Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗ пирус туртнипе кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кун шутланать. Ҫавна май Ҫӗмӗрлере ӗнер «Туртни — наркӑмӑш» акци йӗркеленӗ. Унта хулари 8-мӗш гимназире вӗренекенсем хутшӑннӑ.
«Пирус сӗрӗмне туртса илнӗ чух хӑвна вӗлеретӗн, ӑна сывласа кӑларнӑ чух ыттисене вӗлеретӗн» шухӑша палӑртакан хутсене ачасем пирус туртакансене валеҫсе ҫӳренӗ, ҫак самантранах туртма пӑрахма чӗнсе каланӑ. Алӑри пируса ҫамрӑксем «Туртни — наркӑмӑш» тесе ҫырса хунӑ савӑта яма сӗннӗ. Акцие йӗркелекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, хирӗҫлекенсем пулман. Унтан та ытларах — аслисем: «Ҫывӑх вӑхӑтра туртма пӑрахӑп», — тесе сӑмах панӑ-мӗн.
Атл // 9189.9.8861
2013.06.02 06:26 | |
Кукаçи вăрçăра туртма вĕреннĕ, кайран пăрахнă.. Туртас кильсен -канфет хыпнă -ĕмнĕ леденец. |