Чир чĕртнĕ хĕлхем
Леш тĕнчере чĕре тапмасть.
Выртатăн тăрăх-и е урлă,
Сана ни савăнăç, ни хурлăх
Пыра-пыра чăрмантармасть.
Эй, сĕмсĕр шухăш, ан çыхлан!
Яр уçăлтăр, ир евĕр, пуçăм.
Ыйха тартса, йăл кул та, куçăм,
Уя тухар-и санпалан?
Хитре хирте, уяр уйра
Çилпе вылять пуç сăхнă тырă.
Кăкăр тулли сывлатăн: ырă!
Телей ăшши туян чунра.
Хĕвел çутатрĕ улăха.
Тав тунă пек çаран пуç тайрĕ.
Сăртра саркайăк юрри кайрĕ,
Илем кӳрсе çăкалăха.
Çăкалăхра халь пыл шăрши,
Уçланкăра хуртсем сĕрлеççĕ,
Чечекĕсем илемленеççĕ, —
Çĕршывăм, юрă пек çĕршыв!
Юратăн, савăн, ытараймăн.
Сан тăрăх çăмăллăн утса,
Пуриншĕн кăмăллăн кулса,
Çĕр çул, пин çул çӳресчĕ манăн.
Эс пур — выртатăн вырăнпа.
Сăрланă алăк, пăчă пӳлĕм.
Шутлан: ыран мĕн пулĕ, ӳлĕм?
Е иртнисем ялан санпа.
Хăш чух, чунна йăпатас пек,
Çанталăкра тиркев шыратăн.
Лере çитен, унта пыратăн,
Аташнă пек çӳретĕн тек.
Хĕвел çинчи хура пăнча
Ху куçупа эс ху курасшăн,
Вара хаваслансах каласшăн
Хаçат чĕлхипеле «анчах»...
Асап кӳрет йĕпе-сапа:
Касса çăвать-и чалăш çумăр
Е çил — çул çӳрене ан сунăр —
Питрен-куçран пăрла сапать.
Сĕм пĕлĕт кашласа юхать.
Хура вăрман çара туратлă.
Куян хăлхисене тăратнă:
Хăра-хăра уя тухать.
Ун чух эс йывăр аттупа
Утатăн нимĕн уямасăр,
Яра-яра пусатăн харсăр —
Кунта та ырăлăх тупан.
Е тĕсĕ кайнă уй-хирте
Тăватăн-и юлашки касă,
Лăш сывласа илме ан асăн:
Вăхăт иртет, вăхăт иртет!
Çитменнине, ларсан шăнан.
Ĕç пĕтерсен килне васкатăн.
Кĕр мăнтăрĕ умне тăратăн,
Ларан та ыррăн ăшăнан.
Епле, тепре курмасăрах,
Çав ырлăхран уйăрăлас-ха!
Мĕншĕн кĕрхи куна хурлас-ха?
Çăва тĕпне «анчах» сăмах!..
Ак, çĕнĕ юр лапкам-лапкам
Çăвать, çăвать. Тулта пит нӳрĕ.
Тен, хĕл пире асап çеç кӳрĕ?
Мĕскершĕн эп ăна мухтам?
Тен, çил юра хӳтернĕ чух,
Кĕрт çилхисем вĕçкĕнленсессĕн,
Хĕвел юпи виççĕленсессĕн,
Çанталăкăн илемĕ çук?
Ларать хыр çĕлĕк тăхăнса,
Кĕмĕл тевет çакать шур хурăн,
Юр çийĕнче те кĕмĕл курăн, —
Çĕр, кăпăш мамăк пек, таса.
Çил чарăннă, çил шарламасть.
Сăртсем шур тăлăппа пĕркеннĕ.
Халь никама ĕнтĕ хĕрхенмĕ
Шăртне тăратнă шартлама.
Питрен çыртса вăл йĕр тăвать.
Юна вут чĕртнине туятăн,
Чунпа çӳçеннĕ пек пулатăн, —
Таçтан кĕрет хăвна хăват.
Эс пур — çаплах выртан, выртан.
Тӳшек çинчен сиксе тăрасчĕ,
Сивве, сивве тухса тарасчĕ
Çак ăшă, пăчă вырăнтан!..
Хĕл парăнать... Ах, çуркунни!
Пурнăç пуçламăшĕ, сĕткенĕ,
Чуна тек чĕтрентерекенĕ,
Юн выляни, вăй пухăнни.
Çырма юхать шăнкăртатса,
Çурхи кунра епле вăл тулăх!
Куçран çухалнă аслă улăх,
Шыв хумханать шав сарăлса.
Куçа час курăнĕ çыран,
Лаштра йăмра, лутра хăвалăх,
Чун-чĕрене савăнтармалăх
Ешерĕ кăпăшка çаран.
Час ларĕç чечеке садсем
Парка ӳсес улми-çырлишĕн,
Тулли пулас тырри-пуллишĕн
Шав симĕсленĕç уй-хирсем.
Хур-кăвакал пусма ларать,
Йăхне-тĕпне мала тăсмашкăн,
Пулас чĕпписене пăхмашкăн
Чĕвĕл чĕкеç йăва çаврать.
Çĕршывăм çитмĕл çичĕ тĕрĕллĕ.
Кирек ăçта та пурнăç,
чĕрлĕх.
* * *
Эс пур, — çаплах выртатăн.
Чирлĕ!
Эс пăхăнатăн тухтăра.
Ан тив ӳт витĕр тухтăрах
Çĕлен пек йĕп.
Сана çав кирлĕ!
Ху айăплă!
Хăвна ятлатăн
Ӳтне хыт ыраттарнă чух.
Вăйу сан пурччĕ.
Халь вăл çук.
Шутлан: ăçта хевтем-хăватăм?
Халь юлнă шухăш, шухăш, шухăш,
Вăл шăтарать те çак чула,
Çак пӳлĕмрен инçе çула
Тухать.
Пĕр лăпкă вăл, пĕр шухă.
Таçта-çке пур пĕр ял,
Пĕр айлăм.
Чĕлтĕртетсе юхать çырма.
Унта иккен тĕнче курма
Сана çуратнă.
Вăл — ман ялăм,
Тееттĕн эс хутран-ситрен
Хăв ялăнтан пит инçетрен.
Мĕн астăватăн эс?
Мĕн курнă?
Лутра пӳртсем.
Хыткан питсем.
Хире хирсе те типĕтсе
Ун чух çӳренĕ выçлăх урнăн.
Çара çаранлă, хытă хирлĕ
Çĕршыв!
Мĕнле эс чăтрăн-ши?
Мĕн ĕçрĕн-ши, мĕн çăтрăн-ши?
Хуçу — сухаçă — выртнă чирлĕ.
Пĕлтерччĕ, шухăш:
Сирнĕ халăх
Мĕнле вăйпа пур асапа?
Пĕлтерчĕ виçĕ сăмахпа:
Октябрь, Ирĕклĕх, Тăванлăх.
Тӳсме те тӳсрĕмĕр,
Чăтма та чăтрăмăр,
Йывăрлăха
Хаваслăн йăтрăмăр, —
Эпир те лайăхрах пурнасшăн,
Эпир те вăйлăрах пуласшăн.
Çултан çула, кунран куна
Вăй илчĕ халăхăм, çĕршывăм.
Пурнасчĕ ыр курса кăна,
Телейлĕ те рăскаллă, сывă.
Çук,
Çĕр çăтман çăткăн пырсем
Пире памарĕç ырлăх, канăç.
Эпир çӳле хăпарнăçем
Шăртне тăратрĕ хăрнă Анăç.
Вара — пуçланчĕ!..
Вăрçăра
Мĕн чухлĕ утрăн,
ишрĕн,
шурăн.
Ялан вутра,
Ялан эс çулăмра,
Халь çавăнпа сурать çан-çурăм.
Вĕçет хир урлă сăлпăран,
Умна ӳкет снаряд ахлатнăн
(Такамăн пурнăçне вăл татнă),
Эс пат! ӳкен, сиксе тăран.
Эс пурăнатăн!
Юр ашан,
Çăратăн пылчăк,
Пырлăх урлă
Упаленсе утса каçан,
Сана нимех те мар шыв-шурлăх.
Тухатăн та тăшман умне
Хаяр куçупала тĕллетĕн,
Вара — перен,
Перен, перетĕн:
Сыхлатăн хăвăн чĕрӳне.
Аллу-уру пĕр кун та санăн
Ăшша туйман, типсе курман.
«Хăçан выртса канасчĕ ман?»,
Тесе шутлаттăнччĕ айваннăн.
Çав сивĕ, сивĕ çулăмра
Çапах та ăшă ĕмĕт пурччĕ:
Çуркуннене, телейĕм, курччĕ,
Тееттĕн...
Юлчĕ асăмра.
Калаттăн тӳснĕ-тӳснĕçем:
Чĕре тапать, тăратăн сывă!
Эс — парăнми Тăван çĕршывăн
Пĕр ывăлĕ,
Эс — Çын,
Этем.
Леш тĕнчере чĕре тапмасть.
Ан тив, хĕрӳленсе вăл таптăр
Кунта.
Тĕнчешĕн пул эс паттăр.
Тĕнче нăйкăшсене савмасть.
Çут тĕнчере хури нумай —
Пыранлăх, курайманлăх, пусмăр.
Чăн-чăн çынсем, текех пуç усмăр,
Тĕнче çутта çаврăннă май.
* * *
Эпир кунта камсем-ши хамăр?
Пĕр ун çинчен шухăшласамăр.
* * *
Эп — ылтăн пĕрчĕ акакан.
Чăшăл шăтса, яш ӳстĕр тыррăм!
Ан пултăр выçлăх куракан,
Çын пурăнтăр мĕн ĕмĕр ыррăн
Ман сиплĕ çăкăр-тăварпа,
Çĕр паракан чăн пурлăхпа.
Эп — тимĕре шăратакан.
Ман ĕçĕм çынсене хăтартăр
Тар юхтаран пур асапран,
Этемлĕхе куллен вăй патăр
Васкавлăн малалла утма,
Телей тилхепине тытма.
Ученăй — эпĕ.
Тĕнчене
Куç пек çутаттăр ман ăс-халăм.
Вăл пăралатăр Çĕр тĕпне,
Хăпартăр çăлтăрсем патне —
Ăсран килен пур пархатарăм
Вăй кӳтĕр-и ĕçченсенне
Темрен те хаклă ĕмĕрне.
Эп — космонавт.
Сĕм уçлăхра
Хĕвел ачисене куратăп.
Малашлăха пурнăçăмра
Çăлтăрсем витĕр çул хыватăп —
Ман çиçĕм çул Тăван çĕре
Çутаттăр ĕмĕр-ĕмĕре.
Эпĕ — поэт.
Сăмахпала
Чĕресенче чĕртетĕп çулăм.
Çунса тăран хăватпала
Янравлă юррăм, вутлă чунăм
Çынна вĕренттĕр юратма,
Çут тĕнчере чăн çул тытма.
Эп — çын.
Чунпа таса пулма
Атте-анне мана çуратнă.
Ман умăмри кун-çулăма
Вĕсем ĕмĕтленсе юратнă.
Эпир — çынсем.
Çын пек пурнар,
Пĕрне-пĕри савар,
Юратар.
* * *
Чӳречӳне яр уç-ха, тухтăр!
Тăранайми чĕрем вăй пухтăр.
Тăван хуламăра курам,
Унта ав вĕр-çĕнĕ урам.
Çуртсем тем вăрăмĕш, тем çӳллĕш,
Танлаштарма сăмах çитми;
(Асра кăна-ши юлĕç, юлĕç
Ача-пăча, чечек тĕми!).
Ав, курăнать кăвак тĕс.
Атăл!
Кунтан вăл — кĕленче кăна.
Патне пырсассăн
Çăтăл-çатăл
Хумсем çапаççĕ çырана.
Е лăпкă кун шыва чăматăн,
Ишетĕн эс хăлаçланса,
Вара хăйăр çинче канатăн, —
Кирек ăçта сана ансат.
Инçетерех куратăп: йăлăм.
Мана чĕнет пек,
Кил, тет, шăллăм,
Сип-симĕс улăха анaр.
Çерем çине выртса канар.
Ем-ешĕл çулçă сыпнă сывлăм,
Тӳлеккĕн тĕлĕрет вăрман,
Кунта тăраниччен эс сывлăн,
Кунта никам та чир курман.
Хисеплĕ тухтăрăм, тархасшăн,
Ман чирĕм-чĕрĕме эс тарт.
Эп пурнăç илемне курасшăн,
Ман пĕтĕм чун калать: Кăтарт!
Эмел мĕскер вăл! Манăн кăкăр
Ирĕклĕхе çеç туртăнать.
Ан тив, пулинччĕ типнĕ çăкăр.
Пыра уçмашкăн шыв кăна, —
Вара эп, Çеçпĕл калашле,
Мĕн ĕмĕр-ĕмĕр малашне
Килениччен-и утă çулăттăм,
Хаваслансах-и вутă çурăттăм,
Хире тухса сар тырă вырăттăм,
Киле килсен çĕн сăвă çырăттăм.
Хĕвел пăхать.
Чĕнет çанталăк
Урамалла, пурнăçалла.
Ак, уçăлать сăрланă алăк,
Кĕтен мăшăр тытать алла...
Леш тĕнчере чĕре тапмасть.
Кунта вăл сыввăн, сыввăн таптăр.
Пуçа усмашкăн юрамасть.
Çĕр çинче чух пулар-и паттăр!
Шухăшсем
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...