![]() Нестер Янкас пӗрлӗхӗ — 20 ҫулта Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче Красноармейскинче (Тракра) Халӑх пултарулӑх ҫурчӗн ларусен залӗнче Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 20 ҫул тултарнине халалласа уяв каҫӗ иртрӗ. Уяв кӗрекинче — район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Н.И.Антонов, район администрацийӗн культура, спорт тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ А.Лебедев, Шупашкарти «Трак ен» ентешлӗх ертӳҫи А.Н.Львов, Нестер Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗ Ӑсан Уҫӑпӗ ҫыравҫӑ, Нестер Янкас шӑллӗн ывӑлӗ Валерий Кириллов, пӗрлӗх ертӳҫи Георгий Тусли, тӗрлӗ ҫулсенче пӗрлӗхе ертсе пынӑ А.А.Раськин, В.М.Михайлов, В.З.Константинов, Н.Г.Ершов-Янкер юлташсем тата 2008 тата 2009 ҫулсемшӗн пӗрлӗх Премине илме тивӗҫлӗ пулнӑ А.Яковлев журналист, Ю.Степанов-Листопад журналист тата П.Федоров юрӑҫӑ. Уява ертсе пыраканӗ — районти тӗп вулавӑш ӗҫченӗ С.А.Гурьева. Уяв асаилӳсенчен пуҫланчӗ. Чи малтанах пӗрлӗх епле йӗркеленни ҫинчен Нестер Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗ В.М.Михайлов тухса калаҫрӗ. Вӑл пӗрлӗх йӗркеленнин кун-ҫулне тӗпӗ-йӗрӗпе ҫутатса пачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
2010 ҫулхи пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсен ҫурхи уявӗ иртет!
Пуҫламӑшӗ — 18 сехет ҫурӑра! Билет хакӗ — 60 тенкӗ
Билечӗсене ҫак номерпе ыйтса илме пулать – 89053413505. Лилия Геральдовна
Пурне те хапӑл туса йыхравлатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫӑварни иртрӗНарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Муркаш районӗн Чуманкасси ял тӑрӑхӗн администрацине кӗрекен Шарпаш ялӗнче ӗлӗкхи чӑвашсен йӑлипе, ҫӑварни уявӗ иртрӗ. Унта вара кӗҫӗн ачаран пуҫласа ваттисем те хутшӑнчӗҫ. Ял хӗрарӑмӗсем хӑйсен яланхи шали тутӑра ҫыхрӗҫ. Уява библиотека ертӳҫи Иванова З.И. уҫса ячӗ. Вӑл пурне те ыр кӑмӑлтан уяв мӗнле майпа нумай ӗмӗр тӑршшӗпе аталанса пынине каласа кӑтартрӗ, пурне те сӑртран ҫунашкапа ярӑнма чӗнчӗ. Пурте хавасланса тӑвайккинчен ярӑнчӗҫ. Мӗн чухлӗ интереслӗх те хаваслӑх пулчӗ ҫав ытарайми вырӑнта. Тата ҫавӑнтах Гордеев Вячеслав хӑйӗн урхамахне урама илсе тухса ял-йыша савӑнтарма пултарчӗ. Ҫавӑнтах ӑна ачасем те хупӑрласа илме ӗлкӗрчӗҫ. Вячеслав кучӑра мӗн каҫ пуличченех ял-йыша хаваслантарса катаччи чуптарма май килчӗ. Ҫав вӑхӑтрах тата ваттисем сӑмаварпа чей вӗретсе уяв икерчи хатӗрлерӗҫ. Ҫак уяв майӗпен иртсе пынӑ май ял халӑхӗн ҫӑварни кунӗ тутлӑ шыв пек асӑмра тӑрса юлчӗ. | ||
Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Ҫирӗп вӑй-хал» тата сывлӑх» спартакиада малалла тӑсӑлнӑ май нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче университет ӗҫченӗсем хушшинче йӗлтӗрпе чупассипе ӑмӑрту иртрӗ. Хӗрсемпе хӗрарӑмсем 2 километрлӑ дистанцине чупса тухрӗҫ. А.Н. Лукина ассистент хӑйӗнпе пӗр ҫитӗнӳри ҫынсемпе ӑмӑртса 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарчӗ. Арҫынсем 3-5 километрлӑ дистанцине чупса тухрӗҫ. Пирӗн команда ячӗпе ӑмӑртӑва хутшӑннӑ В.А. Иванов профессор 3-мӗш вырӑна тухрӗ. Васильева Ф.И. аслӑ преподаватель те 3-мӗш выран йышӑннӑ. Факультет ӗҫченӗсене малти вырӑнсене тивӗҫ пулнӑ ятпа саламлатпӑр, ҫитес ӑмӑртусенче ӑнӑҫу сунатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() пӑтӑрмаха лекнӗ танк Ananova информаци агентстви Кӑнтӑр Корейӑра ҫар ҫыннисемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах пирки пӗлтерет. Каҫхи вӗрентӳрен таврӑнакан корей танкисчӗ ҫынсем пурӑнакан вырӑн урлӑ каҫнӑ чухне руль умӗнче ҫывӑрса кайнӑ тет. Ыйха юратакан (те ывӑннӑ-ха ӗнтӗ) пурӗ икӗ машина таптаса лапчӑтнӑ тет тата ҫул хӗрринчи икӗ йывӑр тиев машинине ҫӗмӗртнӗ тет. Танкӗ пӗр магазин ҫурчӗ умне пырса тӑрӑннӑ хыҫҫӑн ҫеҫ чарӑннӑ тет. Пӑтӑрмах машинсемпе ҫурсене кӑна сиен кӳнӗ, танкиста шута илмесен урӑх ҫынсем аманман. Пӗр ҫынни хӑйӗн телейне кура ҫеҫ суранланман тет — танк гусеници ларан ҫын вырӑнӗ енне ҫӗмӗрсе кайнӑ. Пӑтӑрмаха лекнӗ танкист пуҫне ҫурнӑ тата кӑкӑрне амантнӑ — ӑна пульница ӑсатнӑ. Хыпарҫӑ-агентство пӗлтернӗ тӑрӑх танкист магазин ҫурчӗ ҫумне пырса ҫапӑннӑ хыҫҫӑн ҫеҫ вӑраннӑ тет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх хӑйӗн сайчӗ урлӑ ирттернӗ «Ачасен пултарулӑхӗ» инҫет литература конкурсӗ вӗҫленчӗ. Ӑна Красноармейски районне туса хунӑранпа 75 ҫул тата Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх йӗркеленнӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалланӑ. Районти шкулсенче вӗренекенсем хӑйсен проза, поэзи тата драма жанрӗсемпе ҫырнӑ 50 яхӑн ӗҫне тӑратрӗҫ. Шкул ачисемпе вӗрентекенсем ытларах Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнчен (30 ӗҫ, вӗрентекенӗсем З.П. Михайловӑпа В.М. Михайлов), Пикшик шкулӗнчен (14 ӗҫ, вӗрентекенӗ – Л.А. Тихонова), Упи шкулӗнчен (4 ӗҫ, вӗрентекенӗ – В.В.Васильева) тата Карай шкулӗнчен (3 ӗҫ, вӗрентекенӗ – А.Ю. Никандрова) хастар пулчӗҫ. Тавах вӗсене! Ӳлӗм те ӑмӑртусене хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑнасса шанатпӑр! Ҫӗнтерӳҫӗсемпе малти вырӑна йышӑннисене тата вӗсен ертӳҫисене Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн 20 ҫулхи юбилей каҫӗнче чаплӑ лару-тӑрура чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх членӗсем Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче каҫхине 18 сехетре Красноармейски район центрӗнчи Халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн уяв каҫӗ пуҫланать. Уяв каҫӗнче пӗрлӗхӗн 20 ҫулхи ӗҫӗ-хӗлне пӗтӗмлетеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне пӗрлӗх хастарӗсем хӑйсен асаилӗвӗсемпе паллаштараҫҫӗ, литературӑпа искусство тата культура аталанӑвӗнче палӑрнӑ ентешсене 2009 ҫулшӑн тата ҫак ӗҫшӗн маларах тивӗҫнӗ Преми лауреачӗсене Нестер Янкас лауреачӗн кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллипе чыслаҫҫӗ. Ҫакӑнтах Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх сайчӗ урлӑ ирттернӗ "Ачасен пултарулӑхӗ" инҫет литература конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ятне тата малти вырӑна тивӗҫнӗ шкул ачисене чылаҫҫӗ. Уяв каҫӗ пысӑк концертпа вӗҫленет. Унта Шупашкарти артистсен тата хамӑр ентешсен пултарулӑхӗпе ӑсталӑхне курса савӑнма пулӗ. Пурне те уяв каҫне йыхӑратпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ Ҫатра-Лапсарти пӗтӗмӗшле тӗп пӗлӳ паракан шкулта Лидия Сарине шкул ачисемпе тӗл пулчӗ. Ачасем валли ҫыракан паллӑ ҫыравҫӑна вӗренекенсем кӑмӑллӑн кӗтсе илчӗҫ — ыйтусем парса ун пурнӑҫӗпе кӑсӑкланчӗҫ, парнепе чыслама та манмарӗҫ. Лидия Сарине тӗлпулура хӑйӗн ҫинчен каласа пачӗ, ачасене сӑвӑсемпе паллаштарчӗ. Тӗлпулу вӗҫленнӗ хыҫҫӑн хаклӑ хӑна шкулти музейпе паллашрӗ. Экскурсие 7-мӗш класра вӗренекен Леонтьева Оксана ирттерчӗ — шкулӑн историйӗпе, унӑн чаплӑ вӗренекенӗсемпе паллаштарчӗ.
| ||
«Ҫӗр-пин юрӑ ҫӗр-шывӗнче» кӑҫалхипе вунпӗрмӗш хут «Кӗмӗл сасӑ» эстрада юррисен фестиваль-конкурсӗ иртрӗ. Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ яш-кӗрӗм хутшӑнчӗ ҫак ӑмӑртӑва. Самара, Саратов, Оренбург, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен, Тутар, Пушкӑрт республикисенчен килнӗ юрӑҫсемпе пӗрлех Чӑваш республикин тӗрлӗ ял-хулисенчи ҫамрӑкӗсем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн 1 курсӗнче вӗренекен Ҫӗмӗрле каччи Рязанов Константин вара жюририсене хӑйӗн вӑйлӑ сассипе тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. Юлашки ҫулсенче, эстрада пирки апла-капла шухӑшсем илтӗнкеленӗ вӑхӑтра, чӑн кӗмӗл саслӑ ҫамрӑксем сцена ҫине килни уйрӑмах савӑнтарать. В.Давыдов-Анатри сӑвви тӑрӑх кӗвӗленӗ «Атте-анне» юрӑпа конкурса хутшӑннӑ Костя «Гран-при» ҫӗнсе илме пултарчӗ. Ҫавӑн пекех ЧФК факультетӗнче 2 курсра вӗренекен Дима Иванов та хӑй кӗвӗленӗ «Мӗншӗн?» юрӑпа «Чи тарӑн туйӑмлӑ юрӑҫ» ята тивӗҫрӗ конкурсра. Эпир маттур студентсене пӗтӗм чунтан саламлатпӑр, пултарулӑхӑн ҫӑмӑл мар ҫул-йӗрне такӑрлатма вӑй-халпа ӑнӑҫу сунатпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Ӗнер, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнче тӑван чӗлхе кунне паллӑ турӗ. Ку уява ЮНЕСКО 1999 ҫулта иртнӗ 30-мӗш Генераллӑ канашлӑва пӗтӗмлетнӗ май ҫирӗплетнӗ, 2000 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче вара пӗрремӗш хут уявланӑ. Уява чӗлхесен тата культурӑсен нумайенлӗхне упраса хӑвармашкӑн йӗркеленӗ. Ку уява йышӑннине ПНО-н Тӗп Ассамблейи те ырланӑ, хӑйӗн шутне кӗрекен пайташ-патшалӑхсене тӗнчери пур чӗлхесене те хӳтӗлеме тата вӗсене упраса хӑварма чӗнсе каланӑ. ЮНЕСКО ку уява тунӑ май тӗнчери ҫухалма пултаракан чӗлхесем епле пурӑннине тишкерме тата вӗсене пӗтесрен пулӑшма шутлать.
ЮНЕСКО шучӗпе ҫитес вӑхӑтра тӗнчери 6 пин чӗлхерен ҫурри таран ҫухалма пултарать — чӗлхене пӗлекен, калаҫакан юлашки ҫынсем вилме пултараҫҫӗ. 2009 ҫулхи пӗтӗмлетӳпе ЮНЕСКО Раҫҫейри 136 чӗлхен пуласлӑхӗ япӑххине палӑртнӑ, вӑл шутра — чӑваш чӗлхин те. Чӑваш чӗлхине ҫӑласси, ӑна аталантарасси — кашни чӑвашӑн тивӗҫӗ. Чӑваш ята илнӗ ҫыннӑн хӑйӗн чӗлхине май килнӗ таран упраса хӑварма тӑрӑшмалла (аха, ачисене чӑвашла вӗрентме майсем тупмалла, тӑрӑшмалла), ӑна аталантарассипе ӗҫлемелле. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |