Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче кадет класӗсен хушшинче «Кадетсем юрлаҫҫӗ» хор ӳнерӗн III фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Комсомольскинчи 1-мӗш шкул «Воспитанин ҫӗнӗ философийӗ» федераци пуҫарӑвӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Мероприятие директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен канашҫи йӗркелесе пынӑ.
Унта администраци ӗҫченӗсем, общество организацийӗсен тата ветерансен пӗрлешӗвӗсен элчисем ҫитсе курнӑ. Фестиваль репертуарне патриотлӑх тематикине халалланӑ. Сцена ҫинче Раҫҫей, салтаксен паттӑрлӑхӗ, кадетсен йӑли-йӗрки пирки юрӑсем янӑранӑ.
Елена Свинина вара хӑй ҫырнӑ сӑвӑсене вуласа уява татах пуянлатнӑ.
Жюри ҫӗнтерӳҫӗсене суйланӑ. Гран-прие Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкул тивӗҫнӗ. 2-мӗш вырӑна Патӑрьелти 1-мӗш шккл, Вӑрнарти 2-мӗш шкул, Елчӗк округӗнчи Курнавӑшри шкул тухнӑ. 3-мӗш вырӑнта – Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртамри шкул, Вӑрнар округӗнчи Нурӑсри шкул тата Комсомольскигчи 2-мӗш шкул.
