|
Ҫутҫанталӑк
![]() pogoda21.ru сайтран илнӗ сӑн Синоптиксем малтанах пӗлтернӗ пекех, икӗ эрнене тӑсӑлнӑ «ылтӑн кӗркунне» вӗҫленнӗ. Паян та кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Ытларикун вара типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Эрне варринче каллех ҫумӑр ҫума тытӑнӗ, анчах – вырӑнӑн-вырӑнӑн кӑна. Ҫурҫӗр енчен сивӗ сывлӑш килнӗ май йӗпе юр е кӗрпе ҫума пултарать. Пукрав иртрӗ. Апла ҫанталӑк та хӗл еннелле сулӑнать. Кӑнтӑрласерен 6-11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен 0 патнелле ҫывхарӗ. Ирсерен тӗтре карса илме пултарать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере сивӗтӗ, ҫӗрлесерен шӑнтма тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти прокуратура Россельхознадзор управленийӗпе пӗрле вырӑнти организацисемпе усламҫӑсен ӗҫне тӗрӗсленӗ те унта документсӑр-мӗнсӗр пулӑпа аш пуррине палӑртнӑ. Тӗрлӗ тӗслӗ пулӑ, тинӗс апат-ҫимӗҫӗн, кайӑк-кӗшӗк какайӗн тата ытти аш-пӑшӑн ветеринари докуменчӗсем пулман. Кафе директорне саккуна пӑснине пӗтерме хушса асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ, ӑна административлӑ майпа явап тыттарма ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() «Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн Хусанти Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче чӑваш культурин кунӗсем иртнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: хӑнасем чӑваш тӗррипе паллашнӑ, улах ларнӑ, кунсӑр пуҫне чӑваш эстрада артисчӗсен концерчӗ иртнӗ. Ҫавӑн пекех «Тутарстан чӑваш пикине» палӑртасси пирки хыпарланӑччӗ. Ҫак ята кам тивӗҫни паллӑ: Анна Иванова. Хусанта Чӑваш культурин кунӗсем вӗҫленнӗ ӗнтӗ. Вӗсем юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() https://forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Сӗнтӗррвӑринче патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ашшӗн машинипе ҫула тухнӑ яша тытса чарнӑ. 16 ҫулти каччӑн водитель прави пулман. Вӑл вырӑнти автозаправкӑна бензин патне пынӑ. Пакунлисем вӑл ҫамрӑккине асӑрханӑ тата вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе те ҫыхӑнман пулнӑ. Каччӑ ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, унӑн ашшӗпе амӑшӗ темиҫе кунлӑха Мускава ӗҫпе кайнӑ, яш пӗччен юлнӑ. Вӑхӑта кичем ирттересрен вӑл ашшӗн машинине чӗртсе тухас тенӗ. Ҫамрӑк водитель тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Автомашинӑна ятарлӑ стоянкӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() vk.com/wall-228649350_151 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш академи драма театрӗнче ӗнер, юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Тани Юна халалланӑ кинокаҫ иртнӗ. Тани Юн — чӑвашсен пӗрремӗш актриси. Театра пухӑннисем чӑваш кинематографине пуҫарса янин историйӗпе паллашнӑ, «Чӑвашкино» ӳкернӗ пӗрремӗш киносене пӑхнӑ. Пухӑннисем умӗнче Алексей Киров тата Анна Мюресова тухса калаҫнӑ. «Священная роща», «Ял», «Страна Чувашская» киносене пӑхнӑ, вӗсене сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Статистика
![]() cap.ru сайтри сӑн Ку уйӑхри хитре кунсенче республикӑра 500 ытла ҫемье чӑмӑртанӗ. 400-шӗ заявление «Госуслуги» портал урлӑ панӑ. Ытларахӑшӗ юпа уйӑхӗн 25-мӗшне суйланӑ, вӑл хитре янӑрать: 25.10.2025. Ҫак кун 90 мӑшӑр пӗрлешӗ. Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вара (10.10.2025) 58 ҫемье чӑмӑртаннӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче 400 ытла мӑшӑр пӗрлӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() «Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн Зоя Игнатьева – чӑн-чӑн алӑ ӑсти. Вӑл ӑсталанӑ япаласем куҫа илӗртеҫҫӗ. Зоя Ивановна 20 ҫул ӗнтӗ хӑйне евӗр сувенирсем ӑсталать: панно, ӳкернӗ турилккесем, шӑнкӑравсем, шӑхличсем, магнитсем... Ҫаксене йӑлтах вӑл чӑваш эрешӗпе илемлетет. Унӑн ӗҫӗсене республикӑра пурӑнакансем кӑна мар, хӑнасем те кӑмӑллаҫҫӗ: туристсем сувенирсене туянса пӗрле илсе каяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӗшӗнче Станислав Юхтар художникпа тӗлпулу иртӗ. Вӑл — Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, Нестӗр Янкас премийӗн лауреачӗ, Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ. Тӗлпулӑва художникӑн 65 ҫулхине халалланӑ. Станислав Михайлов (Юхтар) 1960 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрӑмҫут ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 40 ҫула яхӑн рисовани, ӗҫ, черчени учителӗнче тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫленӗ, темиҫе шкулта директор пулса тимленӗ. Станислав Николаевич — этнофутурист. Вӑл истори, культура темине, чӑваш мифологине юратать. Кӗнеке графикипе геральдика хайлавӗсен авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() «Про Город» телеграм-каналӗнчен илнӗ сӑн Улатӑр округӗнче ҫӳп-ҫап купи, свалка, ҫунма тытӑннӑ. Хальлӗхе лару-тӑру йӗркеллех, вырӑнта тивӗҫлӗ службӑсем дежурство тӑраҫҫӗ. Полигон мӗншӗн ҫунма тытӑннине палӑртман-ха. Ҫапах вӑл ӗҫлет. Анчах унта типӗ ҫулҫӑ, ӳсен-тӑран, хӑрӑк турат ытлах илсе тухма сӗнмеҫҫӗ. Ку – хальлӗхе, ҫулӑма тӗппипех сӳнтериччен. Хальхи вӑхӑтра полигонри ҫунакан вырӑнсене тӑпрапа хуплаҫҫӗ. Ӑна ҫывӑхран илеҫҫӗ, ҫавна май ҫулӑма сарӑлма паман траншея та пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]() «Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн Пирӗн ентеш, Елчӗк округӗнче ҫуралса ӳснӗ Давид Крысов, Хусанта ММА енӗпе иртнӗ ӑмӑртура кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Тупӑшӑва 16 регионти 350 спортсмен хутшӑннӑ. Пирӗн ентеш 18-20 ҫулсенчи ҫамрӑксен хушшинче вӑй виҫнӗ. Вӑл финала тухнӑ. Анчах, шел те, Пермь хулинчи спортсмена темиҫе балл кӑна выляса янӑ. Ҫапла вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
