![]() Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Чӑваш Ен президенчӗ Николай Фёдоров Ӗпхӳре пулчӗ, кунта вӑл, В.Путин чӗннипе, регионсен аталанӑвӗн ӗҫӗ-хӗлне пӑхса тухма пухӑннӑ Правительствӑн комисси ӗҫне хутшӑнма ҫитнӗччӗ. Ҫак кунах Николай Васильевич Пушкӑртстан чӑвашӗсемпе тӗл пулчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен президенчӗ пушкӑртри чӑвашсем халӑх йӑли-йӗркине сухлассипе, аслисене сума сӑвассипе тӗслӗх кӑтартни пирки каларӗ. Ҫавӑн пекех ку тӗлпулура К.В.Иванов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине уявлас ыйту ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ.
|
![]() Кӑрлачӑн 28-29-мӗш кунӗсенче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче кӗскетнӗ прогаммӑпа куҫӑмсӑр вӗренекен студентсем диплом ӗҫӗсене хӳтӗлерӗҫ. Диплом ӗҫӗсене ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ филологсемпе культурологсене ҫак савӑнӑҫлӑ уяв ячӗпе саламлатпӑр, ӑнтӑлу, ҫутӑ малашлӑх сунатпӑр. Яланах хальхи пек маттур пулӑр, тӑван халӑхӑмӑра хӑвӑрӑн пултарулӑхӑрпа савӑнтарӑр!
|
![]() Нарӑсӑн 15-мӗшӗ — пӗтӗм Раҫҫейре йӗлтӗр ҫине тӑмалли кун тесе палӑртнӑ. Паллӑ ӗнтӗ, спортпа туслӑ пулни пире сывлӑхлӑ пулма май парать, кунсӑр пуҫне спорт вӑййисемпе кӑсӑкланакан ҫын тӗрлӗ килпетсӗр йӑласенчен те пӑрӑнать. Паян, Раҫҫейри халӑхӑн сывлӑхне ҫирӗплетесси пӗрремӗш вырӑнта пулнӑ чухне, Чӑваш патшалӑх университетӗнче те спортпа туслисем йышлансах пыраҫҫӗ. Уйрӑмах ЧФКФ-ри чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн кафедри пуҫаруллӑ. Кунта акӑ факультет деканӗ В.Г.Родионов профессор тата воспитани енӗпе ӗҫлекен декан ҫумӗ А.Л.Филиппов доцент ертсе пынипе йӗлтӗр ҫине тӑрса уҫӑлма тухассине йӗркеленӗ. Нарӑсӑн 1-мӗшӗнче кафедра ӗҫченӗсем пуҫласа йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑчӗҫ. Ҫавӑн пекех волейболл выляссипе те маттур факультет ӗҫченӗсем.
|
![]() Шупашкарти «Ҫӗнӗ Вӑхӑт» кӗнеке издательствинче Раҫҫей Ҫыравҫисен тата Раҫҫей Журналистсен союзӗсен членӗн, Чӑваш наци культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, «Канаш» хаҫатӑн тӗп редакторӗн, «Шевле» литература пӗрлешӗвӗн ертӳҫин Николай Николаевич Ларионовӑн «Чун хушнипе пурӑнсан» тӗпчев ӗҫӗ пичетленсе тухрӗ. Кӗнекере пӗрремӗш хут Чӗмпӗрти хальхи чӑваш ҫыравҫисен пултарулӑхне пӗтӗмӗшле тишкерсе ҫырса кӑтартнӑ. Ҫавӑнпа пӗрлех ку тӑрӑхра ҫӗнӗ саманари чӑвашлӑх юхӑмӗ ҫӗкленни, «Канаш» хаҫат уҫӑлни, «Атӑл юрри» журналӑн кун-ҫулӗ, «Шевле» литпӗрлешӳ ӗҫӗ ҫинчен сӑмах хускатнӑ. Кунта авторӑн 1998–2009 ҫулсенче ҫырнӑ критикӑлла статйисем, рецензийӗсем, тишкерӗвӗсем те кӗнӗ. Николай Ларионов хӑйӗн ӗҫне Чӗмпӗрте чӑвашла «Канаш» хаҫат тухма тытӑннӑранпа 20 ҫул ҫитнине халаллать. Кӗнекере ҫак тапхӑрпа ҫыхӑннӑ сӑнӳкерчӗксем чылай. Хӑйне евӗр «Чун хушнипе пурӑнсан» тишкерӳ-энциклопеди чӑваш литературипе кӑсӑкланакансемшӗн, вӗрентекенсемпе вӗренекенсемшӗн, студентсемшӗн, ахаль вулакансемшӗн вышкайсӑр пысӑк пӗлтерӗшлӗ мул пулса шутланать. |
![]() Тӗнчере кашни кун тенӗ пекех пӗр чӗлхе ҫухалать теҫҫӗ. Тин кӑна AFP агентство тепӗр чӗлхе ҫухални пирки пӗлтерчӗ. Ӗнчӗ (Инди) ҫыршывӗ шутне кӗрекен Андаман утравӗнче пурӑнакан бо халӑхӗн юлашки ҫынни, 85-ри Аслӑ Боа (Boa Sr) вилнӗ. Бо йӑхӗ ҫак утравсенче 65 пин ҫул пурӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ытти халӑхсемпе ҫыхӑнмасӑр чылай хушӑ парӑннӑран ӑсчахсем вӗсем хӑйӗн чӗлхине мӗн авалтан упранӑ теҫҫӗ. Аслӑ Боа вилнӗ хыҫҫӑн бо чӗлхипе калаҫаканни урӑх тӗнчере юлман. Аслӑ Боа 2004 ҫулхи цунамине те тӳссе ирттернӗ. Ҫав инкек иртсе кайнӑ хыҫҫӑн чӗлхе тӗпчевҫисене вӑл ҫапла пӗлтернӗ: «Ҫӗр чӗтреннӗ вӑхӑтра эпир пурте унта пулнӑ. Асли пире ҫапла каларӗ: Ҫӗр ик пая пайланӗ, ан чупӑр, ан хускалӑр.» Ӑсчахсем шутланӑ тӑрӑх андамансем кунта Африкӑн хӗвелтухӑҫ ҫыранӗнчен куҫса килнӗ. Бо чӗлхи хӑйӗн тымарӗсемпе палеолит вӑхӑчӗпе, этем ҫӗр ӗҫӗпе аппаланма пуҫланӑ тапхӑнчченхипе, ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Кӑна шута илсен андамандсен чӗлхисем, вӗсен шутне бо чӗлхи те кӗрет, 10 пин ҫулта пулма пултараҫҫӗ. Аслӑ Боа вилнӗ хыҫҫӑн Андаманд утравӗсенче тата 9 йӑх халӑхӗ юлнӑ. Вӗсенчен кашни хӑй чӗлхипе калаҫать. Пӗр йӑхӗ халӗ те ытти халӑхсемпе хутшӑнассинчен пӑрӑнать, вӑл халӑх шутне те пӗлмеҫҫӗ. |
![]() Паян, нарӑсӑн 4-мӗшӗнче, республикӑра черетлӗ «Чӗвӗлти чӗкеҫ» ӑмӑрту-вӑйӑ иртрӗ. Кӑҫал ачасем хӑйсен ӑс ҫивӗчлӗхне 7-мӗш хут кӑтартӗҫ ӗнтӗ. Конкурса йӗркелекенсем: Чӑваш Республикин вӗрентӳ Министерстви, «Хӗрарӑмсем наукӑра тата вӗрентӳре» регионсем хушшинчи обществӑллӑ организацийӗн чӑваш уйрӑмӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ. Конкурсӑн тӗллевӗ: ачасене чӑваш чӗлхине юратса вӗренме хӑнӑхтарасси, вӗсен пуплев культурипе пултарулӑх енне туртӑнассине ӳстересси. Шкул ачасен пурӗ 30 задани пурнӑҫлама тивӗ — вӗсенче кашни чӑваш чӗлхипе тата лингвистикӑпа пухнӑ пӗлӗве кӑтартмалла пулӗ. Ыйтусен ытларахӑш пайӗ питӗ ҫӑмӑл, вӗсен хуравне пур шкул ачи те пӗлме тивӗҫ. Пур ыйтӑвӑн хуравне тупма 1 сехет те 15 минут параҫҫӗ. Вӑйӑ пӗтӗмлетӗвне классем тӑрӑх пӑхса тухӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене йӑлана кӗнӗ йӗркепе Чӑваш чӗлхи кунӗнче чыслӗҫ. Пӗлме. 2009 ҫулта вӑйӑна пӗтӗмпе 21 964 шкул ачи хутшӑннӑ: Чӑваш Республикинчен — 20 776, Тутарстанран — 593, Пушкӑртран — 562 вӗренекен, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчен — 16 вӗренекен, Самара тӑрӑхӗнчен — 15 вӗренекен хӑй пултарулӑхне кӑтартса панӑ. |
![]() Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри йӗркеленипе «10-11 классен чӑваш литератури учебникӗсемпе хрестоматийӗсем» темӑпа ҫавра сӗтел иртрӗ. Ҫавра сӗтел тӗллевӗ — авторсене учебникпа хрестоматисен ҫӗнӗ кӑларӑмӗ валли сӗнӳ парасси. Калаҫӑва кашни районтанах килнӗ вӗрентекенсем хутшӑнчӗҫ. Канашлӑва Чӑваш Республикинчи тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен ассоциацийӗн ертӳҫи Г.Л.Никифоров уҫрӗ. Чи малтанах 10-мӗш класӑн вӗренӳ кӗнекин авторӗ В.Г.Родионов профессор тата 11-мӗш класс вӗренӳ кӗнекин авторӗ Г.И.Федоров профессор сӑмах илчӗҫ, ҫӗнӗ кӗнекесен тытӑмӗ ҫинчен каласа пачӗҫ. Чӑваш Республикин Вӗрентӳ министерствин тӗп специалисчӗ И.В.Ядранская, Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин пуҫлӑхӗ Ю.М.Виноградов, Чӑваш наци лицейӗн вӗрентекенӗ Г.Л.Никифоров, Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш шкулӗн вӗрентекенӗ Е. |
![]() Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче Раҫҫейӗпех иртекен Вӗрентекен ҫулне чаплӑ-лару тӑрура уҫрӗҫ. Малтанах Трак тӑрӑхӗнчи мӗн пур шкулта вӗрентекенсем «Трак чӑвашла-нимӗҫле гимнази», «Красноармейски иккӗмӗш шкулӗ» тата «Упи шкулӗ» муниципаллӑ вӗрентӳ учрежденийӗсене пухӑнса уҫӑ уроксем, класс сехечӗсем, класс тулашӗнчи мероприятисем тата мастер-классем итлерӗҫ, ҫавра сӗтел хушшинчи калаҫусемпе тренингсене хутшӑнчӗҫ. Кӑнтӑрла иртсен район администрацийӗн пысӑк залӗнче Вӗрентекенсен балӗ пуҫланчӗ. Ӑна салам сӑмахӗ каласа район администрацийӗн пуҫлӑхӗ С.А.Николаев уҫрӗ. «Профессия учителя — самая благородная. Ведь именно им, педагогам, человечество доверяет свое будущее детей. И пусть у каждого учителя свой облик, свои секреты мастерства, единой остается любовь к ребенку, который за школьные годы, взращенный вашим терпением и мудростью, выходит в большую жизнь Человеком. Большое спасибо вам за самоотверженную работу на благо родной Траковской Земли и Чувашской Республики. Желаю всему педагогическому коллективу района крепкого здоровья, оптимизма, исполнения всех ваших желаний», — терӗ Станислав Андреевич. |
![]() Нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти 27-мӗш шкулта чӑваш чӗлхине вырӑс класӗнче вӗрентекенсен республикӑри семинарӗн 2-мӗш тапхӑрӗ иртрӗ. Унӑн пӗтӗмӗшле теми: "Тӑван чӗлхене вӗрентессипе тата сарассипе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ меслетсем". Иккӗмӗш лару "Шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫри электронлӑ хатӗрсем" темӑпа иртрӗ. Семинара йӗркелекенсем — хулари 27-мӗш шкулпа «Язык успеха» ют ҫӗр-шыв чӗлхисен шкулӗ. Семинара Красноармейски районӗнчи вӗрентекенсен пӗр ушканӗ те хутшӑнчӗ. Вӗсем — салари 2-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем З.П.Михайловӑпа В.М.Михайлов, Трак чӑвашла-нимӗҫле гимнази вӗрентекенӗ И.Н.Антонова тата Пикшик шкулӗн вӗрентекенӗ Л.А.Тихонова.
Семинара хутшӑннисем асӑннӑ шкулӑн 2, 3 тата 5-мӗш класӗсенчи чӑваш чӗлхи урокӗсенче электронлӑ ӳкерчӗклӗ словарьпе, телекоммуникаци технологийӗсемпе, информаципе коммуникаци ресурсӗсемпе тата Чӑвашла интернетпа усӑ курас ыйтусемпе ҫыхӑннӑ уҫӑ уроксем итлерӗҫ. Уроксене Сармосова Г.Л. — пӗрремӗш категориллӗ учитель, Кузьмина О.И. — иккӗмӗш категориллӗ учитель, Еслюкова Е. |
![]() Google пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗнче тетелӗнче тӗл пулакан кодировкӑсенче Unicode пайӗ 50% ҫывхарма пуҫланӑ. Unicode — пӗр саспалли е паллӑ валли темиҫе байт усӑ куракан кодировка. Ӑна усӑ курса тӳрех темиҫе алфавитпа ҫырма май пур. Юникода тӗнчери пур ҫыруллӑ алфавит та вырнаҫать. Ҫавӑнпа та ун тӳпи малашне ӳссех пырӗ. Пирӗн сайт та юникода усӑ курать — ҫавӑнпа та унта чӑвашла та, вырӑсла та, кирлӗ пулсан ытти чӗлхесемпе те материал вырнаҫтарма май пур.
Каласа хӑвармалла — Юникодпа ҫырнӑ документсен йышӗ ыттисенчен 2008 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче иртсе кайнӑ. Ун чухне тӗнче тетелӗнче ӑна 25% документра усӑ курнӑ. Вӑл вӑхӑтра ASCII кодировка та ҫав шайрах пулнӑ (2001 ҫулта вӑл кодировкӑпа ҫырнӑ документсен йышӗ 55% ҫитнӗ). Хальхи вӑхӑтра вара ASCII-пе ҫырнӑ документсем 20% йышӑнаҫҫӗ. Раҫҫейре кӑмӑллакан cp-1251 кодировкӑн хисепӗ вара 10% та ҫитмест. Сӑн ҫинче: тӗрлӗ кодировкӑн тӳписем
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |