Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
Ҫул-йӗрпе патруль службин архивӗнчи сӑн
Ҫул-йӗрпе патруль службин архивӗнчи сӑн

Эрнекун, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, каҫхине Канаш хулинче ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем «Лада Калина» машинӑна чарнӑ. Салонра 8-мӗш класра вӗренекен 7 ача пулнӑ, водителӗ те – ҫав шутрах.

Полицейскисем каланӑ тӑрӑх, вӗсем водитель ытла ҫамрӑк курӑннӑран машинӑна чарнӑ. Йӑнӑшман вӗсем: руль умӗнче 13 ҫулти арҫын ача ларнӑ. Ҫӳллӗрех курӑнас тесе вӑл ача-пӑча кресли ҫине вырнаҫнӑ.

Малта унӑн тантӑшӗ ларнӑ, хыҫалта вара водительпе пӗр класра вӗренекен 5 хӗр вырнаҫнӑ. Вӗсем хулари парка ярӑнма кайма тухнӑ-мӗн. Ҫамрӑк водитель каникулта ҫапла майпа пӗр класра вӗренекен хӗрсене тӗлӗнтерме шухӑшланӑ иккен.

Машина хуҫин 30 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Ҫамрӑк водителе вара явап тыттараймӑн – вӑл 13-ре кӑна, административлӑ майпа 16 ҫултан кӑна явап тыттараҫҫӗ.

 

Чӑвашлӑх
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Тӗлӗнмелле хитре мӑшӑр вӗсем — Улатӑр районӗнче пурӑнакан Храмовсем.

Александр Валерьевичпа Галина Григорьевна хӑйсен халӑхӗн, чӑвашсен, йӑли-йӗркине питӗ хисеплеҫҫӗ. Вӗсен хӑйсен ҫемйинчи йӑласене те тытса пыраҫҫӗ вӗсем. Храмовсем кирек мӗнле уяв пулсан хӑнана чӑваш тумне тӑхӑнса каяҫҫӗ.

Храмовсен – виҫӗ ывӑл: Валерий, Сергей тата Даниил. Ҫак ҫемье ытти национальноҫсен йӑли-йӗркине те ҫав тери хисепленине палӑртать. Акӑ Сергейӑн мӑшӑрӗн йӑхӗнче белорус тата тутар тымарӗсем пур. Вӑл упӑшкин ашшӗ-амӑшӗн тӑванӗсемпе те наци уявӗсенче савӑнма пӗлет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163599942_20270
 

Раҫҫейре

Ҫитес эрнере пилӗк кун ӗҫлекенсемшӗн хушма канмалли кун пулӗ. Ку чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тунипе ҫыхӑннӑ.

Кӑҫал Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ юнкуна лекет. Ҫавна май эрнере пилӗк кун ӗҫлекенсем ҫав кун канӗҫ. Уяв умӗнхи ӗҫ кунӗ, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗ, пӗр сехет кӗскерех пулӗ.

Сӑмах май, уявпа ҫыхӑннӑ ҫитес канмалли кун Раҫҫейре пурӑнакансене раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ ҫулта, кӑна кӗтет. Шӑпах ун чухне хӗллехи каникул пуҫланӗ. Вӑл 2027 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Республикине тин кӑна 12 автобус илсе килнӗ. Кун пирки ЧР Транспорт министертви пӗлтерет.

Кӑҫал республика хушма НефАЗ 16 пысӑк автобус туяннӑ. Кун валли 242,95 миллион тенкӗ тӑкакаланӑ.

ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗ вӗҫлениччен республикӑна тепӗр тӑватӑ автобус кӳрсе килӗҫ. Вӗсем те пысӑк класлисем пулӗҫ.

Сӑмах май, унччен республикӑна 27 НефАЗ илсе килнӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ халӗ «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрут ҫинче ӗҫлет.

2027 ҫулта пысӑк класлӑ 30 автобус, вӑтам класлӑ 10 автобус тата пӗчӗк класлӑ 1 автобус илсе килӗҫ. 2028 ҫулта вара Чӑваш транспорт управленийӗ тепӗр пысӑк класлӑ 53 автобуспа пуянланӗ.

 

Культура

Шупашкарти Павел Михайлов Китайра тайцзицюань енӗпе иртнӗ уҫӑ чемпионатра ҫӗнтернӗ.

Турнир Китайри Ханьдан хулинче иртнӗ уйӑхрах иртнӗ иккен, анчах кун пирки МИХсем паян ҫеҫ пӗлтернӗ.

Ӑмӑрту авӑн уйӑхӗн 19-24-мӗшӗсенче пулса иртнӗ. Унта Китайри тата тӗнчери 20 ҫӗршыври спортсмен хутшӑннӑ. Пурӗ 1400 ҫын. Павел Михайлов хутшӑннӑ ушкӑнра 17 спортсмен ӑмӑртнӑ. Чӑваш Енри кунг-фу ӑсти Китайри спортсменсене ҫӗнтернӗ. Унччен чӑваш спортсменӗ 35 хутчен тренировка ирттернӗ. 2018 ҫултанпа вӑл тайцзи енӗпе тӗнчери паллӑ грандмастер Чэн Дун Фэн патӗнче вӗренет. Унччен арҫын тӗнчери ӑмӑртусенче виҫӗ хутчен ҫӗнтернӗ, Раҫҫейре вара кунг-фу енпе виҫӗ хутчен чемпион ятне тивӗҫнӗ.

Шупашкарта арҫын кунг-фу шкулне ертсе пырать. Ачасем ҫапӑҫма вӗренеҫҫӗ, аслисем — сывлӑх гимнастикине.

 

Политика
Андрей Попов архивӗнчи сӑн
Андрей Попов архивӗнчи сӑн

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗнче ӗҫленӗ Андрей Попов паянтан ЧР культура министрӗн ҫумӗнче вӑй хума тытӑнӗ. Хушӑва ЧР правительствин председателӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Андрей Попов Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне 4 ҫул ҫурӑ ертсе пынӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне театр «Атӑл Опера» ята илнӗ. Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вӑл директортан кайнӑ, Пермьри академи Театр-Театрӗнче аталану директорӗнче вӑй хума тытӑннӑ. Вӑл хӑй те – Пермь тӑрӑхӗнчен, карьерине унта пуҫланӑ.

Нумаях пулмасть, юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Андрей Попов халӑх тетелӗнчи страницинче Пермьри театртан каяссине пӗлтернӗ. Чӑваш Ене ӗҫлеме килнӗ вӑл ав.

 

Сывлӑх
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта выртакан тӑванӗсене пӑхакансене ҫак ӗҫе тӗрӗс пурнӑҫлама вӗрентеҫҫӗ.

Вырӑнпа выртакан ҫынна пӑхасси пӗртте ҫӑмӑл мар. Ҫипуҫне ылмаштарса тӑхӑнтартмалла, вырӑн таврашне улӑштарса памалла, кӗлетки шӑтса каясран асӑрхаса тӑмалла. Вырӑн ҫине тӑратса лартнӑ чух пилӗксӗр те тӑрса юлӑн.

Асӑннӑ центрта ӗҫлекенсем пӑхакан ҫыннӑн сывлӑхӗ малти вырӑнта пулмалла тесе калаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен пӑхаканни те хавшасан халсӑр ҫынна кам пӑхӗ?

Социаллӑ центрти Тренировка хваттерӗнче выртакансен тӑванӗсене ҫывӑх ҫыннисене тӗрӗс пӑхма вӗрентеҫҫӗ. Центрта ҫеҫ мар, киле тухса ҫӳресе те.

Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен 50‑00‑94 номерлӗ телефонпа шӑнкӑравламалла.

 

Раҫҫейре
Гича чат сӑнӳкерчӗкӗ
Гича чат сӑнӳкерчӗкӗ

Япала хакланать тенинчен тӗлӗнме пӑрахрӑмӑр пулӗ ӗнте. Халӗ тата ют ҫӗршыври маркетплейссен таварӗ хакланса каяссине пӗлтереҫҫӗ. Ҫакӑ хушма хакран налук тӳлеттерме пуҫланипе ҫыхӑнӗ. Налук виҫи 22 процентпа танлашать.

Саккун проектне РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем пӗрремӗш вулавпа йышӑннӑ та ӗнтӗ.

Налук ют ҫӗршыври лапамсенчи мӗнпур тавара пырса тивет, налук хак ҫумне хушӑнать.

Кун пек саккун йышӑннине тӳре-шарапа депутатсем халӑхшӑн, тӗрӗсрех каласан, хамӑр патри лавккасемшӗн тӑрӑшнипе сӑлтавлаҫҫӗ-мӗн. Раҫҫейри магазинсемпе ют ҫӗршыври маркетплейссене ӗҫлеме пӗр пек услови туса парас теҫҫӗ иккен. Сӑмах май каласан, маркетплейссенче хамӑр ҫӗршыври хӑш-пӗр тавар ют ҫӗршыври ҫавӑн йышши тавартан хаклӑрах тӑнине эсир те сиснӗ-тӗр.

 

Ҫутҫанталӑк
pogoda21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pogoda21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Синоптиксене ӗненсен тепӗр эрнерен пирӗн республикӑра хӗл ларӗ. Ун чухне юр ҫӑвӗ.

Паянхи кун вара чӑннипех илемлӗ те кӗркуннехи пек мар. Кӑҫал юпа уйӑхӗ ахаль те тӗлӗнсе каймалла хитре те типӗ тӑчӗ. Ун пекки 1987 ҫулта пулнӑ иккен. Анчах ун чухне пӗтӗмпе 6 кун уяр пулнӑ, кӑҫалхи юпа уйӑхӗ хӗвеллӗ те уяр кунпа пӗрмаях савӑнтарчӗ. Сывлӑш температури енчен кун пек ӑшӑ юпа уйахӗ 1974 ҫулта пулнӑ иккен.

Ҫитес эрнере атлантика циклонӗн атомосфера фрончӗ улшӑнӗ. Ҫавна май юнкунпа кӗҫнерникун ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрнекун вара йӗпе юр ҫума пуҫлӗ. Шӑматкун вара ҫӗре юр хуплама пултарасси пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Ку вӑл синоптиксене ӗненсен. Тепӗр чухне вӗсем каласа хунӑ пек пулмасть, ҫӑвӑнпа та пурӑнсан курӑпӑр.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Вӑрнар округӗнчи Туҫи Ҫармӑс ялӗнче пурӑнакан Анастасия Якимова 101-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ.

Унӑн ҫамрӑклӑхӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче иртнӗ, ҫапах вӑл йывӑрлӑхра та пурнӑҫпа савӑнма пӗлнӗ. Анастасия Якимовна ялти ытти ҫынпа пӗрле вӑрмана вутӑ хатӗрлеме кайнӑ, Сӑр юханшывӗ ҫывӑхӗнче окоп та чавнӑ.

Йывӑр ӗҫлени унӑн сывлӑхне витӗм кӳнӗ, унӑн куҫӗ япӑх курма пуҫланӑ. Ҫапах ҫакӑ ӑна ӗҫлеме чӑрмантарман.

Анатстасия Якимовнӑна ҫуралнӑ кунпа саламлатпӑр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19935
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 4293
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...