Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР культура министрӗ Светлана Каликова паян ӗҫрен кайнӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Хушу паян, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, вӑя кӗнӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Светлана Каликова хӑйӗн ирӗкӗпе должноҫрен кайнӑ.

Палӑртса хӑварар: Светлана Каликова – 55 ҫулта. Вӑл Михаил Игнатьев Элтепер пулнӑ чухне те политикӑра ӗҫленӗ. Вӑл Элтепер администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ, ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ, Элтепер пресс-секретарӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ пулнӑ.

Патшалӑх службинче Светлана Каликова – 2008 ҫултанпа. Хӑйӗн карьерине вара вырӑс чӗлхипе литература учителӗнчен пуҫланӑ.

 

Сывлӑх
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкарта Сывӑ вӑрӑм ӗмӗр центрӗ уҫӑлнӑ. Вӑл хулари клиника больницин 2-мӗш поликлиникинче (Ленин проспектӗнчи 12-мӗш ҫурт) вырнаҫнӑ.

Хастар вӑрӑм ӗмӗр пирки унччен те калаҫнӑ-ха. Халӗ вара Сывӑ вӑрӑм ӗмӗр медицини пирки сӑмах пырать. Ун пекки пирӗн республикӑра унччен пулман. Хут ҫинче ҫырнине ӗненсен тата сӑмахпа калани ӗҫпе ҫирӗпленсе пырсан, асӑннӑ центр чире маларах палӑртса унпа кӗрешме вӗрентмелле.

Вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулни пӗрре-ха, анчах ватлӑхра та утса-чупса ҫӳрени вӑл — тепӗр япала. Шӑпах ҫавӑн пирки сӑмах пырать. Сывлӑхӑмӑр ҫирӗп пуласси тӗрлӗ япаларан килет: мӗнле апат ҫинипе тӗрлӗ хускану тунинчен пуҫласа мӗнпе кӑсӑкланни таранах. Ҫав шутра хамӑра савӑнтарма сӑлтав тупса пани те пӗлтерӗшлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-208457762_12396
 

Ҫутҫанталӑк
photocentra.ru сайтри сӑн
photocentra.ru сайтри сӑн

Ҫитес эрнере 20 градус таран ӑшӑтассине пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» сайт.

Ыран, шӑматкун, республикӑра хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ, анчаз 12-17 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун та термометр ҫавӑн чухлӗ градус кӑтартӗ, анчах ҫак кун ҫумӑр ҫумӗ, ҫил те лӑпланӗ.

Тунтикунпа ытларикун вара тата аван ҫанталӑк пулӗ: 15-20 градус таран ӑшӑтӗ. Юнкун ҫумӑр ҫӑвӗ, ун хыҫҫӑн Чӑваш Республикине сивӗрех сывлӑш килӗ: кӑнтӑрласерен – 10-15, ҫӗрлесерен 3-8 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫапах та юпа уйӑхӗнчи климат норминчен 5 градус ытларах.

Хальлӗхе хӗл ҫывхарасси палли ҫук. Сайт малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫҫӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче антициклон килӗ, ҫанталӑк уяртӗ.

 

Спорт
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Индире кире пуканӗ йӑтассипе иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче Чӑваш Республикинчи спортсменсем питӗ лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ.

Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн студенчӗ Анатолий Узюкин 68 килограмм тайманнисен хушшинче кӗрешсе тӗнче чемпионӗ пулса тӑнӑ. Унччен вӑл, 2021 ҫулта, юниорсен хушшинче ӑмӑртса ылтӑн медаль илнӗ. Хальхи ылтӑн медаль – аслисемпе тупӑшса илнӗ чи пӗрремӗш медаль.

Тепӗр спортсмен та, Алексей Иванов, пирӗн республика пухмачне ылтӑн медальпе пуянлатнӑ. Вӑл 78 килограмм тайманнисен йышӗнче кӗрешнӗ. Палӑртса хӑварар: Алексей Иванов та, Анатолий Узюкин та Борис Глинкин тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ.

Ентешӗмӗрсене ҫӗнтерӳпе саламлатпӑр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31749
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Патӑрьел пульницинче Ача кӗтекен хӗрарӑмсен кунне паллӑ тунӑ. Ҫак тӗлпулӑва 19 пулас амӑшӗ хутшӑннӑ.

Унта хутшӑнакансене ҫемьери атмосферӑна мӗнле йӗркелемелли, мӗнле пулӑшу мелӗсем пурри тата ача ҫураличчен мӗнле хатӗрленмелли ҫинчен каласа панӑ.

Пулас ашшӗ-амӑшӗ икӗ ҫул тултарман ача валли кравать, кӳме, тараса, автомобиль кресли тата ытти пӗрремӗш кирлӗ япаласене вӑхӑтлӑха усӑ курма ахалех парасси ҫинчен пӗлнӗ. Ку ҫемье бюджетне перекетлеме май парать.

Ачасене кӗске вӑхӑтлӑ пӑхма та хӑварма пулать. Ку службӑра профессионал социаллӑ ӗҫченсем вӑй хураҫҫӗ. Ҫак вӑхӑта амӑшӗ тухтӑр патне кайма, кӑткӑс ыйтусене татса пама е кӑштах канса вӑй пухма пултарать.

Пулас амӑшӗсене пулӑшни — медицина пулӑшӑвӗ ҫеҫ мар, ҫемьене шанчӑклӑ туйма май паракан социаллӑ пулӑшу та.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163599942_20032
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче Чӑваш халӑх поэчӗн Раиса Сарпин 75 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Уяв каҫне «Сарпи тусӗсене пухать» тесе ят панӑ. Ҫапла ят пани тӳрре тухнӑ та.

Юбиляра саламлама Чӑваш Енрен, Мари Элтен, Пушкӑртстанран, Дагестанран, Тутарстанран, Мӑкшӑ Республикинчен, Комирен, Мускавран тата Санкт-Петербургран хӑнасем килнӗ.

Каҫа Августа Уляндина ертсе пынӑ, уява «Ярды» ансамбль Раиса Сарпи сӑввисем тӑрӑх ҫырнӑ юрӑсемпе уҫнӑ. Ун хыҫҫӑн республикӑри чи лайӑх коллективсем сцена ҫине тухнӑ, шкул ачисем вара унӑн ача-пӑча пирки ҫырнӑ сӑввисене вуланӑ.

Каҫа оперӑпа эстрада ӳнерӗн ӑстисем те хутшӑннӑ, уяв пысӑк концертпа вӗҫленнӗ.

Палӑртса хӑварар: Раиса Сарпи (Бородкина) 1951 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31746
 

Персона
max.ru/channel_chuvashia_21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
max.ru/channel_chuvashia_21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри чи пуян депутатӑн уйӑхри вӑтам тупӑшӗ 18,9 миллион тенкӗпе танлашать иккен. Кун пирки МАХри «Первый чувашский» каналта пӗлтернӗ.

Унта хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри чи пуян депутат республикӑри вӑтам ҫынран 252 хут ытларах ӗҫлесе илет.

Кунта сӑмах Николай Малов пирки пырать. Вӑл — «Ядринмолоко» тулли мар яваплӑ обществӑн генеральнӑй директорӗ. Унӑн уйӑхри тупӑшӗ 18,9 миллион тенкӗ иккен. Сӑмах май каласан, Чӑваш Енри уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи, Росстата ӗненсен, 75 пине яхӑн тенкӗ.

Вӑтам ӗҫ укҫи тенӗрен, унта пурин шалӑвӗ те кӗрет: урам шӑлакансемпе урай ҫӑвакансен те, завод-фабрикӑсен директорӗсен те. Пӗчӗкрех укҫаллисен: «Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет», — тесе хӑйсене лӑплантарасси ҫеҫ юлать пулӗ.

 

Чӑвашлӑх

Чӑвашсем пӗтӗм тӗнчери флешмоба хутшӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: Born From Culture вырӑсла куҫарсан «Рождённый культурой» (чӑв. Культура ҫуратни) флешмоб – тӗнче тетелӗнчи вирус тренд. Унта хутшӑнакан тӗнчери халӑхсем хӑйсен наци тумне, ташшине, спорт енӗсене кӑтартакан видеороликсем кӑтартаҫҫӗ.

Роликра — «Уяв», «Илемпи», «Сувар» ансамбльсем, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн ача-пӑча студийӗ, «Горница» фолк-шоу тата Августа Уляндина, Виталий Адюков, «Глянец» ушкӑн, Элтияр Александров, Эллада Данилова тата Анна Черкесова. Вӗсене тумлантараканӗ – Эрпике Хотиновская.

МАХри «Первый чувашский» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ку клипа ӳкерме 400 пин тенкӗ ларнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
max.ru/channel_chuvashia_21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
max.ru/channel_chuvashia_21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Кун пекки хальлӗхе пулманччӗ-ха, анчах хальхинче тӑшман Яндексӑн дата-центрне тапӑннӑ. Кун пирки «Яндекс» компани хыпарланӑ.

Тӑшман Рязань ҫывӑхӗнчи объекта кӗҫӗр ҫӗрле тапӑннӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн «Yandex Cloud» инфраструктурин пӗр пайӗ, ҫав шутра даннӑйсен бази, пӗлӗт управҫисем, искусство интеллекчӗн тата мониторинг системин сервисӗсем ӗҫлеме пӑрахнӑ.

Карттӑ тӑрӑх пӑхсан, Чӑваш Ене ку пӑтӑрмах пырса тивмен.

Яндекс хыпарланӑ тӑрӑх, Рязань патӗнчи объект пуҫӗпех ӗҫлеме пӑрахнӑ.

Пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем маркетплейссене маларах темиҫе хутчен те тапӑннӑччӗ-ха. «Озон» та, «Валдберриз» та пӗрре ҫеҫ мар шар курнӑччӗ. Складсене сирпӗтнӗрен тавар хуҫисем те шар кураҫҫӗ. Халӗ, ав, Яндексӑн дата-центрне тапӑннӑ.

 

Вӗренӳ
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкар хулинче Н.В.Никольский ячӗллӗ Чӑваш педагогика колледжӗн студентки Карина Николаева «Ҫамрӑксен ПФОри медиа» (выр. «Молодёжные медиа ПФО») конкурсра 200 пин тенкӗлӗх грант ҫӗнсе илнӗ.

Финалта пирӗн ентеш Атӑлҫи халӑхӗсен культурин темине уҫса панӑ: конкурс хутшӑнаканӗсемпе калаҫнӑ тата наставниксем ертсе пынипе видеоролик хатӗрленӗ. Жюри унӑн ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ, Каринӑна пӗтӗм округри чи лайӑх 14 автор шутне кӗртнӗ.

Палӑртса хӑварар: проектсене Самар облаҫӗнче хӳтӗленӗ. Унта 122 хастар ҫамрӑк хутшӑннӑ. РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчин ҫумӗ Олег Машковцев ҫакӑн пек пулӑмсем ҫамрӑксемне професси тӗлӗшӗнчен ӳсме май туса панине палӑртнӑ.

Ентешӗмӗре пысӑк ҫитӗнӳпе саламлатпӑр!

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 4275
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Малашлӑхра тупӑш паракан проектсене пуҫӑнма лайӑх вӑхӑт. Эрне варринелле вӑй-хал, хастарлӑх чакма пултарӗ, ҫавӑнпа вӑя тӗрӗс пайласа усӑ курма пӗлӗр.

Юпа, 14

1933
93
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫуралнӑ.
1971
55
Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...