Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнелме пуҫларӗ — кӗпи те улшӑнчӗ, тытӑмӗ те. Куҫпа курӑнмасть пулин те — сайт ӑшӗнче самай пысӑк улшӑнусем пулса иртрӗҫ. Ҫӗнӗлӗхсем сайт аталанӑвне хӑвартлатма тивӗҫ — паллӑ ӗнтӗ, вӑхӑт ыйтӑвне тивӗҫтерменни унӑн тӗп ҫитменлӗхӗсенчен пӗри. Чи малтанах сӑмахсарсенчи шырава лайӑхлатмалла — сӑмахсене шалти текстра шырама пӗлни кирлӗ. Унсӑр пуҫне кашни сӑмахӑн тулли ӑнлантарӑвне кӗртни те кирлӗ.

Тӗпрен илсен сӑмахсарсен сайчӗ пӗр 4 ҫул ҫурӑ каялла, 2007 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑнса. Чи малтанах унта М.И. Скворцов редакциленӗ чӑвашла-вырӑсла словаре кӗртнӗччӗ (сканерланӑскер, чылай йӑнӑшлӑскер пулин те...). Каярахпа ытти сӑмахсарсемпе те пуянланчӗ — хальхи вӑхӑтра унта пурӗ 6 тупма пулать. Нумай пулмасть кӗртни — Э.В. Фоминпа А.М. Иванова хатӗрленӗ «Чӑваш чӗлхин ретроспективлӑ ӑнлантару словарӗ».

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://samah.chv.su
 

Вырсарникун, утӑн 17-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Пушнар ялӗнче чаплӑ уяв иртрӗ — Анна Матвеевна Фёдорова 100 ҫул тултарнине паллӑ турӗҫ.

Саламлама Етӗрне районӗнчи пенси фончӗн управленийӗн начальникӗ Ирина Облинова, районти ветерансен канашӗн председателӗ Алевтина Абакумова, Етерне ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Людмила Чернова пынӑччӗ. Юрӑ-ташӑ саламне вара «Пилеш» фольклор ушкӑнӗ илсе ҫитерчӗ.

Анна Матвеева 17-ре Иван Фёдоровпа пӗрлешнӗ. Туслӑ кил-йышра перин хыҫҫӑн тепри тенӗ пек пилӗк ача ҫуралнӑ. Шел те, вӗсенчен виҫҫӗшӗ ҫеҫ пурӑнайнӑ. Мӑшӑрӗ вӑрҫӑра хыпарсӑр ҫухалсан Анна Матвеевна аллине усман — виҫӗ ачине хӑйех ура ҫине тӑратнӑ.

 

Сморотин ялӗ. Антонов Сергей сӑнӗ
Сморотин ялӗ. Антонов Сергей сӑнӗ

Иртнӗ кӗҫнерникун, утӑн 14-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Сморотин ялӗнче халӑх пухӑвӗ иртрӗ — Элӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе пӗрле вӗсем тӗрлӗрен ыйтусене пӑхса тухрӗҫ.

Чи малтанах пушартан сыхланас тӗлӗшпе ялта каҫхи хурал йӗркелес терӗҫ. Ҫитес вӑхӑтра Элӗк районӗнче иртмелли «Чи хӑтлӑ ял» конкурс-ӑмӑртӑва та хутшӑнас терӗҫ — яла тирпей кӗртме шут тытрӗҫ.

Ял старостине икӗ ҫынна суйларӗҫ. Пӗри ершеймесен, ыйтӑва тепри татса пама пултарӗ терӗҫ ӗнтӗ (шел те, ҫӑлкуҫра ячӗсене пӗлтермен).

Ашшӗ-амӑшне уйрӑмах шкул автобусӗ яла кӗменни пӑшӑрхантарать иккен — асфальт ҫулӗ пур ҫинчен ҫул сарлакӑшӗ май памасть тесе ямаҫҫӗ. Ефремов Александр Николаевич ку ыйтупа шкул директорӗ патне тухма, унпа калаҫса илме шантарчӗ.

 

Турул арканнӑ самант
Турул арканнӑ самант

Нидерландӑн Хоогерсмилд хулинче телевидени турулӗ персе аннӑ — патшалӑхӑн пӗр пайӗнче хальхи вӑхӑтра телекуравпа радио ӗҫлемест.

Пӑтармах пушартан пуҫланнӑ — 100 метр ҫӳллӗшӗнче паллӑ мар сӑлтава пула вут хыпса илнӗ. Пушарпа кӗрешекенсем ӑна сӳнтернӗ пулин те — сиенленнӗ конструкци чӑтайман, арканса кайнӑ. Пӑтӑрмахра ҫынсем аманман — хӑрушлӑха туйса вӗсене маларах унтан кӑларнӑ пулнӑ.

Арканса кайиччен ку турул патшалӑхра чи ҫӳллисенчен пӗри пулнӑ. Ӑна 1959 ҫулта хӑпартнӑ — пӗтӗмӗшле ҫӳллӗшӗ 303,5 метр. 1968 ҫулта пӗлӗтсем аялта пулнӑран F-100 самолет ҫак турула тытса тӑракан пӗр пралука татса кайнӑ пулнӑ. Ун чухне ытла нумай сиенленмен самолет ҫӗр ҫине ларма пултарнӑ, турул вара кӑшт тайӑлнӑ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2011/07/16/fires/
 

Ял палли
Ял палли

Уҫырма ялӗ Канашран инҫе мар вырнаҫнӑ — кунта ҫитме 2 ҫухрӑм ҫеҫ кирлӗ. Ялӗ вара ыран 365 ҫул тултарнине уявлӗ — ӑна 1646 ҫулта никӗслени паллӑ.

Паян, утӑн 15-мӗшӗнче ял уявӗн тӗп репетицийӗ иртнӗ — нумай халӑх вырнаҫмалӑх сӗтел хатӗрленӗ, асфальт ҫул хӗрринчи чикӗ чулӗсене сӑрласа тухнӑ, куравсемпе стендсем йӗркелесе ҫитернӗ.

Уҫырма ял уявӗ чаплӑ иртмелле — шӳрпе те пулӗ, спорт вӑййисем (урамсем футболла тат волейболла ӑмартӗҫ, кире спорчӗнче мала тухма тӑрӑшӗҫ, вӗрен туртӗҫ тата ыт.те) те. Ҫӗнтерӳҫӗсене чаплӑ парнесем кӗтӗҫ — вӗсене спорсорсем хатӗрлесе те хунӑ ӗнтӗ. Ҫамрӑксем валли каҫхи кану каҫӗ пулӗ.

Ял халӑхӗ пурне те хӑнана, уява чӗнет!

 

Уҫырма ялӗ картта ҫинче
Уҫырма ялӗ картта ҫинче

Канаш районӗнчи Уҫырмара ҫуралса ӳснӗ Иван Андреев халӗ Тӗмен облаҫӗнчи Белый Яр поселокра пурӑнать. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ пулин те ӗҫлет-ха вӑл. Отпуск вӑхӑтӗнче ҫулсеренех тӑван ене таврӑнать. Ашшӗ-амӑшӗнчен юлнӑ йывӑҫ пӳрт кивелнӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа Иван Федорович ҫӗнӗ ҫурт ҫӗклеме шухӑш тытнӑ.

Киввине сӳтнӗ чухне кил-тӗрӗшре усӑ куракан авалхи хатӗр чылай тухнӑ. Иван Андреев вӗсене Уҫырма шкулӗн музейне панӑ. Вӗсен йышӗнче — сӑра вӗретмелли хатӗрсем, ут таврашӗ, савӑт-сапа. Уҫырма ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Иванов Иван Федоровича экспонатсемшӗн тав тунӑ.

 

Археологсем чаваҫҫӗ
Археологсем чаваҫҫӗ

Утӑн 7-мӗшӗнче Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ Шашкар хулашӗнче археологсем ҫӗр чавса тӗпчев пуҫланӑ. Экспедицине Чӑваш наци музейӗн ӗҫченӗсем пуҫланӑ. Вӗсене Муркаш районӗнчи халӑх та пулӑшу кӳрет.

Паян, утӑн 14-мӗшӗнче хулаш вырӑнне унти ӗҫсемпе паллашма Муркаш районӗн культура тата архив ӗҫӗн пайӗн начальникӗ А.Е. Андрееваӑпа Ильйинка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ю.В. Перцов килсе кайрӗҫ.

Шашкар хулашне 2007 ҫулта тупнӑ. Археологсем кунта кашни ҫулах килеҫҫӗ. Вӗсен шучӗпе ҫак вырӑнта ҫынсем пурӑннӑ, анчах та хальлӗхе вӑл ӑҫта вырнаҫнине тупайман-ха. Кӑҫал археологсем тимӗр шӑратмалли кӑмакасене тӗпчеҫҫӗ. Вӗсен шухӑшӗпе пурӗ кунта 7 пулнӑ. Пӗлтӗр 1-мӗшне тӗпченӗ, кӑҫал — 4-мӗшӗ кӑсӑклантарать. Кӑмакасене вӑтам ӗмӗрсенче (Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑтӗнче) усӑ курнӑ.

Экспедици утӑн 29-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.

 

Чӳкҫырми картта ҫинче
Чӳкҫырми картта ҫинче

Чӳкҫырми ялӗ Тӑвайран инҫе мар, 4 ҫухрӑмра ларать. Тӗне кӗмен чӑвашсем пурӑнакан ялсенчен пӗри шутланать вӑл. Спортпа та туслӑ кунта — нумай пулмасть ялта «Атте, анне тата эпӗ — спортпа туслӑ йыш» ятпа ҫемье уявӗ иртрӗ. Ӑна хатӗрлесе ирттерекенни — вырӑнти вулавӑш заведующийӗ Федорова Л.В.

Ӑмӑртӑва Чӳкҫырминчи Степановсемпе Дмитриевсен кил-йышӗ тата Вӑрманхӗрринчи Сальниковсен ҫемьи хутшанчӗ — вӗсем пурте конкурссене хастаррӑн хутшанчӗҫ. Ыттисенчен маттуртарах Степановсем пулчӗҫ — мала тухрӗҫ.

 

«Булгария» теплоход шыв айне кайни, паллах, ахаль иртмӗ. Унашкал пӑтӑрмахсем хыҫҫӑн яланхи пекех вырӑнти хуҫалӑхсене те тӗрӗслеме пуҫлаҫҫӗ.

Ӗнер Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов «Шупашкар юханшыв порчӗ» АУО тӗпдиректорӗпе Ванифатий Шайкинпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттерчӗ. Ыйтӑвӗ — Шупашкар хула ҫыннисене турттаракан карапсем мӗнле шайра пулни. Ванифатий Васильевич предприятинчи халӑха турттаракан миҫе кимӗ пулни пирки, вӗсен тӑрӑмӗ пирки каласа пачӗ. Инкек-синкекрен епле упранни ҫинчен, вӗсенчен сыхланма ирттерекен мероприятисем пирки те сӑмах хушрӗ.

Леонид Ильич «Шупашкар юханшыв порчӗ» АУО тӗпдиректорӗпе пӗрле причал тӑрӑх сӑнаса утса тухрӗ, карапсенчи пулӑшу хатӗрӗсем мӗнлине тишкерчӗ.

 

Ӗнер, утӑн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Олег Макаров ӗҫпе Шупашкар районӗнче хӑнара пулчӗ. Ял хуҫалӑх министрӗпе Сергей Павловпа тата Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Виктор Михайловпа пӗрле вӗсем «Ольдеевская» агрофирма» АХО-на ҫитсе курчӗҫ, предприяти директорӗпе Беликова Евгенияпа калаҫрӗҫ. Шупашкартан килнӗ хӑнасене Беликова ял хуҫалӑх фирминчи ӗҫсем менле пыни пирки, вӑл мӗнле аталанни пирки каласа пачӗ. Калаҫура продукцие халӑха епле ҫитересси, предприятийӗн малашнехи ҫулӗ пирки те сӑмахларӗҫ.

Шупашкар районне кайса килни Олег Макарова килӗшрӗ — вырӑнти пуҫлӑха вӑл ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пыма тата лайӑх кӑтартусем тума сунса хӑварчӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3758, 3759, 3760, 3761, 3762, 3763, 3764, 3765, 3766, 3767, [3768], 3769, 3770, 3771, 3772, 3773, 3774, 3775, 3776, 3777, 3778, ... 3912
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лӑпкӑ эрне пулӗ. Ӑна юратнӑ ҫынпа пӗрле ирттерӗр. Хӑвӑр кутӑнлашмасан кӑмӑл улшӑнмӗ. Халӗ сире япӑх шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм сиен кӑна кӳрӗҫ. Ку сире юратнӑ ҫынпа хирӗҫтерме те пултарӗ. Кайран вара мирлешме йывӑр пулӗ.

Ҫӗртме, 09

1918
107
Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ.
1945
80
Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ
1958
67
Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ.
1965
60
Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...