Хыпар хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Томск облаҫӗнчи чӑвашсен те халӗ хаҫат пур. Вӑл "Эпир" ятпа тухать, тӗп редакторӗ - Юлия Степанова. Хаҫат облаҫре иртекен уявсем, мероприятисем ҫинчен пӗлтерет, чӑваш халӑхӗн историне ҫутатса кӑтартать. Ҫавӑн пекех хаҫат чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе, апачӗ-ҫимӗҫӗпе, юрри-кӗввисемпе, литературипе паллаштарать. Томск облаҫӗнче хальхи вӑхӑтра 10 пине яхӑн чӑваш пурӑнать. Вӗсем 1995 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче чӑмӑртана пуҫланӑ. Малтан "Палан" ансамбль, тӑван историпе, культурӑпа паллаштаракан "Вучах" клуб йӗркеленӗ. Темиҫе ҫул каялла чӑваш обществи вырӑнне "Чӑваш Ен" наци культура автономийӗ туса хунӑ. Пирӗн пӗрлӗх Томск чӑвашӗсене ӑнӑҫу, пуҫланӑ ӗҫе туса пыма вӑй-хӑват сунать.
|
2008 ҫул пуҫламӑшӗнче Ҫӗнӗ Лапсара кӗрекен ҫул ҫинче светофор ӗҫлеме пуҫларӗ. Лапсар ҫыннисем ӑна тахҫанах кӗтетчӗҫ - вӗсем валли пысӑк парне пулса тӑчӗ. Раҫҫей экономики ӳснӗ май йывӑр тиенӗ машинсен йышӗ те ҫул ҫинче нумайланчӗ. Ҫапла вара Шупашкартан Лапсаралла е Кӳкеҫ еннелле пӑрӑнас тесен ҫав ҫул тӑваткалӗнче автобуссен, ҫӑмӑл машшинсен темиҫе минут кӗтсе тӑма тиветчӗ - тӗп М7 ҫулпа иртекен машинсен йышӗ ытла та пысӑкчӗ. Ку та кӑна мар, ҫак кӗтесре аварисем час-часах пулса иртетчӗҫ. Светофор лартнин пӗр ҫитменлӗхӗ кӑна пур - М7 трасса тӑрӑх ҫӳрекен йывӑр машинсен ун патӗнче чарӑнма тивет. Тата светофорӗ тӑвайкинелле хӑпаракан ҫул ҫинче ларнӑ май йывӑр машинасем чарӑннӑ хыҫҫӑн аран-аран тапранса каяҫҫӗ - капла шуҫлак ҫанталӑкра ҫул пӑкӑланса ларма та пултарать. |
Кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче чӑваш халӑхӗн чаплӑ ӑсчахӗ, словарьсене хатӗрлекен ӑста, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтaрӗ Скворцов Михаил Иванович профессор 75 ҫул тултарчӗ. М. И. Скворцов Канаш районне кӗрекен Иккӗмӗш Хурамал ялӗнче 1933 ҫулта ҫуралнӑ. 1967-77 ҫулсенче вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, 1977 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӑй хунӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикин Вӗрент? институтӗнче ӗҫлет. 1960-64 ҫулсенче вӑл Наукӑпа тӗпчев институтӗнче (халӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ) чӗлхе пайӗнче вӑй хунӑ. Ҫав вӑхӑтрах Каир университетӗнче стажировкӑра пулнӑ, араб чӗлхине тӗплӗн вӗреннӗ. Михаил Иванович ҫак ҫулсем хушшинче нумай-нумай словарь хатӗрленӗ (хӑех редактор та): * Чӑвашла-вырсла словарь (1989, 240 с. |
Интертетелти Чӑваш.орг кил йышӗн («чӑваш кил йышӗ») хисеплӗ членӗсем!
Тухӑҫ календарьӗпе Йӗкехӳре ҫулӗ ҫывхарса килет. Эсир хатӗрленӗ проекта пуҫарса янӑранпа икӗ ҫул анчах иртсе кайрӗ. Ҫак кӗске вӑхӑтра «чӑваш кил йышӗ» шухӑшланине пурнӑҫлама ӗлкӗртӗр, Интертетел историйӗнче чӑваш чӗлхи, культури, историне тӗпчесе вӗренмешкӗн виртуаллӑ уҫлӑхри пӗрремӗш центр уҫса ӗҫлеттерсе ятӑр. Кил ҫуртӑн пӗтӗм кӗтесӗсене кӑшлакан йӗкехӳресем ҫынсене чылай сиен кӳреҫҫӗ. Анчах Тухӑҫри Йӗкехӳре сиенрен ытларах пултарулӑхра ӑнӑҫу тата ӗҫре пӗрлӗх илсе килӗ. Пӗрлешӗнсе ӗҫлесен «чӑваш кил йышӗ» нумай ҫитӗнӳ тӑвӗ, хӑйсене тӗнчене пӗлтерме май тупӗ. Сире ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлатпӑр! Сывлӑх, телей, пӗрлӗх тата ӗҫченлӗх сунатпӑр!
Питӗр хули тата Ленинград облаҫӗнчи Инициативлӑ чӑваш ҫамрӑкӗсен ушкӑнӗ. |
Маларах эпир сире А. Аблякимова Президент Администрацийӗн пуҫлӑхӗ вырӑнӗнчен пушатни пирки пӗлтерсеччӗ. Чӑваш Ен пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх ку вырӑна малашне Анатолий Шарапов адвокат йышӑнӗ. Анатолий Шарапов хальччен адвокатсен Мускав коллегине ертсе пынӑччӗ, вӑлах Н. Фёдоров фондне йӗркелекенӗ тата ертӳҫи шутланать.
Регнум агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Шарапов Анатолий Александрович 1951 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗнче Волгоград облаҫӗнчи Черебаево ялӗнче ҫуралнӑ. 1977 ҫулта Сарӑту юридици институтне пӗтернӗ. Юридици ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Авланнӑ, ывӑлпа хӗр пур.
|
Хаклӑ хӑнасем, юлташсем, туссем! Chuvash.Org пӗрлӗх сире пурне те ҫитсе пыракан Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлать! 2008-мӗш ҫул Китай гороскопӗ йӗкехӳре ҫулӗ пулӗ. Ҫак ҫул сире пурне те ырлӑх-сывлӑх, иксӗлми телей, вӑрӑм кунҫул сунасшӑн!
Начарри кивӗ ҫулта юлтӑр, ҫӗнӗ ҫулта сире лайӑххи, телейлипе ырри кӑна лектӗр! |
Ҫитес ҫул, кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче А.С. Грибоедов ячӗллӗ вулавӑшра Илья Тукташ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май литературӑпа юрӑ-кӗвӗ каҫӗ иртӗ. Енчен те кам та пулин пӗлмест пулсан — Илья Тукташ Чӑваш Ен гимнӗн авторӗ.
Мероприятине Санкт-Петербургри чӑваш наципе культура автономийӗ йӗркелет. Юбилей каҫне «Нумай нациллӗ Санкт-Петербург» ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗпе Ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн членӗсем, ытти ентешлӗх ҫыннисем килӗҫ.
Ыйтса пӗлмелли инҫесас 982-28-54. Мероприяти 13 сехетре пуҫланать, укҫасӑрах кӗртеҫҫӗ. Кам килме пултарать — пурне те чӗнетпӗр! |
Иртнӗ эрнере Муркаш районӗнче вӗренекенсем хушшинче чӑваш халӑх юррисене юрлакансен «Саркайӑк» ятлӑ II-мӗш фестивалӗ иртрӗ. Фестивале Муркаш районӗнчи Республика Кунне халалласа чӑваш халӑх пултарулӑхне упраса хӑварма ирттереҫҫӗ. Конкурса 7-18 ҫулхи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ, ҫавӑн пекех ушкӑнпа юрлама юрамасть.
Ку хутӗнче фестивале пурӗ 34 ача хутшӑнчӗ — вӗсем пурте икшер юрӑ юрласа пачӗҫ. Конкурса хаклакансем 5 лауриатпа 5 дипломанта суйласа илчӗҫ. Кубока Шомик шкулӗнче вӗренекен Поляков Алексей ҫӗнсе илчӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Муркаш район администрацийӗн вӗрентӳ, ҫамрӑксен политики, физкультурӑпа спорт уйрӑмӗн ертӳҫи ячӗпе Республика конкурсне каймалли хут илчӗ. Алексей Поляков Республика шайӗнче иртекен конкурсра ҫӗнтерессе пӗтӗм Муркаш районӗ шанать пулӗ. Эпир те ӑна ҫав конкурса ӑнӑҫу сунатпӑр.
|
Раштавӑн 22-мӗшӗнче Шӑхасанти физкультурӑпа спорт комплексӗнче арҫын ушкӑнӗсен хушшинче Канаш районӗн волейбол кубокӗ иртрӗ. Унта Тӑвай районӗн ушкӑнӗ те хутшӑнчӗ. Хӑйсен ушкӑнӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ хыҫҫӑн ҫурма финалта вӑл тепӗр ушкӑнта пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ Вӑрнар районӗн ушкӑнӗпе выляма тӳр килчӗ. Чи малтан вӑйӑ Тӑвайсене майлӑ пычӗ — 1-мӗш партинче ҫӗнтерчӗҫ, анчах та вӗҫӗнче Вӑрнар районӗн ушкӑнӗ лайӑхрах выляма пуҫланӑ пирки Тӑвайсем выляса ячӗҫ. 3-мӗш вырӑншӑн Комсомольски районӗн ушкӑнӗпе ӑмӑртма тиврӗ. Йывӑр кӗрешӳре ҫӗнтерсе ҫак волейбол кубокӗнче 3-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. 1-мӗш вырӑн Вӑрнарсене, 2-мӗш вырӑн Шупашкар районӗн ушкӑнне лекрӗ.
|
2008-2010 ҫулсем хушшинче Шупашкарта пысӑк промышленность центрӗ — индустриллӗ техника паркне уҫасшӑн. Кун пирки хула мэрийӗн пресс-служби пӗлтерчӗ.
Хула мэрийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх вӑл центр валли пурӗ 10 гектар ҫӗр уйӑрса парасшӑн, производство лаптӑкӗ 25 пин тв. м. ытла пулӗ, ӑна хута ямашкӑн 30 миллион доллар укҫа-тенкӗ тӑкаклама шутланӑ.
Чи малтан бетонпа пуҫтаруллӑ тимӗр-бетон кӑларакан заводсем туса лартма палӑртнӑ. Вӗсен шутне хӑвӑллӑ мачча плитисене кӑларан цехсем те кӗрӗҫ.
Иккӗмӗш хутӗнче вара горизонтальлӗ тата вертикальлӗ май хӑпартмалли элементсене тата металл конструкцийӗсен завочӗсене тума палӑртнӑ.
Технопарка регионти промкомплекса аталантармалли тата "Раҫҫей гражданӗсене ҫителӗклӗ тата хӑтлӑ ҫуртсемпе тивӗҫтересси" патшалӑх проекчӗсене пурнӑҫламашкӑн туса лартӗҫ. Технопарк инвесторӗ тата тӑваканӗ — "Крост" концерн.
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |