Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Иртнӗ ҫулхи раштавӑн 7—8-мӗшӗсенче Мускавра ГОУ «Ҫутӗҫ аталанӑвӗн федераллӑ институчӗн» Пӗтӗм Раҫҫейри семинар–канашлӑвӗ иртрӗ.

Раштавӑн 7-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри семинар–канашлӑвӗнче «Цели, задачи, направления подготовки и внедрения ФГОС второго поколения» пулчӗ. Семинар вӑхатӗнче «Особенности федеральных государственных образовательных стандартов общего образования второго поколения» (А.М. Кондаков, «Просвещение» издательствӑн тӗп директорӗ), «О внедрении федеральных государственных образовательных стандартов общего образования» (Л.В.Шмелькова, Раҫҫей Ҫутӗҫ министерствин патшалӑх ҫутӗҫ политикин департамӗнчӗн пӗтӗмӗшле ҫутӗҫӗн аталанупа виҫеллӗ йӗркелев пайӗн канашҫи), «Программа формирования универсальных учебных действий у обучающихся» (О.А.Карабанова, ГОУ «ФИРО» ҫутӗҫ аталанӑвӗн методологи пайӗн ертӳҫи) тата ытти ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Семинар ӗҫне Элӗкри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлу шкулӗн вӗрентекенӗсем Ф.Н. Ивановӑпа Т.Г. Чашкова хутшӑннӑ.

Фаина Николаевна, пуҫламӑш шкул вӗрентекенӗ, пӗтӗм Раҫҫейри семинарӑн ҫавра сӗтелӗ умне тухса калаҫнӑ, итлекенсене «От слов к букве» (авторӗ — Федосова Н.

Малалла...

 

Ҫӗнӗ Ҫул умӗн Паратайп фирмӑран савӑнӑҫлӑ хыпар килчӗ — Раҫҫейри халӑхсен алфавичӗсене шута илекен шрифт кӑларнӑ. Хальлӗхе пӗр шрифт кӑна, вӑл «ПТ Санс» (PT Sans) ятлӑ. Шрифт ирӗклӗ, ӑна усӑ курнӑшӑн укҫа тӳлемелле мар.

Ӑна нумай наци пурӑнакан ҫӗршывра халӑхсен хушшинче офицциаллӑ тата ӗҫлӗ ҫырусем ҫырма юрӑхлӑ шрифтсен пуххине хатӗрлемелли проекта пурнӑҫланӑ май ӑсталаса тунӑ. Проекта килӗшӳллӗн ҫав шрифтсемех информаци ӗмӗрӗнче националлӑ ҫыруллӑхсене аталантарма тивӗҫ. Ку чӑн ӗнтӗ — 2010 ҫул ҫывхарса пырать пулин те Раҫҫейри вырӑс мар халӑхсен ку енчен пысӑк чӑрмавсем пур. Вӑл чӑрмавсене кашни халӑх хӑй тӗллӗн, хӑй пӗлнӗ пек сирме тӑрӑшать. Чӑваш чӗлхи анинче те мӗнле кӑна тумаҫҫӗ пулӗ — ятарлӑ шрифтсем хатӗрлеҫҫӗ, латин саспаллийӗсем шутне кӗрекен пӗрешкел курӑнакан саспаллисене усӑ кураҫҫӗ, латинла ҫыракан та пур.

Проект РФ пичетпе массӑллӑ коммуникаци агентстви пулӑшнипе пурнӑҫланать.

 

Гарнитура 8 начертаниллӗ — 4 стандартли; 2 — пӗчӗк кегельлӗ набор валли тунӑ пысӑк пропорциллӗ начертанисем; 2 — экономлӑ набор валли тунӑ хӗсӗк начертани.

Малалла...

 

Раштавӑн 15-мӗшӗнче Виктор Басаргин Раҫҫей Федерацийӗн регионсен аталанӑвӗн министрӗпе иртнӗ тӗлпулӑва пӗтӗмлетсе пухӑннӑ ӗҫлӗ канашлура Николай Фёдоров монохуласен списокне ҫирӗплетни ҫинчен пӗлтерчӗ. Унта Чӑваш Енри 6 хулана кӗртнӗ: Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне. РФ регионсен аталанӑвӗн министерстви ҫак хуласене федераллӑ бюджетран укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен пулӑшма шантарать.

Н.В. Фёдоров ҫак хуласем валли вӗсен экономикине аталантарма пулӑшакан пӗтӗмӗшле инноваци планӗсем хатерлеме хушрӗ. Плансене тума ӗҫ ушкӑнӗсем пуҫтарма уйӑх панӑ, явапли — Министрасен Кабинечӗн председателӗ Сергей Гапликов.

 

Сӑнӳкерчӗкре: Канаш хули, Чӑваш Енри монохуласенчен пӗри.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Хисеплӗ хӑнасем, чӑваш тетелӗн хастар ӗҫтешӗсем!

 

Chuvash.Org пӗрлӗх сире пурне те Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе сире пӗтӗм чунтан саламлать!

2009 ҫулта япӑх пулӑмсем кив ҫулта юлчӑр, лайӑххи — ҫӗн ҫулта пулӑшса пытӑр! Кӳрӗнтернине каҫарар, усал сунар мар, ырӑ тӑвакана — мухтар! Япӑххине асӑнмалла ан пултӑр, ырри тупӑнсах тӑтӑр!

Ҫапла пултӑр!

 

РАШ
25

Чӗмпӗр Енри «Канаш» хаҫат — 20 ҫулта
 Николай -Йелмел | 25.12.2009 17:51 |

Раштавӑн 30-мӗшӗнче Чӗмпӗр чӑвашӗсен «Канаш» хаҫачӗ 20 ҫул тултарать.

Чӗмпӗрте пӗрремӗш чӑваш хаҫачӗ 1918 ҫулта тухнӑ, вӑл «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» ятлӑ пулнӑ. Ӑна кӗпӗрнери вӗрентӳ комиссариачӗ кӑларса тӑнӑ.

«Канаш» — ҫӗршывра демократи улшӑнӑвӗсем пуҫланнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ хаҫат. Пӗрремӗш редакторӗ В.Ф.Ромашкин пулнӑ.

Паян издани 1350 экземпляр тиражпа тухса тӑрать. 2002 ҫултанпа коллектива Н.Н.Ларионов ертсе пырать. Редакци Чӗмпӗр хулинчи Пушкинская урамра вырнаҫнӑ (11-мӗш ҫурт). Редакцире 5 ҫын, вӗсенчен 3 журналист. Ҫак йышран 2 ҫын Писательсен союзӗнче тӑрать. «Канаш» ҫумӗнче 13 ҫул «Шевле» литпӗрлешӳ ӗҫлет. Ҫак тапхӑрта Писательсен союзне 10 ҫын ытла кӗнӗ. Редакци пулӑшнипе вырӑнти чӑваш авторӗсем 60 кӗнеке ытла кӑларнӑ. Хаҫат ӗҫченӗсем тӑрӑшнипе, область администрацийӗ укҫа-тенкӗпе пулӑшнипе 2000 ҫулта «Шевле ҫути« литература альманахӗ тата «Атӑл юрри» журналӑн виҫҫӗмӗш номерӗ пичетленчӗҫ.

Паян Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче 111 пин ытла чӑваш пурӑнать. Эпир тӑван чӗлхене манасшӑн мар, чӑвашла калаҫасшӑн, вуласшӑн, юрласшӑн. «Канаш» ҫак ӗҫре пӗр йӑх ҫыннисене пулӑшса пырать.

Малалла...

 

Нумай пулмасть ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци тӗлӗшӗнчи ӗҫсене тӗлӗслекен федераллӑ служба наци радиовне эфира тухма ирӗк паракан лицензи панӑ. Вӑл радиостанцие Шупашкарти эфира тухма май парать. Енчен те республикӑн районӗсенче эфира тухма унашкал лицензи кирлӗ мар пулсан, Чӑваш Енӗн тӗп хулинче вара унсӑр эфира тухма ниепле те май ҫук.

Халӗ ӗнтӗ Шупашкарти эфирта наци радиовӗн кӑларӑмӗсем тухасса ҫеҫ кӗтсе тӑмалла!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

РАШ
20

Янташ концерта чӗнет
 levlant | 20.12.2009 20:50 |

Ҫӗнӗ ҫул концерчӗ раштавӑн 27-че, «Салют» культура керменӗнче иртӗ.

Кочцерт программинче сире чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем тата «Янташ» ушкӑн кӗтет.

Хӗл Мучипе Юрпике пурне те парнесем парӗҫ.

 

Билетсем 200 тенкӗ, тел: 8-919-650-42-93.

 

РАШ
18

Нестер Янкас пӗрлӗхӗн 20 ҫулхи юбилейне хатӗрленеҫҫӗ
 Виталий Михайлов | 18.12.2009 20:57 |

Красноармейски районӗн тӗп библиотекин вулав залӗнче Н. Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн черетлӗ ларӑвӗнче Н.Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх йӗркеленнӗренпе 20 ҫул тултарнине тӗплӗн хатӗрленсе кӗтсе илес ыйтӑва пӑхса тухнӑ.

Сӑмах май, 1989 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗнче районта Н.К. Ефимов (Янкас) поэт ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхне туса хунӑ. Ун чухне унӑн правлени йышне 11 ҫынтан, ревизи комиссине 3 ҫынран тата правлени председателӗ пулма Анатолий Антонович Раськин (Раскай) тухтӑр-сӑвӑҫа суйланӑ пулнӑ.

 

Пӗрлӗхӗн Уставӗпе Преми положенийӗ «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӑн 1990-мӗш ҫулхи 6-мӗш номерӗнче ҫапӑнса тухнӑ.

 

Н.Янкас пӗрлӗх ларӑвӗнче юбилей уявне 2010 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, каҫхине районти Халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче ирттерме йышӑннӑ. Унта Нестер Янкас Премийӗн лауреачӗн ятне илнӗ мӗн пур пултарулӑх ҫыннине чӗнеҫҫӗ. Чаплӑ ларура районти 9 пултарулӑх коллективӗ тата уйрӑм юрӑҫсемпе ташӑ ӑстисем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартаҫҫӗ.

Ларура правлени председателӗ Г.

Малалла...

 

РАШ
17

Халӑхсен хушшинчи килӗшӳ — ылтӑнран та хаклӑ
 Николай Йелмел | 17.12.2009 14:40 |

Чӗмпӗрте «Чувашская Республика и Ульяновская область: диалог культур» проектӑн пултарулӑх тӗлпулӑвӗсен ярӑмӗ вӗҫленнӗ ятпа пысӑк уяв иртрӗ. Унта 1000 ҫынна яхӑн пуҫтарӑннӑччӗ.

Уява Шупашкартан Чӑваш Республикин культура министрӗ Р.М.Лизакова, пай пуҫлӑхӗ М.Н.Краснов, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Г.Н.Архипов, Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ В.А.Абрамов, журналистсен пысӑк ушкӑнӗ килнӗччӗ.

Уява хутшӑнакансем ҫавра сӗтел хушшине ларса хӑйсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.

Ҫаплах чӑваш тумне ҫӗлекенсем: Т.В.Шаркова, Л.В.Болтаева, З.И.Воронова алӑстисем — курав йӗркелерӗҫ. Чӑваш кӗнеке издатильствин кӗнекисене те туянма май пулчӗ.

Фойере — куракансене пултарулӑхӗпе «Эревет», «Илем» (Чӗмпӗр),«Савӑнӑҫ» (Димитровград) ушкӑнсем савӑнтарчӗҫ.

Юлашкинчен пысӑк концерт пулчӗ. Унта облаҫри патшалӑх симфони «Губернаторский» оркестрӗ хутшӑнчӗ. Дирижёрӗ — Раҫҫей халӑх артисчӗ, Чӑваш патшалӑх симфони капеллин дирижёрӗ Морис Яклашкин пулчӗ.

Малалла...

 

Раштавӑн 18-мӗшӗнче чыслав пулмасть!!! 2010 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче иртӗ!!! Хӑш кун пулассине пӗлсенех пӗлтерӗпӗр.

 

Раштавӑн 18-мӗшӗнче «Халап хапха тӑрринче» литература ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслӑпӑр!

Чыслав Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче иртӗ, пуҫламӑшӗ 10 сехетре.

 

Тӗлпулу программи:

1 пай — Ҫыравҫӑсен сӑмахӗ.

Чӑваш Республикин писателӗсен союзӗн ӗҫӗ-хӗлӗ. Юхма Мишши тухса калаҫать.

 

2 пай — Интернет олимпиадӑпа конкурса хутшӑннӑ шкул ачисене чыслани.

Пултарулӑх конкурсӗсен вӗренӳпе воспитанири пӗлтерӗшӗ. Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин пуҫлӑхӗ Ю.М. Виноградовӑн сӑмахӗ.

Шкул ачисен пурнӑҫӗпе Тӗнче тетелӗ хушшинчи ҫыхӑну. Н.А. Плотниковӑн сӑмахӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3755, 3756, 3757, 3758, 3759, 3760, 3761, 3762, 3763, 3764, [3765], 3766, 3767, 3768, 3769, 3770, 3771, 3772, 3773, 3774, 3775, ... 3837
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Çывăх çынсемпе, туссемпе е ĕçтешсемпе хутшăнура йывăрлăхсем пулма пултараççĕ. Сăлтавĕ - элек. Килĕшÿ нумай вăхăтлăха çухалĕ. Уява е тĕлпулăва такамăн гĕрсĕр шÿчĕ пăсĕ. Тен, сăлтавĕ сирĕнре те пулĕ.

Нарӑс, 24

1991
34
Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...