Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарта «Асамлӑ алӑсем» курав уҫӑлӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче ӗҫлӗ. Декораципе прикладной ӳнер куравне Чӑваш террин кунне халаллӗҫ.
Экспозире Шупашкарти Э.М. Юрьев ячӗллӗ ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекен маттур ачасем тӑрӑшса ӳкернӗ ӗҫӗсем пулӗҫ. Ӗҫсене чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине пӑхӑнса пурнӑҫланӑ.
Курава савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 16 сехетре уҫӗҫ. Ҫав кун вулавӑша пухӑннӑ ачасемпе аслисем валли ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫлӗҫ.
«Чӑваш тӗрри» ӑсталӑх лаҫҫинче тӗрлеме вӗрентӗҫ, «Пичет графики» ӑсталӑх лаҫҫинче тӗрре ӳкерме хӑнӑхӗҫ.
Курав вулавӑшӑн илемлӗ литература пайӗнче ӗҫлӗ. Вӑл Шупашкарти Ленин проспкетӗнче вырнаҫнӑ.
