|
Хулара
![]() «Чеб.ру» сайтри сӑн Паян ҫӗрле сирӗн Шупашкар хулинче таҫта каймалли пур тӑк ҫакна шута илӗр: кӗҫӗр Калинин кӗперне хупӗҫ – 23:00 сехетрен пуҫласа 5:00 сехетчен. Кун пирки Шупашкар хулин администрацийӗ пӗлтерет. Аса илтерер: чылай вӑхӑт ӗнтӗ кӗпер ҫинче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Кӗҫӗр хупса ӑна ыран ирхине тӗппипех уҫма палӑртнӑ, ҫапла майпа ҫӗнелнӗ кӗпер урлӑ транспорт икӗ енӗпе те ҫӳреме пултарӗ. Кӗпере хупнӑ вӑхӑтра Чӑваш транспорт управленийӗн ӗҫченӗсем троллейбуссен контакт сечӗсене куҫарӗҫ. Ыран, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ирхине вара кӗпер ҫинчи 4 полосана та транспорт валли уҫӗҫ. Кӗпере хупнӑ вӑхӑтра водительсен Ярославль, Сергий Радонежский тата Воробьев композиторсен урамӗсемпе кайма май пулӗ. Ҫапла майпа тинех Калинин кӗперне юсаса пӗтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Чӑваш Республикинчи хӗрарӑм Укаринӑри организацисене укҫа куҫарса тӑнӑ тесе шухӑшласҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен вӑл Украинӑри организаторсен укҫа куҫарса панӑ. Пӗтӗмпе – 400 пин тенкӗрен сахал мар. Ҫав вӑхӑтрах хӗрарӑм ҫак организацисем Раҫҫейре усӑ курма юраманнисен йышне кӗнине пӗлнӗ. Йӗрке хуралҫисем хӗрарӑмӑн килӗнче ухтарнӑ, унран ыйтса тӗпченӗ, экспертизӑсем ирттерме палӑртнӑ. Халӗ ӑна следстви вӑхӑтӗнче хупса усрасси пирки ыйтӑва татса параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() cap.ru сайтри сӑн РФ Росздравнадзор ертӳҫине Алла Самойловӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслама йышӑннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӑна ку наградӑпа Чӑваш Ен сывлӑх сыхлавӗн аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн чыслама йышӑннӑ. Алла Самойлова 1967 ҫулта Шупашкар хулинче ҫуралнӑ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнче__ вӗреннӗ, унтах аспирантура пӗтернӗ. 2012-2017 ҫулсенче ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн – ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пуканне йышӑннӑ. 2018 ҫултанпа Росздравнадзор ертӳҫин канашҫинче ӗҫлеме тытӑннӑ, 2020 ҫултанпа – ведомство ертӳҫинче. Алла Самойловӑна «Сывлӑх сыхлавӗн отличникӗ» кӑкӑр паллипе, «Ҫӗршыври сывлӑх сыхлавӗ умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медальпе, II степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() «Контактри» сӑн Чӑваш халӑхӗн музыка культурипе халӗ ҫӗршывӑн тӗп хулинче те паллашма пултараҫҫӗ! Чваш нациц музыка инструменчӗ тӑмра Мускав хулинче Раҫҫей наци музейӗнче вырӑн тупнӑ. Вӑл унта мӗнле майпа лекнӗ тетӗр-и? Ӑна чӑваш ӑсти Даниил Данилов ӑсталанӑ. Чӳк уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче Мускав хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри наци музыка инструменчӗсен «Нумай сӑнлӑ Раҫҫей» форумӗ иртнӗ. Тӑмра музея шӑпах ун хыҫҫӑн лекнӗ те. Даниил Данилов тӑмрана алӑпа вӗҫҫӗн ӗлӗк-авал усӑ курнӑ йывӑҫсенчен ӑсталанӑ. Халӗ вара хӑйне евӗр интрументпа Мускаври музея килекенсем паллашма пултараҫҫӗ. Ӑна Раҫҫейри халӑхсен музыка культурине халалланӑ куравра паллаштарма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() uszn-kamen.e-gov36.ru сайтри сӑн Ҫитес ҫултан Чӑваш Республикинче пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ укҫа виҫи ӳсӗ. Йышӑнӑва республика премьер-министрӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ. 2027 ҫултан республикӑра пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ укҫа виҫи 6,8 процент ӳсӗ. Халӗ вӑл 16 477 тенкӗпе танлашать, ҫитес ҫултан вара 17 597 тенкӗ пулӗ: 1 120 тенкӗ хӑпарӗ. Социаллӑ демографи ушкӑнӗсене илес тӗк, пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ укҫа виҫи ӗҫлекен ҫынсемшӗн – 19 181 тенкӗ, тивӗҫлӗ канури ҫынсемшӗн – 15 133 тенкӗ, ачасемшӗн 17 069 тенкӗ пулӗ. Палӑртса хӑварар: пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ укҫа виҫинчен социаллӑ пособисен, ачаллӑ ҫемьесене уйӑхсерен паракан тӳлев мӗн чухлӗ пуласси тата пенси укҫи ҫумне мӗн чухлӗ хушса парасси килеҫҫӗ. ЧР Социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсемпе ҫыхӑннӑ соцпулӑшу мерисене республикӑри 153 пин ҫын илет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин ҫӑлавпа шырав службин специалисчӗсем Кӗҫӗн Ҫавал юханшывӗнче ҫухалнӑ ҫынна шыранӑ. Ҫӑлавҫӑсем шӑнкӑрав килнӗ хыҫҫӑн Канаш округӗнчи Атнаш ялне кайнӑ. Вӗсем кимӗпе Кӗҫӗн Ҫавал юханшывне тухнӑ. Ҫак кимӗ вӗсене кӑткӑс вырӑна та ҫитме май панӑ. Ҫӑлавҫӑсем эхолотпа та усӑ курнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсене картплоттер маршрут йӗркелеме, кашни вырӑна пӑхса ҫаврӑнма пулӑшнӑ. Вӗсем ҫухалнӑ ҫынна 4 сехет шыранӑ. Анчах, шел те, ӑна тупайман. Ҫапах служба лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрӗ, ҫынна малалла шырӗ. Палӑртса хӑварар: Канаш округӗнчи Атнаш ялӗнче 65 ҫулти Валерий Семенов ҫухалнӑ, вӑл ӑҫта пулни чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнченпе паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Чӑваш Республикинче ӳсӗр водитель мотоблокпа ҫапӑннӑ: икӗ ҫын вилнӗ. Авари паян 15 сехет те 38 минутра Шупашкар округӗнче «Кӳкеҫ – Иккасси – Платка» автоҫулӑн 9-мӗш автоҫулӗ ҫинче пулнӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, иномарка ҫула май пыракан мотоблокпа ҫапӑннӑ. Ун ҫинче икӗ арҫын ларса пынӑ. Иккӗшӗ те йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах, авари вырӑнӗнче, вилнӗ. Пӗри кам пулнине палӑртнӑ, вӑл – ҫав тӑрӑхрах пурӑннӑ, 1984 ҫулта ҫуралнӑ арҫын. Иномарка рулӗ умӗнче 1971 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ларнӑ. Медосвидетельствовани вӑл ӳсӗр пулнине кӑтартнӑ. Авари вырӑнӗнче оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ӗҫленӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Росгвардеецсен архивӗнчи сӑн Шупашкар хулинче Росгвардин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсемпе ҫар ҫыннисем ведомство ирттерекен «Чӗререн — чӗре патне» акцие черетлӗ хут хутшӑннӑ. Ҫак ырӑ акцие Росгвардин территори управленийӗн, тулаш ведомствӑн хурал подразделенийӗн сотрудникӗсем, «Сувар» ОМОН отрячӗн боецӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем пурте Республикӑри юн илекен станцие ҫитнӗ. Ҫак йышра опытлӑ донорсем те, пӗрремӗш хут юн паракансем те пулнӑ. Кашниех ку утӑма явалӑха туйса тунӑ, обществӑшӑн службӑра кӑна мар, ырӑ ӗҫсенче те тӑрӑшма хатӗррине кӑтартнӑ. Палӑртмалла: кӑҫал акци Росгвардеецсемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ: ӑна Раҫҫей Федерацийӗн наци гвардийӗсем йӗркеленнӗренпе 10 ҫул ҫитнине халалланӑ. Хальхинче росгвардеецсем 27 литра яхӑн юн панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() «Контактри» сӑн Ҫак кунсенче Шупашкар хулинчи Президент амӑшӑх центрӗнче «Амӑшлӑх культури: музыка, сӑпка юрри, тӗрӗ» проектӑн вуннӑмӗш занятийӗ иртнӗ. Тӳрех палӑртса хӑварар: вӑл «Ҫемье» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланать, ача кӗтекен хӗрарӑмсене наци культурипе ҫывӑхрах паллашма май парать. Ку занятире хӗрарӑмсемпе Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институтенче вӑй хуракансем ӗҫленӗ. Пулас амӑшӗсем Анна Савадерова профессорпа пӗрле тӗнче классикин шедервӗсене итленӗ, вӗсене тишкернӗ, ҫавӑн пекех сӑпка юррисене вӗреннӗ. Халӑх ал ӗҫӗсен ӑсти Раиса Васильева вара чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме пулӑшнӑ. Вӑл ачасем валли сыхчӑ мӗнле тумаллине те каласа кӑтартнӑ. Сӑмах май, ку проект Чӑваш Республикинчи Хӗрарӑмсен пӗрлӗхен пуҫарӑвӗпе пурнӑҫланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]() «Контактри» сӑн Чӑваш Республикинчи гимнастка Алена Александрова Пӗтӗм Раҫҫейри «Илем мозаики» ӑмӑртусене хутшӑннӑ. Лайӑх хыпар: пирӗн ентеш унта пӗрремӗш вырӑн йышӑнса пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ. Ӑмӑртусем Чулухала облаҫӗнче Кстово хулинче иртнӗ. Алена Александрова Евгения Левановӑн гимнастика центрӗнче Ольга Семенова тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл нумай енлӗ кӗрешӳре харпӑр программӑпа малти вырӑна тухнӑ. Ку унӑн карьеринче – пысӑк дебют. Алена Александрова – спорт мастерӗн кандидачӗ, хальхи вӑхӑтра спортсменка Чӑваш Республикинчеиртекен чемпионата хатӗрленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
