Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн Шупашкарта пысӑк флешмоб иртнӗ. Унта вырӑнти аслӑ шкулсенче вӗренекенсем тата ют ҫӗршывран килнӗ студентсем хутшӑннӑ.

Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Анне палӑкӗ умӗнче 400 яхӑн ҫын пухӑнса 5 вӑйӑ картине тӑнӑ. Ҫапла халӑхсем туслӑ пурӑннине кӑтартнӑ вӗсем.

Палӑртмалла: хӑшӗсем акцие ушкӑнӗпех килнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Хальлӗхе хӗлле хӑйӗн пирки аса илтернӗ кӑна – хӑш-пӗр тӑрӑхра юр ӳккеленӗ. «Ҫанталӑк 21» портал пӗлтӗрнӗ тӑрӑх, ҫак кунсенче ҫанталӑк ӑшӑтӗ. Ҫапах питех ӑшӑ теме ҫук: ҫил вӑйланӗ, ҫавна май сивӗрех пек туйӑнӗ. Ытларикун, тӗслӗхрен, 4-5 градус сивӗ пек туйӑнӗ.

Кӗҫӗр тата ыран ирхине йӗпе юр ҫума пултарать. Юнкун типӗ, хушӑран уяртакан ҫанталӑк пулӗ. Чӳкӗн 6-7-мӗшӗсенче 8-10 градус таран ӑшӑтӗ. Канмалли кунсенче ҫил лӑпланӗ, ҫумӑр-юр ҫумӗ, анчах таврана тӗтре карса илӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Ӗнӗр каҫхине Шӑмӑршӑ округӗнче водитель пӑши ҫине пырса кӗнӗ. Ку инкек Шӑмӑршӑ ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, чӗрчун ҫул ҫине чупса тухсан «Киа Рио» машина водителӗ, 57 ҫултискер, чарӑнса ӗлкӗреймен. Вӑл пӑшие ҫапса хӑварса хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ, ГАЗельпе ҫапӑнса кювета чӑмнӑ.

Водитель йывӑр суранланнӑ, ӑна больницӑна илсе ҫитернӗ. Машинӑра тепӗр икӗ хӗрарӑм пулнӑ, вӗсене вырӑнта медпулӑшу панӑ.

 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Кӳкеҫри ачасен интернатне ыркӑмӑллӑх сестрисем килсе шарлотка пӗҫерме вӗрентнӗ. Ӑсталӑх класӗ питӗ кӑмӑллӑ лару-тӑрура иртнӗ.

Ачасем хаваспах хӑйсем чуста ҫӑрнӑ, панулми туранӑ. Таврана тутлӑ шӑршӑ сарӑлсан питӗ савӑннӑ вӗсем.

Педагог-йӗркелӳҫӗ Татьяна Афанасьева палӑртнӑ тӑрӑх, кун пек тӗлпулусем ачасемшӗн питӗ хаклӑ. Ку вӗсемшӗн ахаль кӑна урок мар. «Хӑйсен ӗҫӗшӗн савӑннипе ачасен куҫӗсем ҫиҫеҫҫӗ. Ҫакӑ чи кирли», – тенӗ вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_16026
 

Хулара
rg.ru сайтри сӑн
rg.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 50 ҫулти арҫын укҫа-тенке инвестици хывса тупӑш тума ӗмӗтленнӗ. Анчах шухӑшланӑ пек пулса тухман – вӑл 5,8 миллион тенкӗ ҫухатнӑ. Хайхискер ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ.

Вӑл ку рекламӑна тӗнче тетелӗнче курнӑ. Унта тӳрех заявка хӑварнӑ. Кӗҫех унпа инвестици компанийӗн «менеджерӗ» ҫыхӑннӑ та телефона сарӑм вырнаҫтарма каланӑ. Ҫапла арҫын счет ҫине укҫа куҫарса тӑнӑ. Хӑйӗн пулман, вӑл банксенчен кредит илнӗ.

Арҫын хӑйне улталанине пӗр уйӑхран ӑнланнӑ. Счет ҫине хывнӑ укҫана каялла тавӑраймасан тин ҫак шухӑш патне пырса ҫитнӗ вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15372
 

Чӑвашлӑх
https://vk.com/wall-183840459_24614 сӑнӳкерчӗкӗ
https://vk.com/wall-183840459_24614 сӑнӳкерчӗкӗ

Пушкӑртстанра пурӑнакансем сӑра уявне кӑҫал та ирттернӗ. Кун пирки «Контактра» халӑх тетелӗнче вырӑнти чӑвашсен хаҫачӗн пабликӗнче хыпарланӑ.

Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш ӗҫмин районти уявӗче чи лайӑх маҫтӑр ятне Лариса Исаева тивӗҫнӗ. Лариса Ивановна Пӑслӑк ялӗнчен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-183840459_24614
 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарта ҫул-йӗр инспекторӗсем 48 ҫулти водителе тытса чарнӑ та протокол ҫырма пуҫланӑ. Лешӗ вара ҫав вӑхӑтрах ҫывӑрса кайнӑ.

Водитель тытса чарнӑ чухне вӑйлах ӳсӗр пулнӑ, ура ҫинче аран тӑнӑ. Унччен маларах вӑл «Лада Калинӑпа» Эгер бульварӗнче парковкӑра ларакан Лада Гранта» ҫине пырса тӑрӑннӑ. Юрать-ха, никам та суранланман.

Палӑртмалла: водитель медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru
 

Хулара
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Шупашкарти Ботаника садӗнче ҫӗнетнӗ «Пурнӑҫ ҫӑлкуҫне» уҫнӑ. Вӑл – 100 ытла каялла йӗркеленнӗскер. Унти шыв таса та сиплӗ.

Нумаях пулмасть ун таврашӗнчи территорие хӑтлӑлатнӑ: ҫуран ҫӳремелли картлашкасем, саксем лартнӑ, ҫӑл патне анмалли вырӑна лайӑхлатнӑ. Шыва та тӗрӗсленӗ – вӑл санитари нормисемпе килӗшсе тӑрать.

Хула ҫыннисем шыва пахаланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_24749
 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Юпа уйӑхӗн 26-31-мӗшӗсенче Улан-Баторта шкул ачисен хушшинче шахмат енӗпе Ази первенстви иртнӗ. Пирӗн республика чысне унта Марьяна Осипова хӳтӗленӗ.

Вӑл 11 ҫул тултарман ачасен ушкӑнӗнче вӑй виҫнӗ. Марьяна 9 тур выляса 7 очко пухнӑ, Монголири Идер Целмууна кӑна ҫитеймен. Ҫапла вӑл Улан-Батортан кӗмӗл медальпе таврӑннӑ.

Тепӗр лайӑх хыпар та пур: Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди 6 медаль ҫӗнсе илсе команда зачетӗнче чи лайӑххи пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_24782
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ольга Святопольская тивӗҫлӗ канура пулсан та ахаль ларма юратмасть. Вӑл вӗтӗ шӑрҫаран чӑвашла эрешсем тӗрлет.

Ольга Святопольская чӑваш наци эрешӗсене ӑсталать. Тӗслӗхрен, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсем, пиҫиххисем, алкасем... Вӗсене курас тесен Шупашкарти «Пехет» агромаркета ҫитмелле. Вӑл кашни шӑматкун вӗсене унта илсе пырать.

Палӑртмалла: Ольга «Изумрудный павлин» конкурс лауреачӗ пулса танӑ. Вӑл тӑрӑшнипе ҫитӗнекен ӑру чӑваш культурипе ҫывӑхрах паллашать — Ольга Святопольская ача пахчисенче, шкулсенче, культура ҫурчӗсенче ӑсталӑх класӗсем ирттерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_79790
 

Страницӑсем: 1 ... 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, [15], 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, ... 4038
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулӑхпа, психологипе е медицинӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫ сире социаллӑ статуса ӳстерме пулӑшӗ. Парӑмсемпе, кредитсемпе, налуксемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем татӑлӗҫ. Эсир укҫапа ҫыхӑннӑ ӗҫсене лайӑх пурнӑҫласа пыратӑр. Ҫутҫанталӑка тухни, шыв процедурисем, сывлӑха ҫирӗплетмелли массаж курсӗ тата спорт сывлӑха тата нерв тытӑмне лайӑх витӗм кӳрӗҫ.

Чӳк, 24

1978
47
Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...