Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енре Ҫырла фестивалӗ кӑҫал та иртӗ. Хальхипе ӑна виҫҫӗмӗш хут йӗркелӗҫ. Унта республикӑри пахчаҫӑсем, фермерсем, ҫырла ҫитӗнтерекенсем пухӑнӗҫ.

Фестивальте тӗрлӗ продукци, хуҫалӑхра кирлӗ хатӗрсем туянма май пулӗ. Ҫавӑн пекех спикерсем лекцисем вулӗҫ. Унсӑр пуҫне фестиваль хӑнисемпе ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ. Уявра концертпа киленме те, лотерейӑна хутшӑнса парнесем выляса илме те май пулӗ.

Фестиваль Шупашкарта ҫак адреспа иртӗ: Машиностроительсен проспекчӗ, 1-мӗш ҫурт, 16-мӗш строени. Унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ, ҫитсе курма тӑрӑшӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14412
 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн Шалт ӗҫсен министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Шалт ӗҫсен министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Кӳкеҫре ҫул ҫинче пысӑк инкек пулса иртнӗ.

«Атӑл» М-7 ҫул ҫинче ирхи 4 сехет тӗлӗнче Патӑрьел районӗнчи 42 ҫулти арҫын «ГАЗ» машинӑпа хирӗҫ килекен ҫул ҫинчен хӑйӗн ҫулӗ ҫине тухма хӑтланса ҫаврӑнса ӳкнӗ. Фургон «Фольксваген Транспортера» айккипе пырса лекнӗ хыҫҫӑн «Лада Калинӑпа» ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче пулнӑ 45-ри хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.

«Фольксвагенри» икӗ ача аманнӑ, вӗсене тухтӑрсем пулӑшнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://21.xn--b1aew.xn--p1ai/
 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

«Элара» савутӑн тӗп директорӗн ҫумне, Чӑваш Енӗн экс-премьерне Наталия Партасовӑна II степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.

Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Олег Николаев савутра пулнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне вӑл ӑна наградӑна панӑ.

Сӑмах май, 2020 ҫулта Наталия Юрьевна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗ. Ҫав ҫулах вӑл Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни пулса тӑнӑ.

 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерстви чӑваш чӗлхине шкулсенче вӗрентесси питех те аван пулса пынине пӗлтернӗ. Кун пек хурава Шупашкарти шкулсенчен пӗринче чӑваш чӗлхи учителӗнче ӗҫлекен Александр Степанов патне те ярса панӑ.

Александр Марсович пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑх ҫурӑ каялла республикӑри вӗрентекенсем тӳре-шара патне нумай чӗлхеллӗ классем (шкулсем) уҫасси тата вӗсенче чӑваш чӗлхине тарӑннӑн вӗрентесси пирки ҫырнӑ.

«Ну мӗнех, ку ҫырупа килӗшӳллӗн, чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ лару-тӑру питӗ аван», — кӑшт тӗлӗнсерех хыпарланӑ Александр Степанов хӑйӗн страницинче.

159 шкулта пуҫламӑш классенче вӗренекенсем пур предмета та (вырӑс чӗлхипе литература вулавӗсӗр, ют чӗлхесемсӗр пуҫне) чӑвашла вӗренеҫҫӗ иккен.

«Чӑннипе каласан, хамӑр республикӑшӑн «савӑнмалли» кӑна юлать. Паллах, ӗненес килет, кун ҫинчен ҫырура каланӑ, ӗҫлӗ ушкӑн хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗ пурнӑҫласса шанатӑп», — пӗтӗмлетнӗ хастар вӗрентекен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall47036538_4792
 

Ял хуҫалӑхӗ
НТРК сӑнӳкерчӗкӗ
НТРК сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш тӑрӑхӗнче ҫырла та туса илеҫҫӗ. Республикӑри ҫырла плантацийӗн ҫурри ҫав тӑрӑхра.

Хӑш-пӗр ҫӗрте (сӑмахран, Шупашкар районӗнчи «Прогресс» хуҫалӑхра) ҫак ӗҫе пӑрахӑҫланӑ пулсан Муркаш районӗнчи Мичурин ячӗллӗ агрофирмӑра ку енӗпе паян та ҫине тӑраҫҫӗ.

Темиҫе кун каялла унта хура хурлӑхан татассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Предприяти ертӳҫи Борис Михайлов Чӑваш Енӗн Наци телекуравне пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫырлана 100 ытла гектар ҫинче татмалла.

Хуҫалӑхра йӗплӗ хурлӑхан та пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-10638896_20461
 

Чӑвашлӑх
«Эткер» сӑнӳкерчӗкӗ
«Эткер» сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре чӑваш ачисен «Эткер» смени черетлӗ хутчен ӗҫлеме тытӑннӑ. Кун пирки Александр Степанов чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

«Кӑҫал эпир ӑна Ирпипе, Ирина Диаровӑпа, 10-мӗш хут ирттеретпӗр. Тӗлӗнмелле!!! Тӗрлӗ регионта пурӑнакан чӑваш ачисем Шупашкарта пухӑнса пӗр-пӗринпе пӗр чӗлхе тупса «Чӑваш тӗнчине» туйма тытӑнӗҫ. Шанас килет паллах. Паянхи кун вӗсем пӗр-пӗринпе паллашрӗҫ, юрларӗҫ те ташларӗҫ, хӑйсен тӑван енӗ ҫинчен постер хатӗрлерӗҫ, ыттисене паллаштарчӗҫ», — каласа кӑтартнӑ хастар вӗрентекен хӑйӗн страницинче.

Чӑн та, питех те пӗлтерӗшлӗ ӗҫ туса ирттереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall47036538_4799
 

Республикӑра

«Т Плюсӑн» Мари Элти тата Чӑваш Енри филиалӗн ертӳҫи Сергей Ушаков ӗҫрен каять. Вӑл ҫурлан 1-мӗшӗнче коллективпа сывпуллашса отпуска кайнӑ, тек вӑл ӗҫе тухмӗ.

Ку должноҫре вӑл 2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Унччен ҫав организацире тӗп инженер пулнӑ.

Хӑй вӑл – Пермь хулинчен, Пермь крайӗнче тата Ӗренпур облаҫӗнче «Т Плюс» Ушкӑнӑн тӗрлӗ структуринче ӗҫленӗ.

 

Вӗренӳ

Ҫак кунсенче Китай тата Узбекистан хӗрӗсем Чӑваш Енпе паллашнӑ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ҫуллахи шкулӗнче Китайран тата Узбекистанран килнӗ ҫамрӑксем вырӑс чӗлхине вӗренеҫҫӗ. Пушӑ вӑхӑтра вара вӗсем Чӑваш Енпе паллашаҫҫӗ.

Тӗслӗхрен, ют ҫӗршывран килнӗ пикесене тӗрлеме вӗрентес тӗллевпе ӑсталӑх класӗ йӗркеленӗ. Унсӑр пуҫне вӗсене вырӑс кухнин апачӗсене пӗҫерме хӑнӑхтарнӑ.Хӗрсем Муркаш округӗнчи страус фермине кайса курнӑ, Ильинкӑри чи ватӑ юман патӗнче пулнӑ, Александр Невский ячӗллӗ чиркӗве те ҫитсе килнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Республикӑра велосипедпа пыракан ҫын ҫырмана чӑмнӑ та каялла тухайман. Кун пирки ҫӑлав службине ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 21 сехет те 27 минутра пӗлтернӗ.

1987 ҫулта ҫуралнӑ арҫын велосипедпа вӑрманта пынӑ. Анчах руле итлеттереймен те ҫырмана чӑмнӑ. Вӑл сулахай аллине амантнӑ та хӑй тӗллӗн унтан тухайман.

Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсе ӑна пӗрремӗш медпулӑшу панӑ, унтан ҫырмаран илсе тухса васкавлӑ медпулӑшу машини таран илсе ҫитернӗ.

 

Хулара
«Российская газета» архивӗнчи сӑн
«Российская газета» архивӗнчи сӑн

Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне «Иванушки International» ушкӑн килӗ. Раҫҫейри ҫак паллӑ ушкӑнӑн концертне августӑн 17-мӗшӗнче 21 сехетре Хӗрлӗ тӳремре курма май пулӗ.

Сӑмах май, кӑҫал Шупашкар хули 556 ҫул тултарать. Пӗлтӗр Хула кунӗнче Шаман килнӗччӗ. Ӑна 20 миллион тенкӗ тӳленӗ. Кунсӑр пуҫне сценӑна тара илме тата монтаж тума тепӗр 10 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, [31], 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, ... 3983
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре асӑрхануллӑ пулмалла, хӑвӑр ҫине пысӑк ӗҫсем илмелле мар. Харпӑр пурнӑҫ тӗлӗшпе вара эрне тухӑҫлӑ — ҫӗнӑ паллашусем, романтика хутшӑнӑвӗсем кӗтеҫҫӗ. Эрнекун — йывӑртарах кун, вырсарникун вара ӑнӑҫлӑ пулӗ.

Авӑн, 13

1961
64
Терентьев Юрий Петрович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
2003
22
Егоров Валерий Петрович, литературовед, публицист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...