Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ иртнӗ эрнере ике фестивале хутшӑнма ӗлкӗрнӗ. Кунта сӑмах театр фестивалӗсем пирки пырать. Вӗсем Мускав тата Санкт-Петербург хулисенче иртнӗ.
Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче театр коллективӗ Ачасен камерлӑ театрӗсен «Волшебный фонарик — 2026» (чӑв. Асамлӑ хунар — 2026) Пӗтӗм тӗнчери VI фестивальне хутшӑннӑ. Унта чӑваш артисчӗсем «Ёжик в тумане» спектакль кӑтартнӑ. Ӑна вӗсем Питӗрти Нарва хапхи умӗнчи театр сцени ҫинче кӑтартнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш патшалах ҫӑмраксен театрӗ «Школьная классика» (чӑв. Шкул классики) пӗтӗм Раҫҫейри театр фестивальне хутшӑннӑ. Унта куракансене Денис Фонвизинӑн «Недоросль» камитне кӑтартнӑ.
