|
Персона
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Левтина Марье (Алевтина Нестерова) ҫыравҫӑ Шупашкар хулинчи ватӑсем валли хӑйӗн кӗнекисене парнеленӗ. Ӑна вӑл хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра пырса панӑ. Центр ӗҫченӗ Татьяна Ильина каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫыравҫӑ хӑйӗн пӗрремӗш пьесине 11 ҫулта чухне ҫырнӑ та унтанпа алла калем тытмасӑр пурӑнман. Ҫыравҫӑ парнеленӗ «Три солнышка», «Цыганская кровь», «Театр - манӑн шӑпа» тата ытти кӗнекене центрӑн социаллӑ ӗҫченӗсем вулама юратакан ватӑсем патне ҫитерсе парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Авӑнӑн 30-мӗшӗнче каҫхине халӑх тетелӗнче икӗ ҫамрӑк ӳкерӗннӗ килӗшӳллӗ мар, этикӑпа килӗшсе тӑман видео сарӑлма тытӑннӑ. Вӗсем Муркашри Ҫӗнтерӳ паркӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса лартнӑ мемориал патӗнче тӑраҫҫӗ, киревсӗр сӑмахсем калаҫҫӗ. Юлашкинчен пӗри палӑк еннелле сурать. Полицейскисем ҫак блогерсене 2 сехетрен тупса палӑртнӑ. Икӗ «актера», 15-ри тата 17-ри каччӑсене, 14 ҫулти «видеооператора» полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Ҫамрӑксем ҫапла ӑнлантарнӑ: вӗсем анлӑ сарӑлнӑ ҫамрӑксен сериалӗ евӗр ӳкересшӗн пулнӑ, ку мӗнпе вӗҫленме пултарассине ӑнланман. Халӗ тӗрӗслев пырать. |
|
Культура
![]() culture.cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн республикӑра купсасен пурнӑҫӗпе паллаштаракан кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Вӑл «История купечества Чувашии» ятлӑ. Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 14 сехетре, ҫав кӑларӑма Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче хӑтлама пуҫтарӑнӗҫ. Унта ӑслӑлӑх, вӗрентӳ, культура тата ӳнер ӗҫченӗсем пырса ҫитмелле. Чӑваш Енри купсасен паллӑ династийӗсен йышӗнче Астраханцевсем, Ефремовсем, Волчковсем, Забродинсем, Таланцевсем тата ыттисем пур. Вӗсем культурӑпа экономика аталанӑвне нумай тӳпе хывнӑ. Апла пулин те купсасен историне хальччен тарӑннӑн та тӗплӗн тӗпчемен иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Канаш районӗнчи Аслӑ Пикшикре культура ҫурчӗ уҫнӑ. Ҫӗнӗрен мар-ха. Пуррине тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ, капӑрлатнӑ, хитрелетнӗ, пуянлатнӑ хыҫҫӑн. Юсав ӗҫне ирттерме пурӗ 25 миллион тенкӗ ытла тухса кайнӑ. Ҫуртӑн ҫивиттине пӗтӗмпех ылмаштарнӑ, хальхи вӑхӑтри алӑксемпе чӳречесем вырнаҫтарнӑ, маччасемпе урая ылмаштарнӑ. Акт залне ҫӗнӗ йышши оборудованипе сӗтел-пукан хӑтлӑх кӳреҫҫӗ. Юсаса ҫӗнетнӗ культура ҫуртне уҫнӑ ятпа ирттернӗ уява тавралли культура ҫурчӗсенчи тата шкулсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем пырса ҫитнӗ. Тата, паллах, тӳре-шара саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() vk.com/dramteatr21 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пӗлтӗр чӑннипех те сумлӑ фестиваль пуҫарса ячӗ. Ӑна СССР халӑх артистне Вера Кузьминана халалланӑ. Аса илтерер: унӑн ячӗ — «Чӗкеҫ». Асӑннӑ ятпа театрта хӑй вӑхӑтӗнче Борис Чиндыков пьеси тӑрӑх ҫавӑн ятлӑ моноспектакль лартнӑччӗ. Ӑна драматург ятарласа Вера Кузьмина валли тесе ҫырнӑ. Кӑҫал, чӳк уйӑхӗнче, Наци театрӗсен халӑхсем хушшинчи «Чӗкеҫ» фестиваль иккӗмӗш хут иртӗ. Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче сцена ҫине Калмӑк Республикинчи Б. Басангов ячӗллӗ наци драма театрӗ тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() vk.com/dramteatr21 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Евгений Урдюков театр ӳнерне аталантарас ӗҫе курӑмлӑ тӳпе хывнӑшӑн тата пултарулӑх ӗҫӗнче тухӑҫлӑ тӑрӑшнӑшӑн Чӑваш Республикин Элтеперӗн Тав хутне тивӗҫнӗ. Ҫак маттур артист Шӑмӑршӑ районӗнчи Ҫӗнӗ Чӗпкас ялӗнче 1989 ҫулта ҫуралнӑ. 2011 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер инстиутутӗнчен вӗренсе тухнӑ та эпир маларах асӑннӑ театрта ӗҫлеме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан 99 ҫулти ватӑ, вӑрҫӑ ветеранӗ,нумай ҫул тухтӑр пулса ӗҫленӗ, тӗп врач та пулнӑ Михаил Сорокин паян та вулавӑша ҫӳреме юратать. Михаил Григорьевича библиотекӑна хӑй тӗллӗн кайса килме йывӑртарах. Ҫавӑнпа ӑна хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр ӗҫченӗсем илсе кайса килнӗ. «Ӑслӑ, пурне те астӑвакан ҫынпа вӑхӑта ирттерме мана питех те кӑҫӑклӑ пулчӗ», — каласа кӑтартнӑ центр специалисчӗ Татьяна Васильева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() m24.ru сайтри сӑн Синоптиксем юпа уйӑхӗнче мӗнле ҫанталӑк пулассине хыпарланӑ. Паян ӑшӑ та типӗ ҫанталӑк тӑрать. Ахӑртнех, кун пек ҫанталӑк уйӑх варричченех тӑсӑлӗ. Кӑнтӑрласерен термометр 15 градус таранах кӑтартӗ, хӑш-пӗр вырӑнта – 18-20 градус таран. Ҫитес икӗ эрнере ҫӗрлесерен шӑнтмӗ. Синоптиксем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, юпан 17-мӗшӗнче ҫумӑр ҫума, сивӗтме пуҫлӗ. 17-18-мӗшӗсенче юр ҫума пултарать. 23-мӗшӗ хыҫҫӑн вара юр тата нумайрах ҫӑвӗ, уйӑх вӗҫнелле юр хулӑнӑшӗ 10 сантиметр таран пулма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ирине Канаш хулинче кафе ҫунма тытӑннӑ. «Малина» кафере пушар тухни пирки ҫӑлавҫӑсене 8 сехет те 46 минутра пӗлтернӗ. Ҫуллахи веранда тата тӑрри ҫунма пуҫланӑ, пӗтӗмпе 400 — тӑваткал метр. Ҫулӑмпа 20 ҫӑлавҫӑ тата 7 техника кӗрешнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушарта, шел те: 1 хӗрарӑм вилнӗ. Вӑл персонала тата апатланма пынӑ ҫынсене эвакуациленӗ хыҫҫӑн кафене каялла таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() moe-online.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 32-ри арҫын ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтак карточкин дубликатне туса унтан 2 млн тенкӗ вӑрланӑ. Унӑн куншӑн пӗтӗмӗшле режимлӑ юсанмалли колонире 3 ҫул ҫурӑ ларма тивӗ. Ҫапла йышӑннӑ суд. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал кӑрлачра вӑл ятарлӑ ҫар операцине кайма контракт ҫырнӑ арҫынпа паллашнӑ. Ӑна ӗҫ укҫи валли банк карттине тума пулӑшнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл хӑйӗн валли карточкӑн дубликатне те туса ӗлкӗрнӗ. Салтак ятарлӑ ҫар операцине кайсан карточка ҫине унӑн шалӑвӗ килме тытӑннӑ. Ҫак арҫын дубликатпа усӑ курса унти 2 млн ытла тенке илнӗ те хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ, парӑмӗсене татнӑ. Салтака кӳнӗ тӑкака арҫын саплаштарман-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
