Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

_️_Шупашкарти__ А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропорт кӗрекуннепе хӗллехи график ҫине куҫнӑ. Халӗ терминал рейссене ирхи сакӑр сехетрен пуҫласа 22 сехетчен йышӑнӗ тата ҫула ӑсатӗ.
«Аэрофлот» авиакомпани те хӑйӗн расписанине ҫӗнетнӗ. Мускавран килекен самолетсем каҫхине 18 сехетре ҫитӗҫ, 19 сехетре каялла вӗҫсе кайӗҫ.
Ҫул ҫӳреме юратакансем валли ырӑ хыпар та пур. «Азимут» авиакомпани Минеральные Воды тата Сургут хулисене хӗлле те вӗҫме пӑрахмӗ. Сӑмах май каласан, Шупашкартан самолётсем Санкт-Петербург хулине те вӗҫеҫҫӗ.
Унсӑр пуҫне «S7 Airlines» компани пассажирсене унчченхиллех Ҫӗнҫӗпӗре идсе ҫитерет.
2027 ҫулта субсидилемелли рейссене те хатӗрлеме пуҫланӑ ӗнтӗ. Унта мӗнле машрутсем лекессине каярах пӗлӗпӗр.
