Шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗн тӗп конференц-пӳлӗменче «Чӑвашсен йывӑҫ эрешӗсем» ятлӑ кӗнекен кӑтармӑшӗ иртрӗ. Кӗнеке авторӗсем Геннадий Иванов-Орков тата Пётр Мазуркин ӑста. Кӑтартмӑшра Чӑваш кӗнеке издательсвин тӗп редакторӗ кӗнеке ҫинчен ҫинчен каласа пачӗ. Кӗнекепе паллашма килнӗ хӑнасем Пётр Мазуркина парнесем пачӗҫ, ӗҫре ӑнӑҫу сунчӗҫ. Кӗнеке "Халӑх ӑстисен опычӗ" ярӑмра тухнӑ. Маларах ку ярӑмра Е. Жачевӑн "Чӑваш тӗрри" кӗнеке тухнӑччӗ. Ҫитес вӑхӑтра ҫак ярӑмрах В. Минеевӑн кӗнеки те тухӗ. Паллах, кӗнекене кӗнеке лавккисенче туянма май пур.
|
Нумай пулмасть Википедин чӑваш уйрӑмӗнче пӗр ҫӗнӗлӗх кӗчӗ — тӗп страницӑра «Паянхи сӑн» пай уҫӑлчӗ. Ку Википедин пӗрлехи проекчӗ. Кашни кун валли уйрӑм ӳкерчӗк уйӑрса илеҫҫӗ. Ҫак ӳкерчӗке эсир куратӑр та ӗнтӗ.
Википеди пирки калаҫу пуҫланӑран унти ӗҫсем пирки пӗр-ик сӑмах каласа хӑварар: статьясен шучӗ 6800 иртрӗ, Ҫӗнӗ Ҫулччен 7 пине ҫитересшӗн. Сӑмах май пилӑшу ыйтатпӑр — эсир ҫрмасан 200 статья ҫыраймӑпӑр. |
Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Онамастика ыйтӑвӗсем: йывӑрлӑхсемпе малашлӑх» ятлӑ конференци иртӗ.
Конференци темисем: * хальхи халӑх чӗлхин уҫлӑхӗнчи ономастика тӗпчевӗсен вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ; * Хӗвелтухӑҫ Европӑри ономастиконӑн топономика вӑхӑчӗпе генетика сийӗсем; * Уралпа Атӑлҫи тӑрӑхри халӑхсен антропосистеми; * Регионсем хушшинчи ономастикон валли пӗтӗмешле фонд йӗркелесси; * хальхи илемлӗ тата ӑслӑлӑх литературӑри онимсем; * таврапӗлӳҫӗ материалӗсем: шкулсем, аслӑ шкулсем тата культура учрежденийӗсем; |
Ҫеҫпӗлти тӗслӗх вулавӑшӗнче Ҫеҫпӗл вулавӗсен эрни пырать. Ӑна библиотека заведующийӗ Г.Шадрова тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Е.Сергеева хатӗрленӗ. Ҫак кунсенче ялти шкулта 10 класра вӗренекенсем «Асран кайми Ҫеҫпӗл» ятпа йӗркеленӗ кӗнекесен куравне хутшӑнчӗҫ.
Галина Ивановна ачасене «Пирӗн Ҫеҫпӗл», «Чӗнет пире вӗри чӗре», «Ҫеҫпӗлсем хӑнасене яланах тарават» фотоальбомсемпе тата «Подснежник Чувашии», «Родина Михаила Сеспеля» буклетсемпе паллаштарчӗ. Чи интересли вӗсемшӗн «Сеспелиана» электроникӑллӑ ҫул кӗнеки пулчӗ.
|
Раштав уйӑхӗн 4-мӗшпе 6-мӗшӗ хушшинче Чӑваш Республикин вӗрентӳ институтӗнче чӑваш наци шкулӗсенче Тӑван Ен культурине вӗрентекенсен семинарӗ иртӗ. Семинарта ӗҫ тетрачӗсене усӑ курса ТЕК (Тӑван Ен культури) предмета вӗрентмелли мелсене, вӗренекенсене олимпиадӑсене, ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсене хатӗрлессине сӳтсе явӗҫ.
Семинар 10:00 сехетре пуҫланӗ, 216 пӳлӗмре регистрацилеҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли инҫесас: 45-07-44 |
Дискотека йӗркелесси пулсах каймасть пулас Мускавсен. Ҫапах та чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Прожектор» КК концерт пулӗ. Йӗркелекенӗсем — Федераллӑ тата Мускаври чӑваш наципе культура автономийӗ. Пуҫламӑшӗ — 18 сехетре. Концертра чӑваш эстрадин артисчӗсем арӑ-кӗвӗпе савӑнтарӗҫ. Ҫавӑн пекех эсир унта дисксемпе кассетӑсем, DVD-киносем, видео-0спектакльсем туянма пултараттӑр.
Чӑваш мероприятийӗсене татӑшах ҫӳрекенсем «Прожектор» ӑҫта вырнаҫнине пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, пӗлменнисене вара ҫырса хума сӗнетпӗр: Мускав хули, 1-мӗш Владимирски ур., 10B ҫурт. Епле ҫитмеллине кунта ӳкерсе кӑтартнӑ: http://dkprojector.ru/images/map.jpg |
Чӑваш этеплӗхне аталантаракансем эсир – ПУТЕНЕСЕМ!
Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ульяновскри филармонире облаҫри чӑваш ачисен пӗрремӗш юрӑ фестивалӗ – “Путене” иртрӗ. Ӑна йӗркелекенсем – УОЧНКА тата облаҫри вӗрентӳ департаменчӗ. Уява И.Я. Яковлев 160 ҫул тултарнине халалланӑ. Унта тӗрлӗ районсенчен пурӗ 195 ача хутшӑнчӗ.
Пӗчӗк артистсене саламлама кӗпeрнаттӑра пулӑшаканӗ Т.В. Сергеева, вӗрентӳ департаменчӗн представителӗ Е.Н. Моргун, Хула Думин ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ П.К. Столяров, УОЧНКА ертӳҫи В.И. Сваев, вӗрентӳ департаменчӗн тӗп специалисчӗ Ф.Т. Улендеева пынӑ. Малтанах сӑмах Татьяна Сергеева илчӗ: - Паян сирӗншӗн чӑн-чӑн уяв. Ман шутпа, сирӗн хушӑрта ҫӗнтерӳҫӗсем пулмалла мар. Туслӑх ҫӗнтерӳҫӗ пултӑр! Елена Моргун чӑваш ачисен уявӗнче пӗрремӗш хут. Вӑл пултаруллӑ ачасемшӗн савӑнни пирки пӗлтерчӗ. "Эсир – халӑх культурине аталантаракансем", – терӗ вӑл ӑнӑҫусем сунса. Владимир Сваев чи малтан ачасемпе ырми-канми тӑрӑшакан вӗрентекенсене, ашшӗ-амӑшне тав сӑмахӗ каларӗ. "Малашне те чӑвашлӑха аталантарас ӗҫе ачасене явӑҫтармалла. Чӗлхе, культура сыхланса юласси—вӗсенче", – терӗ вӑл. |
Тутарстанпа Ульяновск облаҫӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентӳҫисем чӑмӑртанса ӗҫлеме тӗв турӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Тутарстанри Теччӗ районӗнче – Кӑнна Кушкинчи вӑтам шкулта – икӗ регионти тӑван чӗлхемӗре вӗрентекенсен конференцийӗ иртрӗ. Унта Ульяновск облаҫӗнчен – 17, Теччӗ районӗнчен – 15 вӗрентӳҫӗ хутшӑнчӗҫ. Конференцин тӗп теми – “И.Я. Яковлев еткерлӗхe тата хальхи шкул”. Конференцие йӗркелекенсем – облаҫри вӗрентӳ департаменчӗ, УОЧНКА тата Теччӗ районӗн вӗрентӳ уйрӑмӗ. Ҫула тухас умӗн Чӗмпӗр Ен вӗрентӳҫисем Аслӑ Патриархӑмӑр палӑкӗ умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ. Палӑртни лайӑх пурнӑҫлантӑр тесе авалхи йӑлапа И.Я. Яковлевран пил илчӗҫ. Иван Яковлевич ҫӗрӗ хӑнасене яланхи пекех ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗ. Малтанах вӗрентӳҫӗсене ял администрацин пуҫлӑхӗ С. |
Ҫитес ҫуркунне Константин Иванов ҫырнӑ «Нарспи» поэма «Сказки и предания чуваш» - «Чӑваш халапӗсем» кӗнекере пичетленсе тухнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Пӗлтерӗшлӗ ҫак саманта Чӑваш хӑлах, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ Праски Витти (В.П.Петров) нумайлӑха асра хӑварма шухӑш тытнӑ. Сӑмах акӑ мӗн пирки: Виталий Петрович «Нарспи0 поэмӑна пӑхмасӑр калакансен конкурсне ирттересшӗн. «Чӑваш, ку поэма сан ҫинчен, — тет паллӑ ӳнерҫӗ. — Эсӗ кил-ҫуртунта ӗҫлетӗн-и, чухӑн-и е ҫав тери пуян-и — вула, поэмӑра хӑвна куран; хӗр-упраҫ — ӗҫлеме, юрлама, ташлама вӗренсе пыратӑн, юрату килет... Мӗнле шӑпаллӑ пулӑн Эсӗ, телейлӗ е хуйхӑллӑ... вула, хӑвна курӑн. Чӑваш, таран шухӑшлӑ ку произведенире хӑвӑн пурнӑҫна — пулни-иртнине, паянхине, пулассине — пӗтӗмпех курма май пур, вула». Тӑван халӑхӑн гениллӗ поэтне хисеплесе, вилӗмсӗр «Нарспи» поэмӑна чӑваш хушшинче тата вӑйлӑрах пропагандӑлас тӗлӗшпе «Хыпар» хаҫат Праски Виттине пулӑшма тӗв тытрӗ, асӑннӑ конкурсӑн информаци спонсорӗ пулма килӗшрӗ. |
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май поэзи каҫӗ иртӗ. Ҫавӑн пекех ку мероприятинче пӗрле Геннадий Никандрович Волков СССР педагогика Академийӗн тата Раҫҫей вӗрентӳ Академийӗн чӑн членӗ, чӑваш этнопедагогикин «ашшӗ» 80 ҫул тултарнӑ май ятарлӑ чыславӗ иртӗ. Ку мероприятисене Чӑваш Республикин вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Хусанкай Академийӗ тата академи драма театрӗ йӗркелет. Сцена ҫине кӑлараканӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Митта Ваҫлейӗ Премийӗн лауриачӗ Надежда Кириллова. Ӳнерҫӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Владимир Шведов. Мероприяти 18 сехет ҫурӑра пуҫланӗ, чӑваш поэзине кӑмӑллакансене пурне те чӗнетпӗр! Билет хакӗ 40-90 тенкӗ. Билетсене туянмашкӑн тӗплӗн ыйтса пӗлмелли телефонсем: 624-616, 625-495. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |