Ял хуҫалӑхӗ
![]() «Контактри» сӑн Элӗк округӗнчи ҫамрӑк фермер тата блогер Кирилл Степанов ял пурнӑҫӗ пирки документлӑ сериалта ӳкерӗннӗ. Ӳкерӳ ушкӑнӗ ун патне киле, Элӗк округӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялне, килнӗ. Юлашки кадрсене Шупашкарта вӗҫленӗ. Хальлӗхе Кирилл Степанов мӗнле проекта тата платформӑна хутшӑнни пирки пӗлтермен – вӑрттӑнлӑхра ку. «Ӳкерӳ кунне тулли кӑмӑлпа аса илетӗп, ҫурӑм тӑрӑх ӑшӑ хум чупса иртет. Командӑна профессионаллӑхшӑн тавах!» - тесе ҫырнӑ ҫамрӑк фермер халӑх тетелӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри сухана чикӗ леш енне те ӑсатаҫҫӗ. Элита сорта Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк районӗсенчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем ӑсатаҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 25-29-мӗшӗсенче Беларуҫе 80 тонна севок ӑсатнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вара Беларуҫе, Молдовӑна, Казахстана, Монголие, Болгарие тата Румыние 1,5 пин тонна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар районӗнчи Ишлейри вилӗмсӗр ҫулӑм чӗртнӗ. Ҫулӑма Шупашкарти Ҫар мухтавӗн монуменчӗнчен илсе пынӑ. Вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса Ишлейра 1985 ҫултах палӑк уҫнӑ. Унта виҫӗ салтак кӳлепине вырнаҫтарнӑ, ик айккипе вӑрҫӑра вилнисемпе хыпарсӑр ҫухалнисен ячӗсене ҫырса хунӑ. Халӗ монумент патне газ илсе ҫитернӗ. Ҫапла вара пирӗн республикӑра вилӗмсӗр ҫулӑм 14 вырӑнта ҫунать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнче пурӑнакан 71 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланса 13 миллион тенке чутах куҫарса паман. Ун патне карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗ текен ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӗсем ӑна килӗшӗве тӑсма сӗннӗ. Ватӑ ҫын хӑйӗн даннӑйӗсене пӗлтермен пулин те ун патне Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тата Раҫҫей банкӗн ӗҫченӗсем текенсем шӑнкӑравласа ӑна укҫана декларацилемелле, ахальлӗн кӗмӗл Украинӑна куҫса кайӗ тесе хӑратма тапранса кайнӑ. 13 миллион тенке темле счёт ҫине куҫариччен хӗрарӑм Шалти ӗҫсен министертсивн дежурство чаҫӗпе ҫыхӑнма ӑс ҫитернӗ. Унтисем ӑна ултавҫӑсем шӑнман пӑрпа лартса яма хӑтланни пирки ӑнлантарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vk.com/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти каяш суйламалли полигонра кайӑксем те ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем — кӑйкӑрпа канюк. Ҫунатлӑ туссен тӗллевӗ — «Ситиматик» предприятире ытти кайӑка хӑратса тӑрасси. Кӑйкӑрпа канюк чарлансене, ҫӑхансене, чанасене, уҫӑ вырӑнта пуҫтарӑнма юратакан ытти кайӑка хӑваласа яраҫҫӗ. Мӗншӗн тесен лешсем ҫӳп-ҫапа салатаҫҫӗ, тавралӑха варалаҫҫӗ, чир-чӗр сарма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Галина Григорьева-Айпике страницинчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курнӑ Шупашкарти скульптор Андрей Молоков Иркутск облаҫӗнче иртнӗ конкурсра ҫӗнтернӗ. Асӑннӑ регионти Свриск хулине Раҫҫейри тата Монголинчи пултаруллӑ скульпторсем «Юрӑ тапхӑрӗ» темӑпа иртнӗ фестивале пуҫтарӑннӑ. Андрей Молоков «Штрихкод. Зауролоф» скульптурӑпа пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() chgtrk.ru сайтри сӑн Улатӑрта унччен ҫав вырӑнта пушӑ вырӑн пулнӑ, халӗ вара унта – «Улатӑрӑн авиаци йӑлисем» сквер. Ӑна хулари «Электроприбор» савут хута янӑ. Сквера чӑн-чӑн МиГ-29 самолет вырнаҫтарнӑ. Ӑна РФ Хӳтӗлев министерстви урлӑ туяннӑ. Самолет – 1985 ҫулта туса кӑларнӑскер. Сквера хӑтлӑлатнӑ чухне таврапӗлӳҫӗсемпе, тӗпчевҫӗсемпе канашланӑ. Палӑртмалла: вӑрҫӑччен Улатӑрта аэроклуб пулнӑ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вара унта ҫар летчикӗсене хатӗрлемелли база вырнаҫнӑ. Ку хулара Совет Союзӗн Паттӑрӗ Муса Манаров тата Раҫҫей Паттӑрӗ Николай Бударин ӳснӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.ru сайтри сӑн К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Нарспи» спектакле кӑтартассине пӗлтернӗччӗ. Премьера ку уйӑхра пулӗ. Спектакле авӑн уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче кӑтартӗҫ. Унӑн режиссерӗ – Адыгейӑри Данна Афаунова. Тӗп рольсене ҫамрӑк артистсем выляҫҫӗ: Григорий Петров тата Елизавета Казначеева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() ТАСС сӑнӳкерчӗкӗ Туссем, тӗнче курса ҫӳреме юратакансем валли паян чӑннипех те ырӑ хыпар пӗлтӗмӗр. Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн Китай Раҫҫей ҫыннисем валли визӑсӑр режим вӑя кӗртӗ. Хальлӗхе яланлӑхах мар. Ҫулталӑклӑха. Ку вӑл сӑнавлӑ вӑхӑт пулӗ. Ҫулталӑклӑха. Кайран епле пулассине татса калама йывӑр. Раҫҫей ҫыннисене Китай визӑсӑр 30 кунлӑха пырса кайма ирӗк парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() «Контактри» сӑн «Фирма Акконд-Агро» АОра ӗҫлекен Екатерина Георгиева ӗне сӑвакан операторсен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсне хутшӑннӑ. Вӑл Владимир облаҫӗнче иртнӗ. Ӑмӑртӑва 50 регионти 58 специалист хутшӑннӑ. Унта операторсен пӗлӗвне, санитари хатӗрленӗвне, ӗне сумалли аппарата мӗнле сӳтсе пуҫтарнине тӗрӗсленӗ. Пирӗ ентеш 8-17 ҫул ӗҫлекен хӗрарӑмен хушшинче 8-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӗтӗмӗшле зачетра вара – 21-мӗш, вӑл 87,06 балл пуҫтарнӑ. Сӑмах май, Екатерина ӗне сӑвакан операторта 10 ҫул ытла ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.10.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанкай Атнер Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Смирнова Валентина Владимировна, Чӑваш Республикин халӑх артистки ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |