Сунчăк
Тĕксĕм, çăмăрлă кĕр. Николай Иванăч аптраса çитнĕ паян. Тавар илме пыракансем пурте сунчăк сутма ыйтаççĕ.
Колхозниксем пуян пурнăçа куçрĕç те сунчăк илесшĕн ĕнтĕ, — шутлать Николай Иванăч. — Çанталăкĕ те йĕпе сăмсалăланса карĕ, çапах та хальхи пек сунчăк нумай кайнă кунсем пулманччĕ. Мĕне пĕлтерет-ха ку?
Тавар илекенни кĕрет.
— Сунчăксем пур-и сан, Николай Иванăч? Тăваттă кирлĕччĕ.
— Тăваттăпа мĕн тăван? Мĕн чухлĕ илмерĕç пуль паян, пурĕште пĕрер штук, е пĕрер мăшăр ыйтаççĕ, тăваттă труках илекенни пулмарĕ.
— Мĕн тăвăн ĕнтĕ, — тенĕ тавар илекенни. — Ачи ман тăваттă-çке. Учитель сунчăксăр çӳреме хушман.
— Ачасем шкула çӳренĕ чухне йĕпенсе пăсăласран хăрать эппин, вăл.
— Унпах та мар пулĕ тетĕп. Шкулта, вĕрентнĕ вăхăтра, сунчăк кирлĕ теççĕ.
— Мĕн тума кирлĕ вара вĕрентнĕ вăхăтра сунчăк?
— Эпĕ пĕлетĕп-и, ачасем сунчăксăр пынă та каялла янă.
— Тĕлĕнмелле, — тенĕ Николай Иванăч пынă çынна тăват сунчăк тыттарса, — илсе кай та, анчах ыттисем валли юлмарĕ. Урăх çук. Çулталăк тăршшинче те паянхи пек сунчăк сутман.
Татах тавар илме тепĕр çын кĕрет.
— Сунчăк пур-и?
— Çук, пурне те илсе пĕтерчĕç.
— Ай, — тесе ик аллипе сăхман çумне шап çапрĕ пынă çын.
— Ачусене шкула ямалла-и мĕн? — ыйтрĕ приказчик.
— Шкула ямалла çав.
Николай Иванăч лапкара ларса шухăша каять. Мĕн тума кирлĕ пулнă-ха вĕрентнĕ çĕрте сунчăк? Сунчăк тума вĕрентеççĕ пул-и анчах. Апла пулсан «ĕç урокĕ» теççĕ ĕнтĕ ăна. Шухăшланă, шухăшланă, нимĕн те шухăшласа кăларайман. Лапкине питĕрнĕ.
— Кӳр-ха кайса пăхам. Пĕлсе килем.
Шкула каять. Учитель пурăннă пӳлĕме кĕрет.
— Мĕншĕн-ха эсĕ ачасене шкула сунчăксăр кĕрттерместĕн?
— Ăçтан сунчăксăр çӳреттерес-ха вĕсене. Çанталăкĕ мĕнле тăрать.
— Çанталăкĕ йĕпине йĕпе те, сунчăкĕ мĕн тума кирлĕ шкулта?
— Ма мĕн тума. Ара çăмăр аптратать тетĕп-иç!
— Ăнланаймастăп. Çăмăр пулсан та шкулта сунчăк кирлĕ мар.
— Тьфу, мĕнле ăнланмастăн. Апла пулсан атя класа.
Николай Иванча класа çавăтса кĕрет. Класа кĕрсенех аптраса хытсах карĕ Николай Иванчă. Партăсем хушшинче ачасем сунчăксем айĕнче лараççĕ. Сулахай аллисемпе сунчăксене тытнă, сылтăм аллисемпе çырса лараççĕ. Вĕсем çине шăтăк маччаран çăмăр çăвать.
— Ну? Сунчăксăр вĕрентме май пур-и-ха ĕнтĕ, — тенĕ учитель. — Эпĕ халь çеç килтĕм ку яла. Шкул тăррине (крышине) ялсовет юсаттарман, халь ирĕксĕрех сунчăксем карса вĕрентме тиврĕ.
* * *
Сунчăк çинчен пуçран шухăшласа çыртăм-ха. Хаçатсем пĕлтернĕ тарăх çапах та юрăхсăр крышăллă шкулсем хăш-пĕр ялсенче пур, теççĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...