Нумай пулмасть «Хусан чӑвашӗсем» ушкӑнӑн ертӳҫи Алексей Наумов Тутарстанра гитарӑпа каласа чӑвашла юрлакан ҫамрӑксен тӗлпулӑвне йӗркелеме шут тытнине пӗлтерчӗ. Бардсен тӗлпулӑвне утӑн 11-12 мӗшӗсенче Пӳлерти Валем хуҫа ҫӑлкуҫӗ патӗнче ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Унта палаткӑра ҫӗр каҫма, кӑвайт ҫинче хӑйшӗн апат ӑшӑтма тата гитарӑпа каласа юрлама вӗренес текен пур ҫамрӑка та йыхравлаҫҫӗ. Тӗлпулура пӗрлехи концерт, вырӑнти историпе палашни, гитаристсен мастер-класӗсем, чӑвашла ятсем илес ритуал кӗреҫҫӗ. Гитаристсем авалхи Сӑвар хули пулнӑ вырӑна та ҫитсе курма палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра тӗлпулӑва Шупашкар, Ӗпхӳ ҫамрӑкӗсем хутшӑнма кӑмӑл туни паллӑ. Ҫак мероприяти ТР ЧНКА ҫумӗнчи Ҫамрӑксен канашӗ, «Пума» ҫулҫӳрев агенстви, «Асамат» студи пулӑшнипе иртет. Информаци тӗлӗшӗнчен «Чуваш.Орг» интернет-пӗрлешӳ тата «Сувар» хаҫат пулӑшу кӳреҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефонсем: 89274038854, 89179076881. |
![]() Паян тӗнче тетелӗнче Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн сайчӗ ӗҫлеме пуҫларӗ.
Сайта икӗ чӗлхепе хатерленӗ — чӑвашла тата вырӑсла. Эсир кунта Комисси мӗн ӗҫӗпе ӗҫлени ҫинчен, вӑл хатӗрленӗ проектсемпе тата алӑ пусса ҫирӗплетнӗ ытти документсемпе паллашма пултаратӑр. Ҫак сайта уҫнӑ тӗле хатӗрленӗ сарӑма (раскладкӑна) та тупма пултаратӑр — унпа усӑ курса чылай программӑра чӑвашла пичетлеме май пур. Ыйтусем ҫуралсан — ятарлӑ формӑпа усӑ курса вӗсене комисси пайташӗсене пама пулать.
Сайт пурри Комисси пайташӗсене (вӗсен йышне сайтра тупайратӑр) лайӑхрах ӗҫлеме май парасса шанса тӑратпӑр! |
![]() Паян, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, Чӑваш Республикинче уяв — Республика кунӗ. Ӑна 1995 ҫулта, Чӑваш Республикине туса хунӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ ятпа йӗркеленӗ. 2000 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вара Н.В. Фёдоров ку уява патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ.
Кашни ҫул ҫак кун Чӑваш Ене Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗсенчен, Раҫҫей тулашӗнчен нумай хӑна килет. Республика кунӗнче тӗрлӗ тӗслӗ мероприятисем иртеҫҫӗ — культура, экономика, спорт, савӑнӑҫ вӗсенче палӑрать. Руспублика кунне халалланӑ чи пысӑк мероприятийӗсем шутне «Раҫҫей ҫалкуҫӗ» (малтан «Атӑлҫи ҫалкуҫӗ» ятлӑ пулнӑ) фестиваль, «Регионсем — чикӗсене пӑхӑнмасӑр килӗштерсе ӗҫлесси» регионсен хушшинчи курав кӗреҫҫӗ. Ҫавӑн пекех 23 сехетре фейерверк иртереҫҫӗ. Кашни ҫул Республика кунне тӗрлӗ районсенче палӑртаҫҫӗ — кӑҫал ҫак тивӗҫ Шупашкар хулипе Вӑрмар районне лекнӗ. Вӑрмар районне илес пулсан кунта паян ҫакӑн пек мероприятисем иртӗҫ: * «Тӗрлӗ тӗслӗ палитра» (Раҫҫей Федерацийӗн халӑх художникӗн Ревель Федоровӑн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин Николай Садюковӑн картинисен куравӗ) * Энӗшпуҫӗнче пӗтӗмӗшле практика (ҫемье) врачӗн уйрӑмне уҫни * велоспорт-маунтинбайк енӗпе ирттерекен Раҫҫей Кубокӗн тапхӑрӗ, Чӑваш Ен Кубокӗн II тапхӑрӗ, Вӑрмар районӗн уҫӑ чемпионачӗ тата ӑмӑртӑвӗ (Ара юханшыв хӗрри) * «Ырӑ кун, тӑван ен» (Вӑрмар районӗнчи пултарулӑх коллективӗсен уяв концерчӗ). |
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн кафедринче куҫӑн уйрӑмра 5 курсра, куҫӑн мар уйрӑмра 6 курсра вӗренекенсен диплом ӗҫӗсен ум хӳтӗлевӗ пулчӗ. Кӑҫал кафедрӑра пурӗ 25 студент тӗрлӗ специальностьпе диплом ӗҫӗ ҫырчӗ. Вӗсенчен 17 студент куҫӑм уйрӑмра вӗренет, 8 студент куҫӑн мар уйрӑмра. Чекушкина Е.П. доцент патӗнче хӑйсен пултарулӑх ӗҫӗпе хӳтӗленекен тата журналистикӑпа специализацине ҫӳренӗ студентсем диплом ӗҫӗ ҫырчӗҫ. Пурӗ - 6 ҫын. Ермакова Г.А. профессор патӗнче «Литература пӗлӗвӗ» специализацине ҫӳрекен 2 студент хӳтӗленеҫҫӗ. Федоров Ф.Ф. ассистент патӗнече «Музейпа архив ӗҫӗ» специализацине ҫӳренӗ 6 студент хӳтӗленет. Ильина Г.Г. доцент 2 студента халӑх сӑмахлӑхне пуҫтаракан тӗпчевҫӗсен пултарулӑхӗ тарӑх диплом ӗҫӗ ҫыртарчӗ. Куҫӑн мар уйрӑмра вӗренекен студентсем хӑйсен диплом ӗҫӗсене Абрамов В.А., Ильина Г.Г., Чекушкина Е.П., Владимимрова О.Г., Софронова И.В. доцентсем ертсе пынипе ҫырнӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, вӗренсе тухакан студентсен диплом ӗҫӗсем аванах пулса тухнӑ. Рецензи ҫыртарман, текста тата литература списокне нормӑпа килӗшӳллӗн йӗркеленмен студентсене ҫирӗп асӑрхаттару турӗҫ, хӳтӗлев валли йӗркене кӗртсе ҫитерме сӗнчӗҫ. |
![]() "Чӑваш Ен” санаторинче Балтаев Николай Михайлович 10-мӗш хут ӗнтӗ ирттерет НИМЕ-симпозиум. Ҫак 10 ҫул хушшинче 120 яхӑн юпа-кӳлепе касса хатерленӗ. Унта чӑваш-сӑвар ӳнерҫисен ушкӑнӗ хутшӑнать. Вӗсене уншӑн ТАВ! |
![]() Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче Лапсар ял тӑрӑхӗнче «Акатуй» иртрӗ. Ку тӑрӑха тӑхӑр ял кӗрет — Лапсар, Асакасси, Вӑрманкас, Карачура, Ойкасси, Ҫатракасси, Ҫӗньял, Хӗрлӗ Ҫыр, Чӑркаш. Ҫанталӑкӗ уҫӑрах тӑчӗ пулин те Ҫатракасси ялӗн ҫӳмӗнче вырнаҫ шкул стадионне халӑх самаях пухӑнчӗ. Тен ытларах та пухӑнӗччӗ пулӗ те — хӑш-пӗр ҫынсене ял ӗҫӗ уява ямарӗ пулас: уттине те типӗтмелле, ҫӗрулмине те купаламалла, канмалли кунра ҫурт-йӗре юсас ӗҫсене те туса пымалла.
Уява халӑх пултарулӑх ушкӑнӗсем уҫрӗҫ — Вӑрманкас клубӗнчи «Парне», тата кӑнтӑр поҫёлокӗнчи «Шевле» ушкӑнсем. «Акатуя» ертсе пыраканӗ Варманкасри фольклор ҫурчӗн ертӳҫи Маргарита Анатольевна Владимирова пулчӗ. Уйкассинчи Ильина Нина Ефремовнӑпа Сайкова Лариса, Ҫатра-Лапсар шкулӗнче вӗренекен хӗр пӗрчисем, Ҫеньялти Фёдорова Ксения Анатольевна та хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. |
![]() Красноармейски ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Леонид Антонов сӑвӑҫа пирӗн районта пӗлмен ҫын та ҫук пулӗ. Эпӗ те ун сӑввисене час-часах вуласа тӑратӑп. Ман шутпа, вӗсем чун-чӗрене пырса тивекен, паянхи кун таппипе тан пыракан ҫепӗҫ сӑвӑсем. Поэт 1939 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Красноармейски (Малти Трак) ялӗнче ҫуралнӑ. Эсир сӑвӑ ҫырма хӑҫан пуҫланӑ тесен Леонид Илларионович ҫапла хуравлать: "Ача чухне эпир кашниех сӑвӑҫ. Ҫак ырӑ туйӑма малалла аталантарма пӗлни кирлӗ. 8-9 классенче вӗреннӗ чухне вара сӑвӑсене класра тухса тӑракан стена хаҫатӗнче пичетлеттӗм. (Пӗтрӗ халӗ ҫак ырӑ йӑла!). Сӑвӑ ҫырас ӗҫре мана ырӑ сӗнӳсем парса пулӑшнӑшӑн Ф.Л.Тихоновпа ("Ан хумхан, ҫӑкалӑх" юррӑн авторӗ) тата П.Архипова ырӑпа асӑнас килет. Пичетре кун ҫути курнӑ пӗрремӗш сӑвӑ шутне "Ҫамрӑк коммунист" хаҫатра пичетленнӗ "Малтанхи чечек" сӑвва кӗртетӗп." Кашни ҫыравҫах ыттисенчен мӗнпе те пулин уйрӑлса тӑрать. Леонид Антоновичӑн произведенийӗсенче тӑван уй-хир кӗвви тӗп вырӑн йышӑнса тӑрать. Ку тӗрӗсех ӗнтӗ, мӗншӗн тесен Леонид Илларионовичӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ ял хуҫалӑх ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ. |
«Тӑван ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи Апаш шкулӗнчи 11-мӗш класра веренекен Лилия Арефьева спорт мастерӗн нормативне тултарнӑ. Лилия ҫак ҫитӗнӗве Саранск хулинче ирӗклӗ майпа кӗрешекен 1992-1993 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрсем хушшинче иртнӗ Атӑлҫи федераллӑ округри ҫӳллахи спартакиадӑра тунӑ. Унта вӑл иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. «Лилия ӑмӑртӑва питӗ те каясшӑн марччӗ. Ӑна ӑнланма пулать, мӗншӗн тесен шӑпах ҫак кунсенче шкулта юлашки шӑнкӑрав иртрӗ. Ҫине тӑрсах кайрӑмӑр. Акӑ, халь, пӑх та кур — спорт мастерӗ те пулса тӑтӑмӑр», — тет хӗрӗн тренерӗ В. Смородинов. Чӑваш халӑх сайтчӗ хӗре малашне те ӑмӑртусенче малти вырӑнсене йышӑнасса шанать, ӗҫре те пурнӑҫра та ӑнӑҫу сунать. |
![]() Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Нестер Янкас ячӗллӗ культура, литература тата искусство пӗрлӗхӗн отчетпа суйлав конференцийӗ пулчӗ. Унта пӗрлӗх правленийӗн отчетлӑ тапхӑрта йӗркелесе ирттернӗ ырӑ ӗҫӗсем пирки унӑн председателӗ Г.Л. Ефимов-Тусли каласа пачӗ. Вӗсем вара сахал мар. Акӑ, пӗрлӗх членӗсем ҫине тӑнипе пӗлтӗр Ҫӗньял Упи ял уявне халӑхшӑн асра юлмалла ирттернӗ. Ялсенче тӑтӑшах концертсем кӑтартни те хӑйӗн ҫимӗҫне парать. Ҫакӑнта “Трак ен” халӑх фольклор ушкӑнӗ те (ӑна йӗркеленӗренпе 16 ҫул ҫитет) сумлӑ тӳпе хывать. Н.М. Никоноров ертсе пынипе пирӗн артистсем хамӑр тӑрӑхсене ҫеҫ мар, кӳршӗллӗ районсенче пурӑнакансене те пӗрре ҫеҫ мар хӑйсен юрӑ-ташӑри пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ, ҫулталӑк хушшинче 30 ытла концерт кӑтартнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтрах тӗлпулусем Пӗчӗк Супарпа Яманакра тата Красноармейскинчи 2-мӗш вӑтам шкулта иртмелле. Унсӑр пуҫне “Заволжски” клубра, Шывпуҫӗнчи, Чатукассинчи тата Упири кану центрӗнче вӑй хуракансен ӗҫӗ те курӑмлӑ. |
![]() Ырӑ йӑла-йӗрке пур Красноармейски районӗнчи Упи тӑрӑхӗнче. Кунта паллӑ ҫынсене сума сӑваҫҫӗ, вӗсен ҫуралнӑ кунӗсене ял-йышпа пӗрле пухӑнса паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫапла вара ҫак кун пуриншӗн те чӑн уяв пулнипе асра юлчӗ. Акӑ, 89 киллӗ, 235 ҫын пурӑнакан Пайсупин ялӗшӗн те ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗ — шӑматкун — чӑннипех те историне кӗрсе юлчӗ. Мӗнпе ҫыхӑннӑ-ха вӑл? 1909 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче кунта ҫӗр-шывӑн ракета хӳтӗлевне тата тӗнче уҫлӑхне тӗпчес ӗҫсене пӗтӗм кун-ҫулне панӑ Иван Ефимович Шашков ҫуралнӑ. Вӑл — ӑсчах-инженер, РФ наукипе техникин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, профессор, доктор, полковник-конструктор. Пирӗн паллӑ ентешӗмӗр Пайсупинра (Мамҫа) йышлӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ. Виҫӗ ывӑл та тӑватӑ хӗр пулнӑ ҫемьере. Ку тӑрӑхра Шашковсем 1928 ҫулччен пурӑннӑ. Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, шӑмат кун, ялти кану ҫурчӗ умӗнчи лапамра И. Е. Шашков ҫуралнӑранпа 100 ҫул тултарнине чыслӑн паллӑ турӗҫ пайсупинсем. Уяв вун пӗр сехетре пуҫланчӗ. Ӑна, кӗске сӑмах каласа, Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владислав Яковлевич Григорьев уҫрӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |