Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

 
 

Чи нумай ҫыракансем

 

341 ҫыру
 
 
 
 
 
 
 
 
 

Урамсен чӑваш ячӗсем

 

Урамсен чӑваш ячӗсем питӗ илемлӗ. Вӗсене тишкеретӗн те чӑвашсем мӗнле кӑна ят паман-ши тесе тӗлӗнетӗн. Шел те, хальхи вӑхӑтра хӑлӑх ӑсӗ мӑкарах пулас. Вӗсен фантази ҫитмест. Юрӗ, тейӗпӗр, Совет саманинче ҫӳлтен хушнӑ та чылай ялта Совет, Комсомол, Ленин тата ытти ҫавнашкал урамсем купипех шӑтса тулнӑ. Хальхи вӑхӑтра унашкалли ҫук, анчах ҫавах питӗ хавшак: ӑҫта ан пӑх — Садовая, ӑҫта ан пӑх — Южная та Лесная, Парковая та Луговая... Молодежная е Новая текеннисем пирки калаҫу та ҫук.

Лапсар ялӗнчи урам ячӗсем пулман пулас. Е сыхланса юлман. Пӗр урамӑн кӑна темиҫе ят пур: ӑна е Киремет урамӗ теҫҫӗ, тата авал Парник урамӗ тени сыхланса юлнӑ. Эпир вара ытларах Пӗрремӗш урам, Иккӗмӗш урам тата Виҫҫӗмӗш урам тетпӗр (сӑмах май, эпир, Комсомол урамӗнче пурӑнакансем, ӑна Пӗрремӗш тетпӗр, Шупашкар урамне — Виҫҫӗмӗш; Шупашкар урамӗнче пурӑнакансем вара урӑхла — хӑйсенне Пӗрремӗш, пирӗнне Виҫҫӗмӗш).

Таврари ялсенчи хӑш-пӗр урам ячӗсене пӗлетӗп. Ассакасси ялӗнче пӗр урам ҫеҫ пулнӑ та ун ячӗ пулман ӗнтӗ. Халӗ те вӗсен пӗр урам ҫеҫ — «Асакасинская». Попой (Хурӑнлӑх) ялӗнчи урам ячӗсем кӑсӑклӑ. Пӗрин ячӗ ҫук пулас, ӑна ытларах «Вӑрӑм урам» тенӗ (хальхи Вӑрман урамӗ), кӗскин ячӗ вара темиҫе: Турчка урамӗ те, Урлӑ урам та, Пирчук урамӗ те. Иккӗшӗ ун хурмине пула лекнӗ пулас, виҫҫӗмӗшӗ — ҫын ятӗнчен. Хӑй вара халь Шкул урамӗ ятлӑ (унта малтан, 1980-мӗш ҫулсем таранах, пуҫламӑш шкул пулнӑ).

Атайкасси ялӗнчи темиҫе урам ятне пӗлтӗм: Йокшу урамӗ (хальхи ячӗ — Завод урамӗ); Катимыш урамӗ (хальхи ят — Симӗс урам пулас). Ҫавӑн пекех вӗсен Турикас, Анаткас урамӗсем пур. Йокшу ячӗ пит кӑсӑклӑ — юнашар Йӑршу шывӗ юхса иртет...

Тата интереслӗ урам ячӗсем ман аттен тӑван ялӗнче пур. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗнче вырнаҫнӑ, Мӗшӗл ятлӑ (унта, сӑмах май Николай Овчинников художник ҫуралнӑ). Ак вӑл ятсем: Хӑрах урам (хальхи ят — ул. Николаева; унта ҫуртсем пӗр енӗпе ҫеҫ вырнаҫнӑ), Ваҫли картиш (ул. Васильева), Пуян картиш (ул. Овчинникова), Пиллӗк килли (ку урамра ман атте ҫуралнӑ; халь вӑл ул. Речная), Малтикас урамӗ (ул. Восточная), Шапа ҫырми (ул. Лесная), Лешайкки (Школьная пулас). Ялтисем калаҫура чӑвашла ячӗсемпе усӑ кураҫҫӗ... Хам та Пиллӗк килли ята ҫеҫ пӗлсе, «Речная» ята вара — картта ҫине пӑхсан тин.

Эсир те хӑвӑр ялӑрсенчи чӑваш ячӗсене пӗлетӗр пулӗ? Вӗсем илемлӗ пулсан ҫырса пӗлтерӗр.

Чӑваш халӑх сайчӗ 18 ҫула ҫитрӗ

Чӑваш халӑх сайчӗ — 17 ҫулта

Тӗнче пӗтмесӗр Вӗрентӳ пӗтмест

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла?

Ҫӗннисем

05.12.2023 18:08Отчетный концерт Ассоциации композиторов Чувашии прошел на высоком профессиональном уровне

03.12.2023 12:07Моргаушский райсуд Чувашии наложил штраф на знатока чувашских национальных обычаев и обрядов Юрия Туринге

01.12.2023 13:58Тӑвансене аса илсе...

30.11.2023 17:15Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани

27.11.2023 20:14Вправе помнить и гордиться

21.11.2023 11:31Чем хороши диваны на ножках

13.11.2023 13:43Электрические лебедки: мощные и эффективные

05.11.2023 15:49Ҫӗнӗ тапхӑр тапранчӗ!

02.11.2023 09:53Золотницкий шкулӗнчи сӑвӑҫсен поэзи мифологийӗ

31.10.2023 18:31Путин наградил уроженца Чувашии медалью «За труды в культуре и искусстве»

Тематикӑсем

Шухӑшлаттаракансем

9355Уярӑн йӗпи-сапи

2325Ҫӗнӗ тапхӑр тапранчӗ!

2157Вокруг чувашской народной мудрости

1998Золотницкий шкулӗнчи сӑвӑҫсен поэзи мифологийӗ

1094Электрические лебедки: мощные и эффективные

969Тӑвансене аса илсе...

775Моргаушский райсуд Чувашии наложил штраф на знатока чувашских национальных обычаев и обрядов Юрия Туринге

737Вправе помнить и гордиться

729Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани

471Чем хороши диваны на ножках

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.12.2023 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -13 - -15 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсем тăвалла хăпарĕç. Эсир питĕ хастар, вăй тапса тăрать. Ĕçлес туртăм кашни минутрах вăйланса пырать. Укçа-тенкĕ енчен лару-тăру лайăхланас шанчăк пур. Е преми парĕç, е пысăкрах должноç сĕнĕç. Сире паллашусем кĕтеççĕ, вĕсем лайăх кăмăл, нихăçан манăçми туйăм парнелĕç.

Раштав, 06

1908
115
Краснов-Кӗҫӗнни Григорий Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1992
31
Воскресенский Виталий Григорьевич, артиллерин генерал-лейтенанчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...