Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енри предприятисенче демографи стандартне йышӑнаҫҫӗ. Кун пирки ӗнер республикӑн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин алӑ ларӑвӗнче калаҫнӑ.
Ун пек стандарта йышӑнни ҫынна ӗҫпе ҫемьене ҫураҫтарса пыма май парать. Паянхи кун тӗлне 1400-а яхӑн предприятире коллективлӑ килӗшӳсенче ачаллӑ ҫемьесене ҫӑмӑллӑх пама пӑхса хӑварнӑ.
«Ҫемьене тата унӑн интересне хӳтӗлесси республика Правительствин тӗп ҫул-йӗрӗ пулса тӑрать. Демографи лару-тӑрӑвӗ епле пуласси ҫӑмӑллӑхсемпе тӳлевсенчен ҫеҫ килмест, ҫынсен ыранхи куна шанса пӑхмалла», — тенӗ ларура республика Элтеперӗ Олег Николаев.
Пысӑк предприятисем ачаллӑ ҫемьсене тӗрлӗ ҫӑмӑллӑх пама пӑхса хӑвараҫҫӗ, ҫав шутра — ача ҫуралсан, хваттер туянма, санаторипе курортра канма, ӗҫре меллӗ график тата ытти те. Кун пек предприятисен шутӗнче ҫаксене асӑнса хӑвармалла: Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗ, Химпром, Газпром, Чапаев ячӗллӗ проиводство пӗрлешӗвӗ, Шупашкарти агрегат завочӗ.
