![]() Конференцие хутшӑннисем Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Шуркасси шкулӗнче пултаруллӑ чӗлхеҫе, ӑста педагога тата халӑх ӗҫӗн хастарне, ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Василий Алексеевич Андреева (1960–2002) халалланӑ ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Ю.Н. Исаев ертсе пычӗ. Конференци ӗҫне университет, педуниверситет, гуманитари институчӗ тата Чӑваш наци конгресӗ, Канаш район администрацийӗ, «Ӳсӗмлӗх чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗ, Г.С. Лебедев ячӗллӗ интернат лицей хутшӑнчӗҫ. Тухса калаҫакансен йышӗнче В.Г. Родионов, В.А. Абрамов, А.П. Хусанкай, Л.П. Петров тата ыттисем пулчӗҫ. В.А. Андреев доцент хӑй вӑхӑтӗнче университетра чӑваш филологийӗпе культура факультетне йӗркелеме явӑҫнӑ, унӑн пӗрремӗш деканӗн Г. |
![]() Телеканал страници Тенчипе паллӑ Youtube сервисра «Сӑвар» TV канал уҫалнӑ. Ӑна уҫаканни — чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ. Хальхи вӑхӑтра интернетри телеканалра Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 111 ҫул ҫитнине халалланӑ митингри (чӳкӗн 16-мӗшӗнче иртнӗ) телекурмасем вырнаҫнӑ. Малашне ку канал урлӑ ытти мероприятисене лартма палӑртаҫҫӗ — тӗслӗхрен, юпан 24-мӗшӗнче иртнӗ деклорацие йышӑннӑранпа 20 ҫул ҫитнине палӑртнине, терлӗ ҫулсенче ӳкернӗ чунҫӳреври материалсене. «Сӑвар» видеостуди ӳкерме хутшӑннӑ чылай мероприятипе ҫак канал урлӑ паллашма май пулӗ. Чӳкӗн 26-мӗшӗнче эпир ирттерекен «Асамлӑх ҫулӗ» кӗнекен хӑтлавне те ҫак канал урлӑ ҫутатма палӑртаҫҫӗ. Телеканал тӗллевӗ — май ҫитнӗ таран чӑваш ҫамрӑкӗсен пурнӑҫӗпе, вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ «Чӑваш Ен» ГТРК ӳкермен, ҫутатман мероприятисемпе паллаштарасси. Канал тӳлевсӗр, унӑн материалӗсемпе тӗнчери пур ҫын та паллашма пултарать — ҫӗнӗ телекурмасем илсе тӑма ҫырӑнмалла ҫеҫ.
«Сӑвар» пӗрлешӗве 20 ҫул каяллах йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Владимир Шакров — Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑх ӗҫне туса пыраканни Чӳкӗн 18-19-мӗшӗнче Чӑвашри пур муниципалитетра та депутатсен пухӑвӗ иртнӗ, халӑх суйланӑ ҫынсем сити-менеджерсене ҫирӗплетнӗ. Чылай район-хулара лару-тӑру улшӑнман — пуҫлӑха малтанхи ҫынсенех суйланӑ. Йышӑнакан должность ячӗ ҫеҫ вӗсен улшӑннӑ. Тепӗр енчен кирлех пулнӑ-ши вӑл, таҫти мериккан-европ енчен килнӗ термина усӑ курасси? Пушӑ ӗҫ туни кӑна мар-ши? 4 администрацин пуҫлӑхӗ вара улшӑннӑ: Сӗнтӗрвӑрри районне малашне Юрий Моисеев, Канаш хулине — Родион Мясников, Ҫӗмӗрле хулине Андрей Броницин, Шупашкар районне — Виктор Михайлов ертсе пырӗҫ. Тӑвай районӗн администраци пуҫлӑхне вара суйлайман, тесе пӗлтерет Чӑваш наци радиовӗ. Чӑваш Ен президент администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх ку районта ертӳҫӗне ҫирӗплетес ӗҫе халӗ пӗтӗмпех ҫенӗрен тума тивӗ — уйӑх ытла иртме пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кӑнтӑр Корея енчи тӗтӗм. CNN сӑнӗ Паян ирхине, чӳкӗн 23-мӗшӗнче Кӑнтӑрпа Ҫурҫӗр Корея хушшинчи хирӗҫӳ вӑйланнӑ — ирхине ҫӳрҫӗрти патшалӑх ҫарӗ тупӑсенчен Енӗпхентӑ (выр. Енпхендо) архипелагне кӗмсӗртеттернӗ. Кӑнтӑр Корея ҫарӗсем тӑхтаса тӑмасӑрах вӗсене хирӗҫ хуравланӑ. Ҫурҫӗр Корея кӳрше хирӗҫ 200 снаряд вӗҫтернӗ, Кӑнтӑр Корея 80 хут пени паллӑ. Ренхап агентство пӗлтернӗ тӑрӑх кӑнтӑр корейсен пӗр салтакӗ вилнӗ. CNN вара 15-ккӗшне аматни пирки пӗлтерет. Ҫурҫӗртисен хушшинче миҫе салтак вилнипе аманни пирки хальлӗхе паллӑ мар-ха. Ку хирӗҫӳ Азири фонд индексӗсене те пырса тивнӗ — вӗсем 1-2% чакнӑ. Тупӑран пӗр-пӗрне пени доллар хакне ӳстернӗ, корей вонӗн хакне чакарнӑ. Пулӑма тишкерекенсем вӑрҫӑ сӑлтавӗ нумай пулмасть патшалӑхсен чикки ҫывӑхӗнче кӑнтӑр корейсемпе мериккансен ҫарӗсем вӗренӳ ирттернипе ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. ДКХР ӑна хирӗҫ тӑни паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чи илемлӗ кӗнеке» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ӑмӑртура 2009-2010 ҫулсенче кӑларнӑ кӗнекесене пӑхса тухнӑ. Хаклавҫӑсен (Ю.В. Викторовпа А.И. Мордвинова ӳнер тӗпчевҫисем, З.И. Чернова, Г.С. Самсонова, С.А. Бритвина, И.М. Амосова ӳнерҫӗсем) кӗнекисен дизайнне ҫак номинацисенче пӑхса тухмалла пулчӗ: илемлӗ литература, ача-пӑчасен литератури, ансат чӗлхеллӗ ӑслӑлӑх литератури тата вӗренӳ литератури. Ансат чӗлхеллӗ ӑслӑлӑх литературин номинацийӗнче чи илемли шутне Чӑваш кӗнеке издательстви 2009 ҫулта кӑларнӑ «Терентий Дверенинӑн чӑваш тӗнчи» кӗнекене кӗртрӗҫ. Ку кӗнеке пысӑк хака иккӗмӗш хут тивӗҫет. Кӑҫал пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ӑна Мускавра чи лайӑх кӗнеке шутне кӗртсе хисеплӗ дипомпа палӑртнӑччӗ. Ку кӗнеке Терентий Дверенина Чӑваш Республикин Патшалӑх премине илме те пулӑшрӗ, вӑл лауриат пулса тӑчӗ. Унсӑр пуҫне кӑҫал Мускавра унӑн куравӗ те иртнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӳкӗн 28-мӗшӗнче, вырсарникун, «Шупашкар» суту-илӳ ҫуртӗнче (ТД «Шупашкар») ҫӗнӗ клуб проекчӗ, чӑвашсен чаплӑ каҫӗ ҫуралать! Ячӗ — Аван party! «Виктория» кафере иртӗ. Сире кӗтеҫҫӗ: Стас Комиссаров, Ирина Музыкантова, Костя Рязанов, Типшӗм Сашук тата ыттисем.
Ан манӑр, пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра (18:30). Билетсене 62-35-61 инҫесас номерӗпе туянма пулать. Хакӗ: каччӑсемшӗн — 150 тенкӗ, хӗрсемшӗн — 100 тенкӗ. |
![]() Саламланӑ самант Кӗҫнерникун, чӳкӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкар хулин депутачӗсен черетлӗ Пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Депутатсем сӳтсе явнӑ тӗп ыйтусенчен пӗри — хула администрацийӗн пуҫлӑхне ҫирӗплетесси пулнӑ. Маларах, конкурс комиссийӗ ҫак вырӑна йышӑнма тӑратнӑ виҫӗ ҫын программине пӑхса тухнӑ. Николай Емельяновӑн программи чи лайӑххи тесе палӑртнӑ. Депутатсем комисси ӗҫӗпе килӗшнӗ, хула ертӳҫи Леонид Черкессов Николай Емельяновпа контракт ҫырса ҫирӗплетнӗ. Шупашкар хула администрацийӗн ҫӗнӗ ертӳҫи хӑйне шанса панӑ ӗҫе тивӗҫлӗ туса пырасси пирки пӗлтерчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӑмӑрту саманчӗ Иртнӗ кӗҫнерникун, чӳкӗн 18-мӗшӗнче, шкул ачисем шахматпа выляса ӑмӑртнӑ. Ахаль выляман, ку ӑмӑрту Чӑваш Ен Президенчӗн Кубокӗшӗн иртекен XIII Спартакиада шутне кӗрет. Финалта районсенчи 6 ушкӑн тата хула ачасем тупӑшрӗҫ — вӗсем маларах хӑйсен районӗсемпе хулисенче мала тухнӑ пулнӑ. Ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн чи маттур шахматҫӑсем Ҫӗнӗ Шупашкарсем пулни палӑрнӑ, вӗсем ыттисенче лайӑхрах выляни сисӗннӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене вара пӗр-пӗринчен пӗр очко ҫеҫ уйӑрса тӑнӑ. Ҫапла май Шупашкар хулин ушкӑнӗ иккӗмӗш вырӑна лекнӗ, Элӗк районӗн ачисем — виҫҫӗмӗшне. Унсӑр пуҫне Ҫӗмерле хулипе Елчӗк районӗн ачисем лайӑх вылянине палӑртма пулать. Мала тухнӑ пур ушкӑна та медальсемпе, дипломсемпе тата асра юлмалли парнесемпе чысланӑ. Мала тухнӑ ятпа эпир пурне те саламлатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкар районӗн стелли. Admin сӑнӳкерчӗкӗ Нумай пулмасть республика шайӗнче ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен уявӗ иртрӗ. Шупашкар районӗ унтан пушӑ алӑпа таврӑнман — 1-мӗш степеньлӗ диплома тата 70 пин тенкӗ премине тивӗҫнӗ. Чӑваш Енре агропромышленность комплексне аталантарасси ҫинчен калакан тӗллевлӗ программӑна ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлассипе шупашкарьенсем муниципаллӑ районсем хушшинче ҫурҫӗр зонӑра пӗрремӗш пулнӑ. Преми укҫине тухӑҫлӑ ӗҫлекен районти ял хуҫалӑх предприятийӗсене парӗҫ — ҫапла пӗлтерет район хаҫачӗ «Тӑван Ен». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш наци музейӗ Чӳкӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче «Чӑвашсен авалхи тӗнчи» фильм презентацийӗ иртрӗ. Унӑн авторӗ — Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗренсе пӗлӳ илнӗ, Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗн Патшалӑх Канашӗн ӗҫченӗ Владимир Галошев. Фильм чӑвашсен мифологийӗпе историйӗ ҫинче никӗсленнӗ. Презентацире факультет студенчӗсемпе вӗрентекенӗсем хастарлӑх кӑтартнӑ. Чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗ кафедрин доценчӗ, ЧНК вице-президенчӗ Валентин Абрамов факультет ячӗпе В.Галошева саламланӑ, пултарулӑхра ӑнӑҫусем суннӑ, факультет юбилейне чӗннӗ. Сӑмах май, В.Галошев — ЧФКФ эмблемин авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |