Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
ШӖМ архивӗнчи сӑн
ШӖМ архивӗнчи сӑн

ЧР ШӖМӗн кинологи службин центрӗ икӗ нимӗҫ овчарки валли ҫӗнӗ хуҫа шырать. Йытӑ ҫурисем Норд тата Нэнси ятлӑ.

Вӗсем службӑра пулма суйлав витӗр тухман. Анчах вӗсем ҫемйен шанчӑклӑ тусӗсем пулма пултараҫҫӗ. Йытӑ ҫурисен амӑшӗ – нимӗҫ овчарки Тирада. Вӑл кӑҫал пуш уйӑхӗнче 7 ҫура тунӑ. «Декрет отпускӗнчен» тухсан Тирада полицейскисене ҫухалнӑ икӗ велосипеда тупма пулӑшнӑ. Ҫурасен ашшӗ – Бай йытӑ. Халӗ вӑл – ветеран, ШӖМӗн Ҫӗмӗрлери уйрӑмӗнче службӑра тӑнӑ, вӑрӑсене, машина хӑваласа таракансене шыраса тупма пулӑшнӑ.

Норпа Нэнси халӗ – 7 уйӑхра. Вӗсене сирӗн хӑвӑр пата илес килет-и? Ҫак номерпе шӑнкӑравлӑр: 8 (8352) 66-42-12.

Аса илтерер: нумаях пулмасть кинологи центрӗ тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ нимӗҫ овчарки Титан-Кронос валли хуҫа шыранӑ. Ӑна Шупашкар районӗнчи Хыркассинчи нумай ачаллӑ ҫемье илсе кайнӑ.

 

Политика
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама Татьяна Рябининӑна шаннӑ.

Ӗнер Чӑваш халӑх сайтӗнче Софья Савнеш автор ҫав хӗрарӑма Эльепер ӗҫрен кӑларнине пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: вӑл ку должноҫре Рябинина 6 ҫул ҫурӑ вӑй хунӑ. Татьяна Рябинина унччен министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ.

Паян вара республика Элтеперӗ Олег Николаев Рябининӑна министр тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ. Ку йышӑнӑва Чӑваш Республикин Конституцийӗн 72-мӗш статйин 6-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн тунине палӑртса хӑварнӑ. Хушу ӑна алӑ пуснӑ кунран, тепӗр майлӑ каласан, паянтан, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен, вӑя кӗнӗ.

157-мӗш номерлӗ документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сайтри сӑн сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ пулма Василий Петрова ҫирӗплетнӗ. Хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Аса илтерер: Василий Петрова ӗнер спорт министрӗн пуканне пушатнӑ. Ку ӗҫрен вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Ку должноҫре Василий Петров 6 ҫул ҫурӑ ӗҫленӗ.

Василий Петров Ҫӗнҫӗпӗрте 1963 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн машиностроени факультетӗнче вӗреннӗ. 1980 ҫулсен вӗҫӗнче кёкусинкай каратэпе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Спорт министрӗ пулма ӑна 2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче лартнӑ. 2023 ҫулта ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.

Паянтан вӑл тата пысӑкрах вырӑн йышӑннӑ.

 

Политика
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.

Ҫак йӗркесен авторӗ кӑҫал ҫак Ҫырӑва итлемен, анчах пурне те тенӗ пек пӗлсе тӑракан тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫатра хыпарланӑ тӑрӑх, Олег Николаве 2027 ҫулхи республика хысни пирки сӑмах хускатман. Унӑн проектне республика Правительстви хатӗрленӗ иккен-ха. Хыснара рекордла 17 миллиард тенкӗ дефицит пӑхса хӑварнӑ.

Республика Элтеперӗ Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухнӑ чухне ку ыйтӑва та тишкерессе хӑш-пӗр депутат питех те шаннӑ-мӗн, анчах Олег Николаев ун пирки калаҫса тӑман. Сӑмах май каласан, вӑл спорт пирки самай чарӑнса тӑнӑ, республикӑри Хӗрарӑмсен канашӗ (ӑна Элтеперӗн арӑмӗ ертсе пырать) пирки те асӑнса хӑварнӑ.

 

Ҫул-йӗр
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре тата тепӗр автовокзал хупӑннӑ. Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Хӗрлӗ Чутайӗнчи автовокзал ӗҫлеме пӑрахнӑ. Темиҫе ҫул каялла Ҫӗрпӳри, Сӗнтӗрвӑрринчи, Красноармейскинчи, Пӑрачкаври тата Нурӑсри вокзалсем хупӑннӑ.

«Правда ПФО» хаҫатра ҫакӑн сӑлтавӗн хуравне шыранӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, ку темӑна унта И. Степанов уйрӑм усламҫӑ хускатнӑ,

Общество транспорчӗпе ҫула тухакансемшӗн автовокзал касса ҫеҫ мар. Унта ҫынсем расписание пӗлме пултараҫҫӗ, ӑшӑ ҫӗрте автобус кӗтсе лараяҫҫӗ. Ватӑсемпе пӗчӗк ачаллӑ ҫынсемшӗн ҫакӑ уйрӑмкх меллӗ. Анчах автовокзала тытса тӑма укҫа кирлӗ. Ӗҫлекенсене шалу тӳлемелле, ҫурта хутса тата тирпейлесе тӑмалла, ҫутӑ тата аренда укҫи, тӗрлӗ налук тӳлемелле.

Водительсем пассажирсене вокзал айккинче лартсан ҫав укҫа водитель кӗсйине ҫеҫ кӗрсе ӳкет.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Республикинчи блогер Ксения Георгиева Пӗтӗм Раҫҫейри «ТопБЛОГ» проектра ҫӗнтернӗ. Вӑл улттӑмӗш сезонра мала тухнӑ 60 ҫынран пӗри.

Ксения Георгиева — фармаколог, нумай ача амӑшӗ. Вӑл хӑйӗн блогне тытса пырать, унта медицинӑпа ҫыхӑннӑ темӑсене ҫутатать. Ксения ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствипе ҫыхӑнса ӗҫлесе сывлӑх пирки рубрикӑсем хатӗрлет. Унӑн блогне 10 пин ҫын пӑхса тӑрать.

«ТопБЛОГ» проектра пирӗн ентеш «Сывлӑх сыхлавӗ» номинацире ҫӗнтернӗ. Вӑл Раҫҫей Сывлӑх сыхлавӗн министерствипе пӗрле «Мана ача кирлӗ-и?» проектпа ӗҫлесе «Контент министерстви» программӑна хутшӑннӑ.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкар хулинче ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче регионсен хушшинче наркотик сарнӑ курьера тытса чарнӑ.

Патрульпе пост службин ӗҫченӗсем хулари вӑрманта вӑрттӑн вырӑна наркотик пытарнӑ ҫынна асӑрханӑ. Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫитнӗ те наркокурьера тытса чарнӑ. Унӑн иномаркине ухтарсан 240 грамм ытла мефедрон тупнӑ. Тытса чариччен арҫын вунӑ вырӑнта наркотик хума ӗлкӗрнӗ.

Ҫак арҫын – 33 ҫулта, вӑл Удмурт Республикинче пурӑнать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, наркобизнеса вӑл 2026 ҫулхи ҫулла, гараж ҫинче ҫырнине асӑрхасан, кӗрсе кайнӑ. Утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа авӑнччен арҫын наркотике Удмурт Республикинче сарнӑ. Кайран куратор ӑна Атӑлҫи федераци округӗнче те ӗҫлеме сӗннӗ. Шупашкарта наркотик хунӑ хыҫҫӑн унӑн Чӗмпӗре каймалла пулнӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян ЧР спорт министрӗ Василий Петрова ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Вӑл ку должноҫре 6 ҫул ҫурӑ ӗҫленӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ алӑ пуснӑ.

Ҫавӑн пекех спорт министрӗн пӗрремӗш ҫумне те Татьяна Рябининӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Вӑл та ку должноҫре 6 ҫул ҫурӗ вӑй хунӑ.

Василий Петров Новосибирскра 1963 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх унивеситечӗн машиностроени факультетӗнче вӗреннӗ. 1980 ҫулсен вӗҫӗнче кёкусинкай каратэпе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Спорт министрне Василий Петров 2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ларнӑ. 2023 ҫулта ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.

«Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ырантан спорт министрӗн пуканне Татьяна Рябинина йышӑнма пултарӗ. Василий Петров вара вице-премьер креслине йышӑнмалла.

 

Культура
Ехремкасси вулавашӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Ехремкасси вулавашӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Элӗк районӗнчи Ехремкассинчи вулавӑшра «Литературӑллӑ Чӑваш» конкурс иртнӗ май «Утатпӑр Ҫеҫпӗл ҫулӗпе» литературӑпа поэзи каҫӗ йӗркеленӗ.

Тӗлпулӑва Лидия Филиппован «Ҫеҫпӗл йӗрӗпе» кӗнекине халалланӑ. Кӑҫал вӑл «Самая читаемая книга в жанре поэзия» (чӑв. Поэзи жанрӗллӗ чи вуланакан кӗнеке) номинацире хутшӑнать.

Литературӑпа поэзи каҫне пӗр минут шӑп тӑнинчен пуҫланӑ. Вулавӑша пуҫтарӑннисем ҫапла майпа Владимир Терентьев (Тӑвӑл) поэта аса илнӗ.

Мероприятин тӗп хӑни вара Лидия Ивановна хӑй пулнӑ. Вӑл кӗнеке ҫинчен тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне Елена Геращенко композитор хутшӑннӑ. Вӑл кӗнеке хӑтлавӗ валли темиҫе хайлав ҫырнӑ.

Литературӑпа поэзи каҫне пуҫтарӑннисем ку мероприятирен тулли кӑмӑлпа саланнӑ.

 

Ҫурт-йӗр
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑрти суд пӗр арҫынна хваттертен кӑларса яма йышӑннӑ. Суда тавӑҫпа ҫав арҫынпа пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑм тухнӑ.

Хӗрарӑм судра ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ҫав этемпе вӗсем кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче пӗрле пурӑнма пӑрахнӑ. Анчах арҫын хӗрарӑм патӗнчен тухса каясшӑн пулман, япала ватассипе тата ытти шӑмӑрлӑх кӑтартассипе хӑратнӑ.

Хӗрарӑм хваттере 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче туяннӑ. Ҫав ҫулах унта вӑл пӗр арҫынпа пурӑнма тытӑннӑ. Вӗсем иккӗшӗ хут уйӑрттарман.

Суд палӑртнӑ тӑрах. ҫав вӑхӑтра пӗрлехи хуҫалӑх тытнӑ, хайхи этем хӗрарӑмӑн ҫемье членӗ шутланнӑ. Анчах мӑшӑрсем уйрӑлса кайсан вӗсем пӗр ҫемье шутланма пӑрахаҫҫӗ, апла пулсан арҫыннӑн ют хӗрарӑм хваттерӗнче пурӑнма юрамасть. Унӑн хӑйӗн кӗтес ҫуккишӗн хӗрарӑм яваплӑ мар.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 4293
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 07

1914
112
Иван Вашки, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1920
106
Чӑваш облаҫӗн пӗрремӗш канаш съезчӗ пуҫланнӑ.
1929
97
Канашра пӗрремӗш электростанци ӗҫлеме тытӑннӑ.
1930
96
Шупашкарта Н.К. Крупская ячӗллӗ парка уҫнӑ.
1931
95
«Штурм» (халӗ «Ялав» ятлӑ) хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1934
92
Волкова Мария Андреевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1940
86
Эверккел Ваҫҫи, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1956
70
«Сталинец» хаҫата «Октябрь ҫулӗ» (халӗ «Ҫӗрпӳ хыпарҫи») ят панӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...