Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пӗлӳ

Чӑваш чӗлхи
«Хавал» пуҫару ушкӑнӗн сӑнӳкерчӗкӗ
«Хавал» пуҫару ушкӑнӗн сӑнӳкерчӗкӗ

«Хавал» пуҫару ушкӑнӗ тӑрӑшнипе ашшӗ-амӑшӗ валли нумай чӗлхеллӗ ача ҫинчен ӑнлантарса паракан брошюра кун ҫути курнӑ.

Тӗнчре пӗр чӗлхелӗхпе пӗрлех нумай чӗлхелӗх та анлӑ сарӑлнӑ. Пӗтӗм тӗнчери халӑхран ҫуррине яхӑн нумай чӗлхеллӗ (ҫав шутра ик чӗлхелӗх те), кулленхи калаҫура икӗ е ыларах чӗлхепе усӑ курать.

«Пӗр вӑхӑтрах темиҫе чӗлхе вӗренме ачасене ятарлӑ талант кирлӗ мар. Вӗсене ачаран вӗренме пултарни ҫыннӑн хӑнӑхас (адаптаци) пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ, анчах та анчах та ачана темиҫе чӗлхепе калаҫтарас тесен вӑхӑт, хавхалану (мотиваци) тата тӳсӗмлӗх кирлӗ», — тенӗ брошюрӑра.

Ачасене вырӑс чӗлхине ҫеҫ мар, тӑван чӗлхене те вӗрентмеллех.

 

Раҫҫейре
cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Пӗтӗм тӗнчери хими диктанчӗ кӑҫал та иртӗ. Ӑна кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 13 сехетре пуҫланӗ. Мероприяти формачӗ — куҫӑн тата онлайн.

Хими диктантне мӗнле майпа ҫырассине унта хутшӑнакансем химдиктант.рф сайтра хӑйсем палӑртайӗҫ. Анчах малтан регистрациленмелле.

Программӑна йывӑрлӑх енчен тӗрлӗ шайри 25 ыйтӑва кӗртнӗ. Вӗсене 45 минутра хуравламалла.

 

Ӑслӑлӑх
Ҫӑлкуҫ: Казахстан наци университечӗ
Ҫӑлкуҫ: Казахстан наци университечӗ

Ӗнер, пушӑн 27-мӗшӗнче, паллӑ тюрколог, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Николай Иванович Егоров Аль-Фараби ячӗллӗ Казахстан наци университетӗнче лекци ирттернӗ. Кун пирки университет сайчӗ хыпарлать.

Николай Егоровӑн лекцийӗ «Тӗпчев университечӗн аталанӑвӗнчи тюркологипе алтаистикӑн ҫивӗч ыйтӑвӗсем» ятлӑ пулнӑ. Итлекенсен йышӗнче аслӑ пӗлӳ учрежденийӗн паллӑ ӑсчахӗсем, ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗсен ертӳҫисем, магистрантсемпе докторантсем пулнӑ. Мероприятие Казахстан наци университечӗн ректорӗ Жансеит Туймебаев ертсе пынӑ. Вӑл филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор. Хӑйӗн сӑмахӗнче Жансеит Кансеитулы лектора лайӑх енчен хакланӑ: тӗнче ӑслӑлӑхне вӑл самай пысӑк тӳпе хывнӑ тенӗ.

Казахстанра Чӑваш Енрен килнӗ хӑнана хапӑл йышӑннӑ, ӑна университетӑн хисеплӗ профессорӗ ята та панӑ.

Николай Егоров Казахстанра икӗ эрне ирттерӗ: лекцисем вулӗ, семинарсем ирттерӗ, казах ӑсчахӗсемпе тӗл пулӗ.

 

Вӗренӳ
«Чӑваш Ен» ПТРК видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Чӑваш Ен» ПТРК видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти 5-мӗш гимназие ҫӳрекен 24 хӗрпе каччӑ шкулта пӗлӳ илнипех пӗрлех ҫӑкӑр пӗҫерме, тӗрлӗ пылак апат-ҫимӗҫпе сыр хатӗрлеме вӗреннӗ. Ҫак ӑсталӑха вӗсем Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче туптанӑ. Халӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа професси илнине ҫирӗплетекен свидетельство панӑ.

«Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 8-шӗ пылак ҫимӗҫ хатӗрлеме, 5-шӗ ҫӑкӑр тавраш пӗҫерме вӗренме кӑмӑл тунӑ. «Технологи урокӗнче ҫуралнӑ пуҫару аслӑ шкулшӑн та, гимназипе унта вӗренекенсемшӗн те, ачасен ашшӗ-амӑшӗшӗн те усӑллӑ пулса тухнӑ», — пӗтӗмлетнӗ свидетельствӑллӑ пулса тӑнӑ ачасемпе тӗл пулса калаҫнӑ хыҫҫӑн тележурналистсем.

 

Республикӑра

Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енри мӗнпур районта этнографи диктантне ҫырассине Чӑваш халӑх сайчӗ https://www.chuvash.org/news/23374.html|пӗлтернӗччӗ__. Аса илтерер: ку акци Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсем пирки мӗн пӗлнине тӗрӗслеме май парать.

Пирӗн тӑрӑхра унта 3179 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем 53 лапамра диктант ҫырнӑ. Регионти вӑтам балл 57,8-пе танлашнӑ. Диктант ҫырнисен вӑтам ҫулӗ — 27. Чи асли 81 ҫулта, чи кӗҫӗнни 8-та пулнӑ.

Диктант 30 ыйтуран тӑнӑ: 20-шӗ — федерацин пур субъекчӗ валли пӗр йышшисем, тепӗр 10-шне регионсен хӑйне евӗрлӗхне шута илсе хатӗрленӗ. Пӗлӗве тӗрӗслеме 45 минут панӑ. Хуравсемпе 100 балл пухма май килнӗ.

Хӑйсен пӗлӗвне хаклас тесен диктант авторӗсем Пысӑк этнографи диктанчӗн официаллӑ сайтӗнче www.miretno.ru онлайн-мелпе ҫырма пултараҫҫӗ. Тӗрӗслев чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗччен пырӗ.

 

Раҫҫейре

Пирӗн ҫӗршывра кӑҫал пуҫласа юридици диктантне ҫырӗҫ. Ӑна Раҫҫейри юристсен ассоциацийӗн йӗркелет. Хӑйне евӗр акцин тӗп тӗллевӗ — ҫынсен юридици пӗлӗвне тӗрӗслесси.

Пӗтӗм Раҫҫейри юридици диктанчӗ раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускав вӑхӑчӗпе 10 сехетре пуҫланать. «Апла пулсан, Хабаровскра 17 сехетре парттӑ умне ларӗҫ, Калининградра — ирхи 9-та», — хыпарлать кун пирки «Российская газета» хаҫат.

Раҫҫейри Юристсен ассоциацийӗн правленийӗн ертӳҫи Владимир Груздев ҫынсен грамматика йӑнӑшне мар, право ӑс-тӑнне хаклассине пӗлтернӗ.

Чӑваш Енре ку диктанта ӑҫта тата епле ирттересси пирки ӑнлантарса панине хальлӗхе асӑрхама май килмерӗ. Ӗнер юристсемпе иртнӗ «ҫавра сӗтелте» ку диктант пирки те асӑннӑ.

 

Вӗренӳ

Шупашкарта ачасене хушма пӗлӳ паракан учрежденисенчи педагогсен йышне чакарасшӑн. Кун пирки республикӑн тӗп хулинчи Ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче тӑрӑшакан Александр Яковлев «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче ҫӗркаҫ хыпарланӑ.

Александр Яковлев Чӑваш Енри паллӑ орнитолог пулнине, вӑл ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне ҫитсе кайӑк-кӗшӗк тӗнчине тӗпченине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен эпир ун ҫинчен тӑтӑшах ҫыркаланӑ.

«Йӳтеслӗх ҫирӗпленчӗ... Шупашкарти (Чӑваш Енре те пӗтӗмӗшле ҫавӑн пекех) хушма пӗлӳ паракан тытӑм ҫине хӗрес лартсан та юрать. Ҫитес ҫул ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗн педагогӗсенчен 50 ытла процентне чакарӗҫ, ҫав шутрах ачасен йышӗ малтанхиллех 5500 юлӗ. Программа ҫулталӑклӑха пулӗ, эрнере кашни ушкӑна — 2 сехет (педагог пуҫне 9—12 ушкӑн), вӗрентӳ пахалӑхӗ никама та кӑсӑклантармасть, конвейер ӗҫлет, ачасен шучӗ пур. Ӑслӑ та пултаруллӑ ачасем вӗрентӳ тытӑмне кирлӗ мар...», — ҫырнӑ Александр Яковлев.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall33299429_10909
 

Вӗренӳ

Ҫавӑн пек хыпарпа ашшӗ-амӑшне Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков "савӑнтарнӑ". Кун пирки вӑл ятарлӑ йышӑну кӑларсах ҫирӗплетнӗ. Унта палӑртнипе килӗшӳллӗн, муниципалитетӑн хушма пӗлӳ паракан организацийӗсен тӳлевлӗ пулӑшусен хакне палӑртнӑ чикӗрен ытлашши хӑпартма юрамасть.

Ҫапла майпа вокал пӗлӗвне илме, хорпа юрлама, музыка инструменчӗсем калама вӗренмешкӗн, театр тата ташӑ искусствисене алла илмешкӗн авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ашшӗ-амӑшӗн кружока ҫӳрекен ачисемшӗн ытларах расхутланма тивет. Акӑ, сӑмахран, музыка инструменчӗсем калама хӑнӑхмашкӑн уйӑхсерен - 1630, хореографи кружокне ҫӳренӗшӗн - 1210, театр уйрӑмӗнче ӑсталӑха туптанӑшӑн - 1650, сӑнарлӑ искусство енӗпе пӗлӳ илмешкӗн 2000 тенкӗ каларса хума тивӗ.

 

Ҫапла хаксемпе Раҫҫей социаллӑ университечӗн Шупашкарти филиалӗн профессорӗ ӗҫленӗ. «Пиллӗк» паллӑ илес тесен студентсен пин тенкӗ кӑларса хумалла пулнӑ, «тӑваттӑ» илме — 800 тенкӗ.

Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи раштавӑн 9-мӗшӗнче хайхискер пиллӗк студентран пурӗ 4,8 пин тенкӗ илнӗ. «Кӗмӗл» шеллеменнисем — «Тӑван ҫӗршывӑн историйӗпе прави» предмета лайӑх паллӑпа тытасшӑн ҫунакансем.

Алла алӑ ҫӑвать теҫҫӗ те, анчах ку каларӑш хальхинче тӳрре килмен темелле. Тӳрӗ чунлӑ пулманшӑн преподавателе 150 пин тенкӗ штрафлама йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне юратнӑ ӗҫре унӑн ҫулталӑк ӗҫлеме май килмӗ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 21

1933
91
Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи