пурнӑҫ ҫулӗпе пӗрле утса 5 ача ӳстернӗ, халӗ 11 мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Ҫак кунсенче Сергей Николаевичпа Ольга Евгеньевна ылтӑн туйне паллӑ тунӑ.

Сергей Николаевич Горькинчи чукун ҫул ҫинче ӗҫленӗ. Ольга Евгеньевна колхозра бухгалтерта чылай ҫул тӑрӑшнӑ, кайран 18 ҫул почта уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.

Мӑшӑра Кӗлӗмкасси территори уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Валерий Никонов саламланӑ.

 

Персона

Чӑваш Енри Наталья Иванова Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн премийӗн лауреачӗн ятне тивӗҫнӗ. Вӑл кӑҫалхи кӑтартусемпе чи лайӑх ача-пӑча тренерӗ пулса тӑнӑ.

Наталья Иванова тренерта 2017 ҫултанпа ӗҫлет. Вӑл – ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗ.

Палӑртса хӑварар: конкурсра мала тухассишӗн 114 ял-хулари 171 тренер тупӑшнӑ.

 

Республикӑра

Муркаш округӗнчи Оринин ялӗнче пурӑнакан Васильевсем пӗрлешнӗренпе 55 ҫул ҫитнӗ. Вӗсем 3 хӗр те 2 ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӗсен 7 мӑнук тата 2 кӗҫӗн мӑнук пур.

Вячеслав Прохорович салтакра чухне «1-мӗш класлӑ радист» палла тата Морзе азбукине йышӑнассипе пӗрремӗш разряд илнӗ. Ҫартан таврӑнсан культура тытӑмӗнче ӗҫленӗ, Орининти культура ҫурчӗн директорӗ, киномеханикӗ пулнӑ. Халӗ вара халӑх театрне выляма ҫӳрет. Вӑл – ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Галина Ивановна Шупашкарти кулинари училищинчен вӗренсе тухсан поварта 37 ҫул ӗҫленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_16451
 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР Правительствин председателӗ Сергей Артамонов транспорт министрӗн ҫумне Аретм Пилкина палӑртасси пирки хушӑва алӑ пуснӑ.

Вӑл Транспорт министерствинче 2012 ҫултанпа ӗҫлет. Унччен Строительство министерствинче вӑй хунӑ. Пӗр вӑхӑт патшалӑх службинчен кайса харпӑр усламҫӑ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри ЕТК операторӗн дирекректорӗ те шутланать. 2022 ҫулта Транспорт министерствине таврӑннӑ, транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.

Аса илтерер: чӳкӗн 28-мӗшӗнче министр ҫумӗ пулнӑ Юрий Арлашкина ӗҫрен кӑларнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян ирхине Муркаш округӗнчи Нискасси ялӗ ҫывӑхӗнче «Мускав – Хусан» маршрутпа ҫӳрекен автобус йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Экстреннӑй службӑсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, аварире 5 ҫын аманнӑ. Вӗсене пурне те Шупашкара пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсен сывлӑхӗ питех йывӑрах мар.

Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.

 

Хулара
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) санаторири кафене сутса яма шутланӑ.

Унӑн хакӗ – 15 750 000 тенкӗ. «Уралочка» кафе 339.1 тӑваткал метр лаптӑк йышӑнать. Вӑл Йӑламра, Санатори урамӗнче вырнаҫнӑ.

«Чӑваш Ен» Йӑлӑмри Сосновка поселокӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна 1977 ҫулта тума пуҫланӑ, 1984 ҫулта хута янӑ.

 

Республикӑра
ru.pinterest.com сайтри сӑн
ru.pinterest.com сайтри сӑн

Ҫӗнӗ ҫулхи каникулта Шупашкартан Мускава самолетсем ытларах вӗҫӗҫ. Кун пирки аэропорт пресс-служби пӗлтерет.

«Победа» авиакомпани расписание хушма рейссем кӗртме йышӑннӑ. Ку раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен вӑйра пулӗ.

Сӑмах май, Раҫҫей чукун ҫулӗ те Ҫӗнӗ ҫулхи каникулта хушма пуйӑссем яма палӑртнӑ.

 

Вӗренӳ
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Ырантан, раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен, Шупашкарти 3-мӗш лицейри ачасем дистанци мелӗпе вӗренме пуҫлӗҫ. Ку ОРВИпе чирлекен нумайланнипе ҫыхӑннӑ.

Унччен уйрӑм классене кӑна карантина янӑ. Анчах лару-тӑру япӑхланса пынӑ, ҫавна май инфекцие сарӑлма чарас тесе пурне те дистанци мелӗпе вӗрентмешкӗн йышӑннӑ. Уроксем онлайн-режимра иртӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, [24], 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, ... 4074
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.01.2026 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 772 - 774 мм, -16 - -18 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, улшӑнусем кирлӗ пулнине ӑнланмалли самант ҫитӗ. Ӗҫри тата килти ӗҫсене шайлаштарма тивӗ. Тен, эсир ӗҫ сирӗн вӑхӑта тата вӑя нумай илнине, ҫывах ҫынсене вара тимлӗх сахал уйӑрнине ӑнланатӑр. Приоритетсене тӗрӗс пайламалла. Ан манӑр: ҫывӑх ҫынсемпе тӑвансем пулӑшмасӑр карьерӑра ӳсме йывӑр.

Кӑрлач, 17

1902
124
Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1931
95
Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫуралнӑ.
1937
89
Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1937
89
Энтип Ваççи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1967
59
Афанасьев Валерий Семёнович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ ҫуралнӑ.
2001
25
Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ вӑхӑтсӑр ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2016
10
Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...