Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре страхлакан тата инвестици компанисене сутма шухӑшлаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ӑратлӑ чӑх-чӗп фабрикин акцине те сутлӑха кӑларӗҫ. Кун пирки республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтернӗ иккен. Аукцион утӑ уйӑхӗнче иртмелле. Хальхи вӑхӑтра заявкӑсем йышӑнаҫҫӗ-мӗн.
«Поддержка» страхлакан компанин 34,6% акцине сутма шухӑшланӑ. Малтанхи хак 46,16 миллион тенкӗпе танлашать. Устав пурлӑхне вара 158,8 миллион тенкӗпе палӑртнӑ. «Атӑлҫи инвестици компанийӗн» обществӑн акцийӗсене ҫуррине яхӑн — 49,3% — сутӗҫ. Унӑн устав пурлӑхне 730 миллион тенкӗпе хакланӑ. Сӑмах май, предприятие кӑҫал икӗ хутчен те сутлӑха кӑларнӑ-мӗн, анчах туянакан тупӑнман.
Сутма шухӑшланӑ тепӗр обьект — Вӑрмарти чӑх-чӗп фабрики. Унӑн устав пурлӑхӗ 85,57 миллион тенкӗ тӑрать. Аукцион 62,76 миллонтан тытӑнӗ.
