Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Республикинчи ҫичӗ шкулпа виҫӗ ача пахчи ачасене вырӑсла тата чӑвашла вӗрентме тытӑнӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР вӗрентӳ министрӗ Дмитрий Захаров.
Министерствои хыпарланӑ тӑрӑх, ҫак сӑнав лапамӗсем полилингваллӑ хутлӑха йӗркелемелли проектӗн пӗр пайӗ пулӗҫ. Ҫакна чӑваш чӗлхипе кулленхи пурнӑҫра кӑна мар, вӗренӳре те усӑ курччӑр тесе тӑваҫҫӗ.
Сӑмах май, ҫу уйӑхӗнче Чӑваш Енри делегаци Хусанти «Адымнар» вӗрентӳ комплексӗпе паллашнӑ: унти вӗрентӳ ӗҫне, вӗренӳ материалӗсене, уроксен структурине, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗн хутшӑнӑвне тишкернӗ. Ҫавӑн пекех Пушкӑрт Республикин тата Ҫурҫӗр Осетин вӗрентӳ системисемпе паллашнӑ.
Ҫапла майпа ЧР Вӗрентӳ институчӗ педагогсене курссем хатӗрлеме, чӑвашла математика терминӗсен словарьне тата шкулсем валли методика метериалӗсем тума хушнӑ.
Ҫакна та палӑртса хӑвармалла: ача пахчисенче «Тӑван чӗлхе – анне чӗлхи» проекта пурнӑҫлама палӑртнӑ.
