«Ҫӗр ҫуллӑх нимеҫисем» ятлӑ пӗтӗм тӗнчери ыркӑмӑллӑх фонд президенчӗ ҫырӑвӗнче ку палла Чӑваш Енпе унти халӑх тӗнче тӑнӑҫлӑхӗшӑн тӑрӑшса тӑрашса ӗҫленишӗн, халӑхсемпе тата патшалӑхсемпе ӑнӑҫлӑ ӗҫленишӗн панӑ. Ку ҫӑлтӑра ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Пхеньянра (унта «Мирпа ырлӑх кӳрекенсем» ятлӑ IV пӗтӗм тӗнче канашлӑвӗ иртет) уҫрӗҫ.
Мир Орденне чаплӑ уяв туса Мускаври Ҫӑлакан Христос Храмӗнче Шуппашкар представительне парӗҫ.
|
Шупашкарта Етӗрне ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ «Чебоксары» палӑка ватма пуҫланӑ — ун вырӑнне ҫӗнӗ палӑк лартаҫҫӗ. Малтанхи «Чебоксары» палӑк 1972 ҫултанпа хулана кӗнӗ вырӑнта ларать, ӑна хатӗрлекенӗ Владимир Филатов пулнӑ. Ҫӗнӗ палӑк Хыркасси патӗнче ларӗ. Унӑн авторӗ — Александр Герасимов.
Палӑк ҫӳллӗшӗ — 16,2 метр, сарлакӑшӗ — 8 метр. Ӑна алюкобонд материалтан хатӗрленӗ. Палӑка чӑваш тӗррисемпе ерешленӗ, тӑрринче Шупашкар гербне вырнаҫтарнӑ.
|
Паян Н.В. Фёдоров Чӑваш Республикин культурӑпа халӑхсен ӗҫӗсен тата информаци политикипе архив ӗҫӗн министрне, Наталья Володинӑна ӗҫӗнчен кӑларнӑ. Малашне ку вырӑна унӑн ҫумӗ Роза Лизакова йышӑнӗ. Наталья Володинӑна министӑр вырӑнне пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче лартнӑ. Унччен те вӑл правительсвӑра ӗҫленӗ: 2002 ҫулта вӑл информаци политикин Минестерствине ертсе пынӑ, 2003-2004 ҫулсенче — президент Администрациӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Юлашки, виҫҫӗмӗш хутӗнче, Правительствӑра вӑл ҫур ҫулталӑк патнелле ҫеҫ ӗҫлеме ӗлкӗрчӗ.
|
Тӗнче кубокӗ иртнӗ кунсенче Шупашкарта салютпа фейерверк фестивальне ирттерме шутлаҫҫӗ — вӑл виҫӗ куна тӑсӑлӗ. Халичен ун пекки тӗп хулара пулман, ӑна Н.В. Фёдоров кашни ҫул ирттерме сӗннӗ.
Фестивале ирттерес шухӑша Чӑваш Ен Праительствине «РАПИД-Фейерверк» фейерверксене хатӗрлекен тата кӑтартакан Раҫҫей ассоциацийӗн президенчӗ Н. Вереных пӗлтернӗ. Правительство ун шухӑшне йышӑннӑ.
Иртнӗ эрнекен фестивале хатӗрлекенсен черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Юлашки лару ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче иртмелле. Ҫитес темиҫе кун хушшинче фейерверк ямалли вырӑна суйласа илмелли пирки калаҫса татӑлчӗҫ. Сӗннӗ вырӑнран чи ӑнӑҫлине суйласа илӗҫ — куракансемшӗн хӑрушлӑх кӳмелле мар унӑн.
Фестивале 6 ушкӑн хутшӑнӗҫ. Кашни кун расна ятпа иртӗ: * Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче — «Ҫӗнтерӳ кунӗ»; * Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче — «Халӑх туслӑхӗ»; * 11-мӗшӗнче — «Спорт, эсӗ — тӗнче!»
|
Ҫу уйӑхӗн 9-11-мӗшӗсенче Шупашкарта иртекен XXIII Тӗнче кубокӗччен шутлӑ кунсем ҫеҫ юлчӗҫ. Хатӗрленӳ ӗҫӗсем палӑртнӑ планпа килӗшӳллӗн пыраҫҫӗ. Эпир вара хӑвӑрт утас енӗпе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ ентешӗмӗрсенчен, тӗнчипе паллӑ спортсменсенчен вӗсем Тӗнче кубокӗ пирки мӗн шухӑшланине ыйтса пӗлес терӗмӗр.
Елена Николаева, Олимп чемпионки: - XXIII Тӗнче кубокӗ шӑпах пирӗн республикӑра - Шупашкарта - иртнишӗн эпир пурте питӗ мухтанатпӑр, мӑнаҫланатпӑр. Пирӗншӗн ку - пысӑк чыс. Пысӑк мероприятире хам хутшӑнманнишӗн кӑшт пӑшӑрханатӑп, паллах, ҫапах та ҫак ӑмӑрту маншӑн - чӑн-чӑн уяв. Кубокра Чӑваш Ен чысне хӳтӗлекен тӑватӑ спортсмен халӗ мӗн тери хумханнине питӗ лайӑх ӑнланатӑп. Ҫӗршыв чысне тӑван килте хӳтӗлеме тата йывӑртарах-ҫке, ку - пысӑк яваплӑх. Эпӗ вӗсене пурне те ӑнӑҫу сунатӑп. Владимир Андреев, Олимп вӑййисен призерӗ: - Спортра ялан ӗҫлемесӗр, тренировкӑсене ҫӳремесӗр, тарламасӑр пысӑк ҫитӗнӳсем тума май килмест. Хӑвӑрт утассипе XXIII Тӗнче кубокне Раҫҫейӗн пысӑк хулисенче мар, шӑпах Чӑваш Енре ирттерме палӑртни пӗтӗм чӑваша мӑнаҫлантарать. |
Аслӑ патриарх И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнӗ май, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушкинчи шкул картишӗнче унӑн палӑкне уҫрӗҫ. Хаваслӑ мероприятие Тутарстанран – ТР культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ А. Гайнутдинов, ТР вӗрентӳпе наука министрӗн ҫумӗ А.Поминов, ЧНКА председателӗ К.Яковлев, Ҫӗпрел, Пӑва, Аксу районӗсен ЧНКЦ председателӗсем; Чӑваш Енрен – ЧР вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Г.Чернова, ЧР Культура министерствин этникӑпа конфесси хутшӑнӑвӗсен тата культура еткерлӗхне упракан уйрӑмӗн ертӳҫи М.Краснов, ЧНК председателӗ Г.Архипов, Шупашкарта пурӑнакан Тутарстан чӑвашӗсен «Пӑлхар» ентешлӗхӗн ертӳҫи Н.Угаслов, чӑваш интеллигенцийӗн представителӗсем; Чӗмпӗртен – Чӗмпӗр облаҫӗн Вӗрентӳ министерствин тӗп специалисчӗ Ф.Улензеева, УОЧНКА председателӗ В.Сваев, Чӗмпӗр хулин ЧНКЦ ертӳҫи И.Гаврилова, асӑннӑ регионсен массӑлла хыпар хатӗрӗсен ӗҫченӗсем тата нумай-нумай хӑнасем килчӗҫ. Вӗсене Теччӗ муниципаллӑ район ертӳҫи М.Ибятов, Ӗҫтӑвком ертӳҫи Н.Зотов, ЧНКЦ председателӗ В. |
Тӗнче шайӗнче апат-ҫимӗҫ ӳссех пырать. А ӗнер, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, The Financial Times хаҫат тӗнче пасарӗнче пӗр тонна рис хакӗ пин доллартан иртни ҫинчен пӗлтерет. Рис хакӗ Вьетнам, Ӗнчӗ, Екипет, Китай тата Камбоджа патшалӑхсем рис экспортне чакарнине пула хӑпарнӑ. Finfacts хаҫат чи пысӑк хак Филиппинри торгра пулнине пӗлтерет — унти пӗр тонна рис хакӗ 1046 доллара ҫитнӗ. Апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерес тесе Филиппин правительстви ӑна тӗрлӗ торгсенче туянать, анчах та сутӑҫсем сутасшӑнах мар. Bloomberg агентство пӗлтернӗ тӑрӑх рис хакӗ пилӗк кун ӳсет ӗнтӗ. Ҫавӑн пекех тулӑ хакӗ те хӑпарать — ку Раҫҫей, Касахстан патшалӑхсем экспорта чарнипе ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫ хакӗсем хӑпарни тӗнче экономикине самай пӑшӑрхантарать. Экономистсем «агрофляци» (ял хуҫалӑх инфляцийӗ) пирки те калаҫа пуҫланӑ — вӑл экономикӑна ӳсме чарнисӗр пуҫне тӗнчери лару-тӑрӑва та пӑсса яма пултарать. Сӑмахран Африкӑри темиҫе патшалӑхра пысӑк хаксене хирӗҫ забастовкӑсем иртнӗ. ПНО та ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче аталаннӑ патшалӑхсене ку ыйтӑва пӑхса тухма сӗннӗ.
|
И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа кӗҫех 160 ҫул ҫитет. Вӑл куна тӗрлӗ ҫӗрти чӑвашсем хатӗрленеҫҫӗ — мероприятисем ирттереҫҫӗ. Ак Мускавсем те ку кун тӗлне «Вӗрентӳҫӗ халалланӑ туслӑхпа килӗшӳ азбуки» ятлӑ юбилей каҫне ирттерме хатӗрленӗ. Юбилей каҫӗ вырсарникун, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Прожектор» КК иртӗ. Пуҫламӑшӗ 16 сехетре.
Каҫ программинче: Арсений Тарасовӑн «Пурнӑҫ тӑршшӗ каҫ» фильм куравӗ; вӗрентӳҫӗн тӑхӑмӗпе тӗл пулни; Чӑваш Енри паллӑ пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗ;
«Прожектор» КК ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Мускав, м. Энтузиастсен шоссейӗ, 1-мӗш Владимир урамӗ, 10 В ҫурт. |
Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Н.В. Фёдоров «Чӑваш Республикинчи культурӑна пулӑшу кӳмелли хушма мерӑсем пирки» Хушӑва тӳрлетӳсем кӗртнӗ. Тӳрлетӳсемпе килӗшӳллӗн професионаллӑ пултарулӑх ушкӑнӗсем валли икӗ миллионлӑ виҫӗ грант йӗркеленӗ. «Чӑваш Республикинчи культурӑна пулӑшу кӳмелли хушма мерӑсем пирки» Хушӑва 2006 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ала пусса ҫирӗплетнӗ — унпа килӗшӳллӗн грантсен шучӗ иккӗ пулнӑ, вӗсен пысӑкӑшӗ пӗр миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ку грант укҫипе, тӗслӗхрен, «Нарспи» мюзикла лартнӑ.
|
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Сана (Йемен тӗп хули) сучӗ сакӑр ҫулхи Йемен хӗрачине упӑшкинчен уйрӑлма ирӗк панӑ.
Ӗҫ-пуҫӗ ҫапла пулса иртнӗ. Икӗ уйӑх ҫурӑ каялла Нуют Мухамет Алине (Nojud Mohammed Ali) ашшӗ 28 ҫулхи Фаес Али Тамӑра (Faez Ali Thameur) качча панӑ пулнӑ. Хӗрачана мӑшӑрлану контрактне вӑйпа алӑ пустарнӑ хыҫҫӑн 18 ҫула ҫитиччен килӗнче пурӑнма ирӗк панӑ. Анчах та эрне иртсен ашшӗ ӑна килӗнчен хӑйӗн упӑшки патне хӑваласа янӑ. Нуют Мухамет Али пулса иртнипе килӗшмен пирки суда ӑна упӑшкинчен уйӑрма ыйтнӑ. Суд унпа килӗшнӗ, ашшӗн Фаеса ҫемье саланса кайнишӗн 250 доллар патнелле укҫа тӳлемелле пулӗ. Качча кайнӑ вӑхӑтра Нуют иккӗмӗш класра вӗреннӗ. Упӑшкинчен уйрӑлнӑ хыҫҫӑн вӑл каллех шкула таврӑнӗ. Ку ӗҫ пулса иртнӗ хыҫҫӑн хӗрача ашшӗ килне таврӑнасшӑн мар, куккӑшӗ патӗнче пурӑнӗ.
Йемен саккунӗсем тӑрӑх хуть те миҫе ҫулхи ҫын та пӗрлешме пултарать. Нуют хӳтӗлевҫи (адвокачӗ) Шахти Нассӑр пӗлтернӗ тӑрӑх сакӑр ҫулхи хӗрачапа пулса иртни — час-часах тӗл пулакан пулӑм, вӑл ҫулхи хӗрачасене пинӗ-пинӗпе качча параҫҫӗ тет.
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |