Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура
МАХри «Хыпар - Вести Чувашии» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
МАХри «Хыпар - Вести Чувашии» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Улькка Эльмен ҫыравҫӑ «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗ пулӗ. Кун пирки МАХри «Хыпар - Вести Чувашии» каналта паян пӗлтернӗ.

Ольга Куликова 1961 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Авшак Элмен ялӗнче ҫуралнӑ. Нурӑсри вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентнӗ, Санарпуҫӗнчи вӑтам шкулта директор ҫумӗ пулнӑ, «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатра, район администрацийӗнче, «Капкӑн» журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ. «Вурнарыдорстрой» акционерсен уҫӑ пӗрлешӗвӗн генеральнӑй директорӗ пулнӑ.

«Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?», «Кая юлнӑ ӳкӗнӳ», «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ», «Упраймарӑм сана…», «Сарӑ кӗпе» кӗнекисене нумайӑшӗ вуланӑ-тӑр.

«Ольга Геннадьевнӑн ертӳҫӗ пултарулӑхӗ те питӗ пысӑк. Вӑл паянхи вулакана мӗн кирлине туйнӑран «Тӑван Атӑл» журнала ҫӗнӗ шая ҫӗклесси пирки иккӗленместӗп», — тенӗ «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ - тӗп редакторӗ Дмитрий Моисеев.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти больницӑсенчен пӗринче ӗҫлекен 33 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене ӗненсе 5,7 миллион тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.

Ултав мессенджерсенчен пӗринче ҫуртӑн чатне кӗме ыйтнинчен пуҫланнӑ. Хӗрарӑм ҫав каҫӑпа иртнӗ те патшалах пулӑшӑвӗн порталӗнче хӑйӗн аккаунтне ватни пирки ҫыру илнӗ. Унсӑр пуҫне тата ун патне: «Привет из Киева» (чӑв. Киевран салам), — тесе ҫырса янӑ. Кӑштахран хӗрарӑм телефонӗ ҫине Роскомнадзор ӗҫченӗпе ҫыхӑнма хушса ҫыру килнӗ.

Хӗрарӑм ку ҫырӑва та ӗненнӗ, унта кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ. Кайран Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем текен ҫынсемпе те телефонпа калаҫнӑ.

Пурне те ӗненекен хӗрарӑм хӑй пухса пынӑ 5 миллион тенке тата пӗлӗшӗсенчен парӑмла илнӗ 3,7 миллион тенке ултавҫӑсене куҫарса панӑ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енри ултӑ ҫын уксус ӗҫсе наркӑмӑшланнӑ. Ку вӑл — ҫак уйӑхри статистика. Кун пек статистикӑна Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн больницинче пӗлтернӗ.

Кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче наркӑмӑшланнисен уйрӑмне ултӑ ҫын лекнӗ. Шел пулин те, вӗсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа тухтӑрсенчен 41 ҫын пулӑшу ыйтнӑ.

Шар курнисем — тӗрлӗ ҫулти ҫынсем. Чылай чухне вӗсем уксуса астумасӑр ӗҫнӗ-мӗн. Теприсем вара мухмӑр чӗртес тесе ӗҫнӗ.

Уксус таврашне ача-пӑча тата пуҫ чирӗпе аптӑракансен умне лартса хумалла мар. Ӑна урӑх савӑта ярса лартсан та ҫын астумасӑр пырса ӗҫесрен хӑрамалла.

 

Республикӑра
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн

Шупашкар хулинче юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе 14 ҫулти хӗре Елена Александровна Даниловӑна шыраҫҫӗ. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ кун пирки информацие юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.

Хӗр килтен кайнӑ чухне хура куртка, сӑрӑ тӗслӗ кофта, хура шӑлавар шурӑ кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ, хура сумка илнӗ. Вӑл мӗнлерех курӑнни – сӑнӳкерчӗкре.

Етӗрне округӗнчи Мӑн Явӑш ялӗнче вара 44 ҫулти Алексей Владимирович Агафонова шыраҫҫӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе тӑванӗсене хӑйӗн пирки нимӗн те пӗлтермен. Ҫав кун арҫын мӗн тӑхӑнни паллӑ мар, хӑйӗнпе пӗрле тӗттӗм симӗс тӗслӗ кутамкка пулнӑ. Вӑл 164 сантиметр ҫӳллӗш, хура ҫӳҫлӗ (шурӑ ҫӳҫсем палӑраҫҫӗ), куҫӗ хӑмӑр.

Ҫак ҫынсем пирки мӗн те пулин пӗлекенсене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр) е 89876687081 Искрич (Виктория).

 

Ҫутҫанталӑк
lifeisphoto.ru сайтри сӑн
lifeisphoto.ru сайтри сӑн

«Ҫанталӑк 21» сайт чӳк уйӑхӗн мӗнле пулассине пӗлтернӗ. Кӑҫал «ылтӑн кӗркунне» вӑраха тӑсӑлчӗ, анчах юпа уйӑхӗн вӗҫленнӗ май вӑл та пӗтӗ.

Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк сивӗтӗ. Анчах ку уйӑх климат норминчен 3 градус ӑшӑрах килӗ. Ҫапах ку хальхи пек 8 градус ӑшӑ пулассине пӗлтермест, термометр 0 градус кӑтартӗ.

Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа уйӑх варриччен ҫумӑр ҫӑвӗ. 6 тата 14-мӗшӗсенче пушшех те вӑйланӗ. Сывлӑш температури «минус» пулнӑран юр ӳкме пултарать. Уйӑх вӗҫӗнче юр ҫуса лартас шанчӑк пур. Ун чухне ҫӗрлесерен 20 градус сивӗ те пулма пултарать.

«Ҫанталӑк 21» сайт малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 2020 ҫулхи пек хӗл ирех ларӗ.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Нимӗҫ овчарки Тирада Шупашкар хулинче ҫухалнӑ электроведлосипеда тупма пулӑшнӑ.

Арҫын ача велосипеда Гайдар урамӗнчи ҫӳп-ҫап контейнерӗ патӗнче кӑкармасӑрах хӑварнӑ. Каялла таврӑннӑ та – ҫук. Ӑна тупма кӗҫӗн инспектор-кинолог Тирада ятлӑ йытӑпа килнӗ. Инҫех кайма тивмен – велосипеда кӳршӗ ҫуртри подъездра тупнӑ. Хӗрарӑмӑн ӑна вӑрлас шухӑш пулман. Вӑл ҫӳп-ҫап контейнерӗ патӗнче тӑракан велосипеда тухса пӑрахнӑ тесе шухӑшланӑ та хӑйӗн валли илсе кӗнӗ.

Сӑмах май, Тирада велотехникӑна пӗрре мар тупма пулӑшнӑ. Кӑҫал вӑл курьерӑн велосипедне шыраса тупнӑ. Ӑна ӳсӗр ҫын вӑрланӑ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Республикинче «Чӑваш Ен миссисӗ – 2026» конкурс финалӗ иртнӗ. Мероприяти К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртнӗ.

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, «Чӑваш Ен миссисӗ – 2026» ята Анастасия Павлычева тивӗҫнӗ. «Вице-миссис» титула вара харӑсах икӗ чиперук ҫӗнсе илнӗ: Елена Новик тата Алёна Кутузова.

«Хӗрарӑмӑн илертӳлӗх тапхӑрӗ ӗмӗр тӑсӑлма пултарать. Ҫак конкурс – ҫакна ӗнентерекенни», — тенӗ пӗрремӗш «Вице-миссис» ята тивӗҫнӗ Елена Новик конкурс хыҫҫӑн.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкар хулинче пурӑнакан арҫын тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайчӗ урлӑ телефон туянас тенӗ те ултавҫӑ аллине лекнӗ. 29 пин тенкӗ тӑракан телефон вырӑнне ун патне рис ярса панӑ.

Арҫын полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, сутуҫӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн хайхискер унӑн картти ҫине 29 пин тенкӗ куҫарса панӑ.

Посылка чӑнах та килнӗ. Анчах ӑна уҫсан, ахӑртнех, чутах кайса ӳкмен. Унта рис пулнӑ.

Телефон сутуҫи ҫыхӑнӑва тухма пӑрахман. Хӗр чӑнах та телефон ярса панине ӗнентернӗ, уҫҫи-хуппине тупма пулӑшу службипе ҫыхӑннӑ.

Халӗ полицейскисем тӗрӗс мар тавар ярса панӑшӑн кам яваплӑ пулнине палӑртаҫҫӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

2027 ҫул Ӑслӑлӑхпа технологисен ҫулталӑкӗ пулӗ. Ҫакна ЧР Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Общество канашӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ. Ҫулталӑк темине республикӑра пурӑнакансем «Чувашия Онлайн» порталта ирттернӗ сасӑлавра суйланӑ. Сӑмах май, унта юпа уйӑхӗн 21-26-мӗшӗсенче 5 вариантран пӗрне суйлама май пулнӑ.

Сӗннӗ вариантсен хушшинче Ӑслӑлӑхпа технологисен ҫулталӑкӗ, Цифра пуласлӑхӗн ҫулталӑкӗ, Ҫемье йӑлипе наставничество ҫулталӑкӗ, Амӑшӗпе ача сывлӑхӗн ҫулталӑкӗ, Тараватлӑхпа туризм ҫулталӑкӗ пулнӑ. Пӗрремӗшӗшӗн сасӑлава хутшӑннӑ 3700 ҫынран 1791-шне килӗшнӗ вӑл. Ку – ҫурринчен ытларах.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев тематикӑна ырланӑ, вӑл регион аталанӑвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР культура министрӗн ҫумне Надежда Павловӑна ӗҫрен кӑларни пирки тин кӑна пӗлтертӗмӗр. Вӑл ӑҫта ӗҫлесси паллӑ.

Ӑна паян Элтепер администрацине шалти политикӑпа ӗҫлекен управлени пуҫлӑхне лартнӑ. Унччен ку должноҫе Владимир Степанов йышӑннӑ пулнӑ.

Аса илтерер: Надежда Павлова – 52 ҫулта. Вӑл Тӑвай районӗнчи Мучар ялӗнче ҫуралнӑ. Ку таранччен вӑл ЧР Вӗренӳ министерствинче, Патшалӑх Канашӗн аппаратӗнче ӗҫленӗ. Унтан ЧР Культура министерствине куҫнӑ. Малтан пай пуҫлӑхӗ пулнӑ, кайран ӑна министр ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Хальхи вӑхӑтра ЧР Культура министерствинче министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Татьяна Казакова тата унӑн ҫумӗ Георгий Богуславский тӑрса юлнӑ.

Ҫакна та аса илтерсе хӑварар: министр пулнӑ Светлана Каликова юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Кун хыҫҫӑн министр тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Надежда Павловӑна шаннӑ. Анчах тепӗр 7 кунранах ку должноҫе Татьяна Казаковӑна панӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 4288
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 29

1906
120
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1933
93
Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Андреев Семён Алексеевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...