![]() Фестивальти самант Пушӑн 30-мӗшӗнче Красноармейски районӗн халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче композитор, юрӑ-сӑвӑ тата халӑх пултарулӑхӗн «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» ятлӑ ХII фестиваль иртрӗ. Ӑна ку хутӗнче Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫитнӗренпе — 65, района никӗсленӗренпе 75 ҫул ҫитнине тата Вӗрентекен ҫулталӑкне халалларӗҫ. Фестивале район гимнӗпе уҫрӗҫ. Район пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен, пӗрремӗш ҫумӗ Н. Антонов Трак тӑрӑхӗнче сӑвӑҫсемпе композиторсен тата юрӑҫсен йышӗ ӳссе пынине, вӗсемпе тивӗҫлипех мӑнаҫланнине, хальхи фестиваль те ҫӗнӗ ятсем ҫуратнине палӑртрӗ, пултарулӑх ҫыннисене район администрацийӗ ячӗпе ӑшшӑн тав турӗ, ҫирӗп сывлӑхпа вӑй-хӑват сунчӗ. Фестиваль пӗлтерӗшне пысӑка хурса, ҫавӑн пекех район администрацийӗн культура, спорт тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ А. Лебедев, районти музыка пӗрлӗхӗн ертӳҫи Н. Никоноров тата Н. Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн ертӳҫин ҫумӗ Н. Ершов сӑмах каларӗҫ. Пирӗн паллӑ ентешӗн, Ҫӗньял Упи ялӗнче ҫуралнӑ истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗн тата ятлӑ-сумлӑ композиторӑн В. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗрпӳсем Кӑнна Кушкинче Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем акан 22-мӗшӗнче Тутар Республикине, И.Я. Яковлевӑн тӑван ялне Кӑнна Кушкине кайса килчӗҫ. Вӗсем кунта хӑйсен ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ, чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫри малашлӑхлӑ пулӑмсене хакларӗҫ, пӗр-пӗрин ӗҫ опычӗпе паллашрӗҫ. Хӑнасене И.Я. Яколвев ентешӗсем концертпа савӑнтарчӗҫ. Ҫӗрпӳсем те ташӑ-юрӑпа сцена ҫине тухрӗҫ. Тӗлпулура ҫавӑн пекех чӑваш чӗлхин паянхи электрон тата интернет тӗнчи пирки те сӑмах пулчӗ. Кунта лару-тӑру малалла аталанса пани ик ене те савӑнтарчӗ. Малашне интернет уҫлӑхра тӑтӑшах тӗлпулма, пӗр-пӗрне пулӑшса пыма калаҫса татӑлчӗҫ. Семинар хыҫҫӑн ҫӗрпӳсем И.Я. Яковлев музейӗнче экскурсире пулчӗҫ, ял тӑрӑх курса ҫӳрерӗҫ. |
![]() Кӑчакасси ялӗ Урамсене электрофикацилес ыйтупа республикӑра ӗҫ хӗрсе пырать. «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн хула строителствин тата обществӑллӑ инфраструктура аталанӑвӗн министерствин патшалӑх экспертиза управленийӗ черетлӗ проектсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн Шупашкар районӗнчи темиҫе проекта ырланӑ: Кӳкеҫри К. Маркс урамӑн тӑсӑмӗнне тата Атайкасси ял тӑрӑхӗнчи Кӑчакасси ялӗнне. Кӑчакассисем электричествӑсӑр лараҫҫӗ тесе ан шутлӑр, кунта сӑмах вӑл ялти ҫӗн урам пирки. Ҫӗнӗ урамсене ҫутӑ кӗртес ыйту ытти ял ҫыннисене те кӑсӑклантарать. Юнашар вырнаҫнӑ Атайкассинче пурӑнакан Зиновий Матвеев та ялти Вӗрене, Вӑрман, Хӗвел, Ансӑр урамсенче электрификачи хӑҫан пуласси пирки пӗлесшӗн — республикӑн Промышленноҫпа энергетика министерствине те тухнӑ. Министерство ӗҫченӗсем кӑҫал ҫутӑ кӗртме шантарнӑ. |
![]() Паян, малтанхи ытти ҫулсенчи пекех, И.Я. Яковлев палӑкӗ умӗнче халӑх митинга пухӑнчӗ. Сӑлтавӗ паллӑ — чӑваш чӗлхи кунӗ тата И.Я. Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗ. Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин тата Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн министерствисенчен, Шупшкарти аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенчи чӑваш филологи факультечӗсенчен, Чӑваш наци конгресӗнчен салам сӑмахӗсем каларӗҫ. Унсӑр пуҫне халӑха «Шуҫӑм» ансамбль тата шкулсенчи ачасен пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ, сӑвӑ вуласа пачӗҫ. Пӗлтӗр ку вӑхӑтра наци радиовӗ ӗҫлеме тытӑннӑччӗ — халӑх пухӑнӑвӗнче ытларах ун пирки калаҫатчӗҫ, кӑҫӑл вара ҫитес халӑх ҫырӑвӗ пирки пуплерӗҫ — пурне те чӑваш ятпа ҫырӑнма чӗнсе каларӗҫ, «сӑвар», «анатри» халӑхсене палӑртсан пӑтрану ҫеҫ кӗртӗҫ тесе пӗлтерчӗҫ. Ачисене, мӑнукӗсене чӑваш ятпа ҫыртарма вӑтанма хушмарӗҫ. Пухӑва килнӗ ачасене вара ашшӗ-амӑшӗсене хӑйсене чӑваш ятпа ҫыртарма ыйтӑр (14 ҫула ҫитиччен ашшӗ-амӑшӗ кӑмӑлӗ-ҫке) терӗҫ. Мана ку пухӑва чӑвашла пӗлменнисем те килни савӑнтарчӗ — сӑмах калакансене ӑнланас тесе ушкӑнпа вырӑсла куҫарса тӑчӗҫ. |
![]() Маттур чӑваш ачисем Тӑваттӑмӗш ҫул ӗнтӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Трак-Красноармейски тӑрӑхӗнче тӑван чӗлхепе литература вӗрентекен педагогсен творчествӑлла ушкӑнӗ йӗркеленипе (ертӳҫи — Михайлова З.П.) чӑваш чӗлхипе грамматикине лайӑх пӗлекен ачасем хушшинче «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ-конкурс иртет. Проект авторӗ — Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче чӑваш сӑмахлӑхне вӗрентекен Михайлов Виталий Михайлович. Кӑҫал та вӑйӑ-конкурс виҫӗ турпа иртрӗ. Пӗрремӗш тур районти мӗн пур шкулсенчи 9-10-мӗш классенче вӗренекен ачасем хушшинче иртрӗ. Унта шкул шайӗнче чӑваш чӗлхине чи лайӑх пӗлекене палӑртрӗҫ. Шкулта ҫӗнтернисем (вӗсем пурӗ вуннӑн) иккӗмӗш турта хӑйсен пӗлӳ шайне кӑтартрӗҫ... Вӗсем чӗлхе ӑслӑлӑхӗн лексика, фразеологи, лексикографи, фонетика, морфологи, сӑмах пулӑвӗ, синтаксис, пунктуаци пайӗсем тӑрӑх панӑ кӑсӑк ыйтусене тишкерчӗҫ тата «Тӑван ҫӗрӗн тусанӗ те тӑван, пылчӑкӗ те пылак» (Геннадий Волков) темӑпа эссе ҫырчӗҫ. Вунӑ ачаран пиллӗкӗшӗ чи матуррисем пулчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Библи страницисем Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн Библи чӑвашла пичетленсе тухнӑ ятпа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн пайӗ пурне те чунтан саламлать. «Тӑван сӑмах пире тӑванпа ҫыхать: чӗррисемпе, кайнисемпе, ӳлӗмхисемпе. Ҫыхӑну татӑлсан — тӗнче тӗнӗлтен тухать». Йывӑр та кӑткӑс куҫару ӗҫне институт ӗҫченӗсем те хӑйсен тӳпине хывнӑ. А.А.Тимофеев (Ыхра), Ю.В.Яковлев ячӗсене К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи театрӗнче ӗнер иртнӗ савӑнӑҫлӑ Пухура пӗрре кӑна мар асӑннӑ, Г.А.Дегтяревпа Г.Ф.Юмарта Шупашкар тата Чӑваш Ен Митрополитечӗн Варнава архиерейӑн Хисеп грамотипе чысланӑ. Хӗрлӗ питлӗ хулӑн Кӗнекери ҫӗн сывлӑш илнӗ чӑваш чӗлхи тӑван халӑха та, тӗпчевҫӗсене те малашнехи пурнӑҫӑмӑрта вӑй-хӑват кӳрсе тӑтӑрччӗ. |
![]() Семинарта Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Курнавӑш шкулӗнче Елчӗк тата Шупашкар районӗсенчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен семинарӗ пулса иртрӗ. Семинар ӗҫне Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ Н.Г. Иванова хутшӑнчӗ. Н.Н. Круглова вӗрентекен Елен Нарпи ҫырнӑ «Тивӗҫ» калавӗ тӑрӑх 6-мӗш класра вӗренекенсемпе уҫӑ урок ирттерчӗ. Вӑл «Килти вулав кӗнекинчи» асӑннӑ калава суйласа илни те ахаль мар. Елен Нарпи 9-10–мӗш классенче Курнавӑш шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. Вырӑскасси ялӗнчен шкула ҫӳрекен Елена Димитриевӑн литература еннелле пысӑк туртӑм пуррине вӗрентекен ун чухнех асӑрханӑ. Уйрӑмах Лена пултарулӑх сочиненийӗсене илемлӗ те сӑнарлӑ чӗлхепе ҫырма пултарни пурне те савӑнтарнӑ. Малашнехи пурнӑҫ ҫулне те вӑл аслӑ шкулпах ҫыхӑнтарнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн кунтах студентсене вӗрентме юлать. |
![]() Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх кӑҫал та эпир литература конкурсне ирттеретпӗр! Вӑл «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» ятлӑ пулӗ. Ӑмартӑва ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, културине вӗрентекенсене литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркелетпӗр, вӗрентекен ҫулталӑкне халаллатпӑр. Конкурса иртттерекенсем: Чӑваш халӑх сайчӗ тата Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ. Хайлавсене фантастика е фэнтези стилӗпе ҫырмалла. Унта тӗп вырӑнта пулмасан та, лаша сӑнарӗ пулмалла. Ӗҫсене 2010 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнатпӑр. Унччен вӑхӑт нумай тесе ан ларӑр — хайлавсене халех ярса пама пултаратӑр. Хайлав калӑпӑшӗ пысӑкрах пулсан — ун хаклавӗ те лайӑхрах пулӗ. Тӗплӗнрех ӑмарту йӗрке-шывне пӑхӑр.
Ан манӑр: эсир ярса панӑ хайлав тӳрех пирӗн электронлӑ вулавӑшра вырнаҫӗ — ӑна конкурс жюрийӗ кӑна мар, пурте вулама пултарӗҫ! |
![]() Акан 24-мӗшӗнче, Яковлев Иван Яковлевич ҫуралнӑ кун, чӑвашра Чӑваш чӗлхи кунне палӑртаҫҫӗ. Акан 19-мӗшнчен пуҫласа эрне тӑршшӗпех — чӑваш чӗлхи эрни иртет.
Кӑҫал ҫак мероприятисене ирттерме палӑртнӑ: ● Нарӑс, 4 — «Чӗвӗлти чӗкеҫ — чӗлхе пӗлни пурне те кирлӗ» вӑйӑ-конкурс. 22 пин ытла ача хутшӑннӑ. ● Нарӑс, 6 — регионсем хушшинчи чӑваш чӗлхи олимпиади. 160 шкул ачи хутшӑннӑ. ● Ака, 1 — «Чӑваш Республикин район тӗпӗсенчи тата хулисенчи шкул ачисем чӑваш пӗлни» ҫавра сӗтел иртнӗ. 30 вӗрентӳҫӗ пулнӑ. ● Ака, 10 — «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль иртнӗ. 86 вӗренекен хутшӑннӑ. ● Ака, 19 — Чӑваш чӗлхи эрнине уҫни. И.Я.Яковлева халалланӑ «Букварьтен илемлӗ литература таран» республика ӑмӑртӑвне ирттернӗ. I тура 159 ача хутшӑннӑ. ● Ака, 20 — Вӗрентекенсем хушшинче «Тӑван чӗлхен хисепне ӳстерме тата ӑна вӗрентме усӑ курмалли ҫӗнӗ меслетсем» семинар ирттернӗ. ● Ака, 21 — ЧПУ-ра 10-11 класра вӗренекен шкул ачисем университет преподавателӗсемпе тӗл пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ Хусан университетӗнчи тутар филологийӗпе истори факультечӗпе туслӑ ҫыхӑнура пулни вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Профессорсемпе преподавательсем пӗр-пӗрин ҫитӗнӗвӗсемпе паллашсах тӑраҫҫӗ. Ҫулсеренех иртекен конференцисенче студентсем те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Акӑ, нумай пулмасть чӑваш студенчӗсем Хусанта конференцире пулчӗҫ. Кӑҫал ӑна тутарсен паллӑ ҫыравҫи, литературовечӗ, критикӗ, тутар литература кафедрин доценчӗ пулнӑ Мухамет Магдиев ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. 12 студент 5 секцире тухса калаҫрӗ. Вӗсем — Р. Тимофеева, Н.Блинова, С.Хвасева, Д.Ефимов, М.Паймурзина, А.Николаева, З.Флегонтова, С.Садовникова, Т.Ефремова, О.Иванова, С.Чернова, Т.Галкина.
Студентсене Хусан университечӗ епле йышӑнни те, конференци мӗнле иртни те питӗ килешрӗ. Тутар чӗлхипе «чӗррӗн» паллашма, кӳршӗри халӑхӑн наци туйӑмӗ ҫӳллӗ шайрине туйса илме пултарчӗҫ вӗсем. Хусан, удмурт студенчӗсен доклачӗсене итлесе хӑйсемшӗн нумай ҫӗнӗлӗх илчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |