Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
На.связи порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
На.связи порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре вак укҫа ылмаштармалли акци иртӗ. Вӑл паянтан, юпа уйахӗн 26-мӗшӗнчен, пуҫланнӑ. Акци чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

«Монетная неделя» (чӑв. Вак укҫа эрни) ята панӑ пӗтӗм ҫӗршыври акци вӑхӑтӗнче банксем, магазин-партнёрсем вак укҫана хут укҫапа ылмаштарӗҫ е банкри счет ҫине комисси тӳлемесӗр куҫарса парӗҫ.

Пӗтӗм Раҫҫейри акцие Перекет банкӗ, Россельхозбанк, «Кузнецкий» банк, НБД-Банк, Газпромбанк, ВТБ, Альфа-Банк, Барс Банк, ҫавӑн пекех «Пятерочка» тата «Магнит» суту-илӳ сечӗн магазинӗсем хутшӑнӗҫ.

Вак укҫана йышӑнакан точкӑсем 77 адреспа вырнаҫнӑ: Улатӑрта, Канашра, Куславккара, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗрпӳре, Шупашкарта, Вӑрнарта, Кӳкеҫре, Ҫӗмӗрлере, Етӗрнере, Элӗкре, Патӑрьелте, Йӗпреҫре, Комсомольскинче, Красноармейскинче, Муркашра, Пӑрачкавра, Тӗрлемесре, Вӑрмарта, Шӑхасанта, Шӑнкӑртамра, Елчӗкре.

Малалла...

 

Ҫурт-йӗр
vk.ru/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ
vk.ru/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ

Хальхи вӑхӑтра хваттер е ҫурт туянма питех те йывӑр. Патшалӑх тӗрлӗ категорие тӗрлӗ енӗпе пулӑшни питех те аван.

Вӑрнарти 2-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлекен Екатерина Мокеева вара ҫӑмӑллӑнах хваттерлӗ пулма пултарнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм унта математика учителӗ пулса тӑрӑшать. Хыснара ӗҫлекенсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси ҫинчен калакан регионти программӑпа килӗшӳллӗн ӑна социаллӑ найм мелӗпе хваттер уйӑрса панӑ. Аса илтерер: ҫав программа пирӗн тӑрӑхра 2025 ҫултанпа ӗҫлет.

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухсан хӗр хӑйӗн тӑван шкулне таврӑннӑ. Унта вӑл учитель пулса виҫҫӗмӗш ҫул ӗҫлет.

Екатерина 2025 ҫулта «Педагогика дуэчӗ» конкурс лауреачӗ пулса тӑнӑ, кӑҫал «Педагогика дебючӗ» конкурса хутшӑннӑ.

 

Ҫутҫанталӑк
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн

Юпа уйӑхӗн мӗн вӗҫленичченех республикӑра пурӑнакансене уяр та ӑшӑ ҫанталӑкпа савӑнтарӗ. Ҫапла пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» портал. Портал ку эрнере мӗнле ҫанталӑк пулассине пӗлтернӗ.

Ку эрнере те Шупашкар хулинче кӑнтӑрласерен 11-13 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрлсерен вара тӑм ӳкӗ. Кун пек ҫанталӑк шӑматкунччен тӑрӗ.

Вырсарникун вара пӗлӗтленӗ, палӑрмаллах сивӗтӗ: кӑнтӑрласерен термометр 2-4 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Хальлӗхе юр ҫумӗ, анчах иртсерен ҫулсем пӑрлак пулма пултарӗҫ. Эппин, водительсен хӗллехи шина ҫине куҫма вӑхӑт ҫитнӗ.

«Ҫанталӑк 21» сайт малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗпе юр чӳкӗн 6-мӗшӗнчен ҫума тытӑнӗ.

 

Хулара
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн

Лайӑх хыпар: Шупашкар хулинче ҫухалнӑ 17 ҫулти каччӑ тупӑннӑ! Кун пирки «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче амӑшӗ хӑй пӗлтернӗ, ывӑлне шырама пулӑшнӑ ҫынсене тав тунӑ, уйрӑмах – «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗн хастарӗсен.

Каччӑна 10 кун шыранӑ. Амӑшӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тапхӑрта вӑл вутри пек ҫуннӑ. Паллах, амӑшне ӑнланма пулать.

Каччӑна Мускав хулинчи метрополитенра тупнӑ. «Никам та вербовка туман, хӑратман, укҫа ыйтман», — ҫапла ҫырса пӗлтернӗ амӑшӗ.

Йӗрке хуралҫисем ҫамрӑкран йӑлтах ыйтса пӗлнӗ, тӗпченӗ. Унтан ӑна киле янӑ.

Аса илтерер: Шупашкарта 17 ҫулти каччӑ ҫухалнӑ хыҫҫӑн Раҫҫей Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку ӗҫе мӗнле тӗпченине ведомство пуҫлӑхӗ Александр Бастрыкин хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ. Вӑл Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви уйрӑмӗн пуҫлӑхӗнчен Александр Полтининран следстви мӗнле пыни пирки доклад тума ыйтнӑ, ӗҫе хӑвӑртрах тӗпчеме хушнӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ иртнӗ эрнере икӗ фестивале хутшӑнма ӗлкӗрнӗ. Кунта сӑмах театр фестивалӗсем пирки пырать. Вӗсем Мускав тата Санкт-Петербург хулисенче иртнӗ.

Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче театр коллективӗ Ачасен камерлӑ театрӗсен «Волшебный фонарик — 2026» (чӑв. Асамлӑ хунар — 2026) Пӗтӗм тӗнчери VI фестивальне хутшӑннӑ. Унта чӑваш артисчӗсем «Ёжик в тумане» спектакль кӑтартнӑ. Ӑна вӗсем Питӗрти Нарва хапхи умӗнчи театр сцени ҫинче кӑтартнӑ.

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Школьная классика» (чӑв. Шкул классики) пӗтӗм Раҫҫейри театр фестивальне хутшӑннӑ. Унта куракансене Денис Фонвизинӑн «Недоросль» камитне кӑтартнӑ.

 

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче «Авалхи хӗлӗх сасси» концерт-спектакль иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ программӑпа тӗплӗнрех паллаштарас терӗмӗр. Сӑмах май каласан, концерт-спектакле Элтепер гранчӗпе лартӗҫ.

Программӑна хатӗрлессипе Раҫҫейӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Национальное достояние России» (чӑв. Раҫҫейӗн наци пуянлӑхӗ) преми лауреачӗ , Мускаври паллӑ хореограф Николай Андросов; Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Николай Казаков композитор; тум художникӗ Екатерина Тонюшкина ӗҫлеҫҫӗ.

Программа тӑван халӑхӑмӑрӑн ырӑ йӑли-йӗркипе паллаштарӗ. Ҫав шутра Сурхурипе, Хӗр сӑрипе, пир ҫапнипе, бурлаксен юррисемпе, туйпа тата ыттипе.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче республика Элтеперӗ Олег Николаев тӗрлӗ отрасльте тӑрӑшакансене професси уявӗпе саламласси йӑлана кӗнӗ. Салама Элтепер икӗ чӗлхепе хатӗрлекенччӗ: вырӑсла тата чӑвашла. Анчах автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн ӗҫченӗсене Олег Николаев вырӑсла ҫеҫ саламлас тенӗ.

Паянхи кун пирӗн республикӑра пассажирсене турттаракан 400 маршрут иккен, ҫула кунсерен 1100 ытла автобус тухать, вӗсем ял-хулана ҫыхӑнтараҫҫӗ. Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта вара 190-а яхӑн троллейбус хутлать.

Элтепер хӑйӗн саламӗнче ветерансене те аса илнӗ. Шӑпах вӗсем паян отрасльте тӑрӑшакан водительсене, диспетчерсене тата юсавҫӑсене хӑйсен опытне парса хӑварнине палӑртнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws
forum.zarulem.ws

Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр арҫын ҫурҫӗр иртни икӗ сехетре пӗчӗк ывӑлне тата арӑмне лартса ҫула тухнӑ. Ку вӑхӑтра ачан лӑпкӑн кӑна ҫывӑрмалла пек те, анчах арҫын апла шухӑшламан пулмалла.

Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫул-йӗр патрулӗн машини «Хонда» машинӑна тытса чарнӑ. Чӳречисене тӗксӗмлетсе лартнӑ машина рулӗ умӗнче 37 ҫулти арҫын пулнӑ. Салонра унӑн арӑмӗ тата пӗчӗк ывӑлӗ ларса пынӑ. Арҫын ача малти ларкӑч ҫинче пулнӑ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе те ҫыхӑнман.

Арҫын-водителӗн водитель удостоверенийӗ те пулман, ӑна унран 2011 ҫултах туртса илнӗ. Унтанпа 15 ҫул иртнӗ пулин те правана вӑл ҫӗнӗрен тутарман, апла пулин те руль умне ларса тухнӑ. Ҫитменнине тата хӑй ӳсӗр пулнӑ. Машина чӳречине ГОСТа тӗксӗмлетсе лартнӑ.

Машинӑна штрафстоянкӑна ӑсатнӑ.

 

Хулара
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Республикӑра хӗвеллӗ те уяр кунсем тӑраҫҫӗ, хӗл ҫывхарасси палли те ҫук.Шупашкар хулинче вара Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме тытӑннӑ.

Хӗрлӗ тӳремре, варринче, тухья евӗр инсталляцие вырнаҫтарма тытӑннӑ. Вӑл каҫхине тӗрлӗ ҫутӑпа ялкӑшса куҫа илӗртет.

«Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш наци тумне, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗре, тӳреме илсе тухса лартнӑ, хальхи вӑхӑтра рабочисем тӗпне хӑмасенчен хатӗрлеҫҫӗ.

Кӑҫал Шупашкар хули Ҫӗнӗ ҫула питӗ ир хатӗрленме пуҫланӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр тухья евӗр инсталяцие чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑна вырнаҫтарма тытӑннӑ.

Хӗрлӗ тӳремри ҫак вырӑнта ҫулла фонтансем пӗрӗхеҫҫӗ, унта ачасем шӑрӑхра шывпа выляҫҫӗ. Хӗлле вара унта йӑлтӑр-ялтӑр тухья ларать, тавралӑха Ҫӗнӗ ҫул сӗмне кӗртет.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Етӗрне округӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗнче тухнӑ пушар кирпӗчрен купаланӑ сарая ярса илнӗ. Тӑрринче вара утӑ пулнӑ. Ҫулӑм пурӑнмалли ҫуртӑн тулаш енчи отделкине те сиенлетме ӗлкӗрнӗ.

Пушар сарӑлма пултарнине кура ҫӑлавҫӑсем татах пулӑшу чӗнсе илнӗ. Ҫапла ҫулӑма сӳнтерес ӗҫе 9 ҫын тата 5 техника хутшӑннӑ. Телее, «хӗрлӗ автана» чарма май килнӗ, шар курнӑ ҫынсем пулман. Халӗ пушар мӗне пула тухнине тӗпчеҫҫӗ.

Палӑртса хӑварар: Чӑваш Республикинче пӗр талӑкра 11 пушар пулнӑ. Улатӑр округӗнчи Атрать ялӗнче ҫурт ҫуннӑ, Шупашкар округӗнчи Ишлей ялӗнче, Ҫӗрпӳ округӗнчи Ҫӗнӗ Катекре тата Ҫӗмӗрле хулинче мунчасенче пушар тухнӑ.

Иртнӗ талӑкра Куславкка хулинче типӗ курӑк ҫуннӑ, ҫӑлавӑҫем ӑна сӳнтернӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ... 4291
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 03

1884
142
Морев Иван Михайлович, Чемей пӑлхавӗн ертӳҫисенчен пӗри ҫуралнӑ.
2014
12
Ксенофонтов Иван Ксенофонтович, чӑваш актёрӗ, театр ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...