|
Тӗн
![]() cheb.ru сайтри сӑн Чӑваш Ен правительстви Шупашкарти «Университет» микрорайонта православи храмне тумашкӑн ҫӗр уйӑрса панӑ. Хушӑва аван уйӑхӗн 19-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. 7,3 пин тӑваткал метр лаптӑка Шупашкар тата Чӑваш Ен епрахине 2035 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен усӑ курма панӑ. Ҫапла ҫак микрорайонта та православи тӗнне ӗненекенсем валли храм пулӗ. Вӑл Лукин урамӗнче 9-мӗш тата 11-мӗш ҫуртсене хирӗҫ вырнаҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() «Контактри» сӑн «Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх,Ҫӗмӗрле округӗн «Вперед» хаҫачӗн тӗп редакторне сумлӑ ятпа чысланӑ. Анна Аношина Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн ятне тивӗҫнӗ. Хушӑва Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Анна Аношкина район хаҫатне 2017 ҫултанпа ертсе пырать. Издательство ӗҫӗнче вӑл 2006 ҫултанпа вӑй хума тытӑннӑ. Хӑйне пултаруллӑ йӗркелӳҫӗ пек кӑтартса Анна Аношкина ертӳҫӗ должноҫӗ таран ҫитнӗ. Сӑмах май, вӑл пӗлтӗр Мускавра Владимир Путин президентӑн пресс-конференцине хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Етӗрне округӗнчи арҫын ятарлӑ ҫар операцийӗнче вилнӗ салтакӑн картти ҫинчи 6 миллион тенке илсе хӑйӗн валли моторпа кимӗ туяннӑ, машина кредитне татнӑ. Анчах савӑнӑҫ нумая пыман — куншӑн унӑн судра явап тытма тивнӗ. Ӗҫ-пуҫ акӑ мӗнлерех пулса иртнӗ: вилнӗ салтакӑн амӑшӗ еткерлӗхе хӑйӗн ҫине тунӑ чухне ывӑлӗн картти ҫинчи укҫа ҫуккине асӑрханӑ. Кайран вӑл ывӑлӗн пӗлӗшӗнче пулни ҫиеле тухнӑ — салтак отпуска килсен ӑна парса хӑварнӑ иккен. Салтак вилсен вара пӗлӗшӗ картта унра пулнине ҫемйине пӗр сӑмах та шарламан. 2024 ҫулхи авӑн-раштав уйӑхӗсенче вӑл унти укҫана пӗчӗкшерӗн илсе пынӑ. Арҫын пуҫиле ӗҫ пуҫарсанах салтак амӑшне пӗтӗм тӑкака саплаштарнӑ. Ҫапах суд ӑна 3 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплнӑ, 50 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Прокуратура ыйтнипе моторпа кимме патшалӑх валли туртса илнӗ. Ҫапах прокуратура приговор ытлашши ҫемҫе тесе шухӑшлать, машинӑна та конфискацилеме тавӑҫ тӑратнӑ. Ара, кредитне арҫын вӑрланӑ укҫапа тӳлесе татнӑ вӗт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() kostroma.mk.ru сайтри сӑн Пӗтӗм Раҫҫейри «Шкулти чи лайӑх апатланмӑш» конкурсӑн регионти тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари апатланмӑшсен хушшинче Шупашкарти 64-мӗш шкул ҫӗнтернӗ, ялсен хушшинче вара – Елчӗк округӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва шкулӗ. «Шкулти апатланмӑшри чи лайӑх повар» номинацире Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи Палтиел шкулӗнчи Алина Муллова палӑрнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем республика чысне Раҫҫей шайӗнчи конкурсра хӳтӗлӗҫ. Вӑл Ленинград облаҫӗнчи Гатчина хулинче юпа уйӑхӗн 28-30-мӗшӗсенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() «Контактри» сӑн Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан Ядуванкинсем изумруд туйне паллӑ тунӑ. Сергей Ивановичпа Зинаида Александровна 55 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем шкулта чухнех туслӑ ӳснӗ. Сергей купӑс калама, юрлама, ташлама ӑста пулнӑ. Хитре, ӗҫчен Зинаида вара кӳршӗ ялта пурӑннӑ. Каччӑ ӑна куҫ хывнӑ. Салтаксен таврӑнсан Сергей хӗре качча тухма ыйтнӑ. Зинаида килӗшнӗ. Ҫапла 1970 ҫулта Ядуванкинсен ҫемйи чӑмӑртаннӑ. Мӑшӑр малтан – СУ-8 организацире, унтан Ҫӗмӗрлери автофургонсем туса кӑларакан савутра ӗҫленӗ. Ядуванкинсем икӗ ывӑл ӳстернӗ. Халӗ пӗртен-пӗр мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ Паян Иван Мучи актер, писатель-сатирик ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнӗ. Кун пирки Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче аса илтерет. «Иван Мучи – Иван Илларионов ҫыравҫӑн хушма ячӗ. Пурнӑҫ ҫулӗ вӑрӑмах пулман унӑн. Апла пулин те ячӗ-сумӗ халӑхра, республика пичетӗнче лайӑх ҫирӗпленсе юлнӑ. Граждан вӑрҫи хыҫҫӑн вӑл Хусанти пӗрремӗш чӑваш театрӗнче артист пулса ӗҫленӗ. 1922 ҫулта театрпа пӗрле Шупашкара куҫса килнӗ. Пӗр вӑхӑт «Канаш» хаҫат редакцийӗнче вӑй хунӑ. И.Мучи чӑвашсен сатира журналне, «Капкӑна», пуҫласа яраканӗ», — аса илтернӗ хыпарта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тухтӑрсем хура ҫӗлен ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Ӗҫ-пуҫ ҫапларах пулса иртнӗ; 12 ҫулти ача уҫӑлса ҫӳренӗ чухне ҫӗлен курнӑ та ӑна тытса пӑхас тесе аллине тӑснӑ. Ҫӗлен ӑна пӳрнинчен сӑхнӑ. Ачан ашшӗпе амӑшӗ тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Арҫын ачана Шупашкара Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл унта сипленет. Унӑн сывлӑхӗ лайӑхах, ҫапах тухтӑрсем ӑна кӑштах сӑнаса тӑмаллине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти Юханшыв урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра паян ирхине пушар тухнӑ – иккӗмӗш хутри хваттер ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм икӗ пӳлӗмри япаласене, сӗтел-пукана ярса илнӗ. Пушарнӑйсем арӑмӗпе упӑшкине урама чӳречерен пусма тӑрӑх тухма пулӑшнӑ. Вӗсен тӑватӑ ачине (чи асли 20 ҫулта, чи кӗҫӗнни 5 уйӑхра) урама йӑтса тухнӑ. Ҫавӑн пекех пушарнӑйсем кӳршӗ хваттерсенчи 8 ҫынна эвакуациленӗ, ҫав шутра – 3 ачана. Аслӑ ӳсӗмри 3 ҫын тата 10 ача пульницӑна лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Патӑрьел округӗнче арҫын арӑмне сӑнчӑрта тытнӑшӑн судра явап тытнӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, 46-ри упӑшки арӑмне эрех ӗҫме ярас мар тесе ӑна кӑҫал сахалтан та икӗ хутчен сӑнчӑрпа кӑкарса лартнӑ: акан 15-мӗшӗнче тата ҫӗртмен 9-мӗшӗнче. Ҫапла хӗрарӑм 3 тата 8 сехет ларнӑ, ҫав вӑхӑтра упӑшки ӗҫре пулнӑ. Кун пирки арӑмӗ полицие кайса пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне ҫакӑ паллӑ: ака уйӑхӗнче упӑшки арӑмне эрех ӗҫме чарӑнмасан вӗлерессипе хӑратнӑ. Судра вара арӑмӗ упӑшкине ытлашши ҫирӗп явап тыттарма ыйтман. Ара, ҫав вӑхӑталла вӗсем мирлешнӗ. Суд приговор вуланӑ: арҫыннӑн ирӗкне 1 ҫуллӑха чикӗлеме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() t.me/bbbreaking каналтан илнӗ сӑнӳкӗрчӗк Раҫҫей ҫыннисем 120 ҫула ҫитиччен пурӑнса ҫитме пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пек шухӑшлать иккен РФ вице-премьерӗ Татьяна Голикова. «Кашни ҫыннӑн вӑй-хӑвачӗ тӗрлӗрен пулнине эпир ӑнланатпӑр-ха. Хӑшӗсем хӑвӑртрах ватӑлаҫҫӗ, теприсем — майӗпен. Майӗпен ватӑлакансен 100 ҫула, 120 ҫула пурӑнса ҫитме май пур», — тенӗ вӑл пресс-конференцсенчен пӗринче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
