Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.5 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫулла

Раҫҫейре

Ҫул ҫӳреме тата унта-кунта пулса курма юратакансемшӗн тата тинӗс хӗрринче канма кӑмӑллакансемшӗн ку хыпар чӑннипех те ырӑ. Ӗнертенпе, ҫертме уйӑхӗн 2-мӗшӗнченпе, Сочи хулине Шупашкартан «Победа» авиакомпанин самолечӗсем те вӗҫме пуҫланӑ.

Авиакомпани самолечӗсем Чӑваш Енӗн тӗп хулипе Краснодар крайӗнчи курорт хулине юпа уйӑхӗчченех ҫыхӑнтарӗҫ. Самолетсем эрнекунсӑр пуҫне кашни кунах вӗҫӗҫ. Шупашкартан вӗсем 14 сехет те 40 минутра ҫула тухӗҫ. Ҫул ҫинче 3 сехет те 2 минут иртӗ.

Кӑнтӑрти ҫав хулана «Nordwind» авиакомпани та хутлать. Унӑн рейсӗсем эрнере икӗ хут: тунтикунсерен тата кӗҫнерникунсерен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AZ6MRCgLfEU
 

Культура
vk.com/dramteatr21 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/dramteatr21 сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ачасене Ҫуллахи театр студине йыхравлать. Унта 9-15 ҫулсенчи арҫын ачасемпе хӗрачасем ҫӳреме пултарӗҫ.

Пӗрремӗш смена утӑ уйӑхӗн 8-19-мӗшӗсенче ӗҫлӗ. Унта занятисем ирхи 9 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен пырӗҫ.

Театр студине ҫӳрекенсене ирхи тата кӑнтӑрлахи апатпа чӑваш апат-ҫимӗҫӗн «Ехрем хуҫа» ресторанӗнче хӑналантарӗҫ.

Сменӑна драма артистки Ирина Иванова ертсе пырӗ. Ачасемпе режиссёр евӗр те вӑлах ӗҫлӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Наиль Мингазов хореограф вара ташлама вӗрентӗ. Вокал енӗпе Антонина Казеева педагог пулса ӗҫлӗ. Сцена ҫинче тытма Григорий Петров артист хӑнӑхтарӗ.

Унсӑр пуҫне ачасен кураторӗ пулса театрӑн ҫамрӑк артисчӗсем ӗҫлӗҫ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
НТРК сӑнӳкерчӗкӗ
НТРК сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш тӑрӑхӗнче ҫырла та туса илеҫҫӗ. Республикӑри ҫырла плантацийӗн ҫурри ҫав тӑрӑхра.

Хӑш-пӗр ҫӗрте (сӑмахран, Шупашкар районӗнчи «Прогресс» хуҫалӑхра) ҫак ӗҫе пӑрахӑҫланӑ пулсан Муркаш районӗнчи Мичурин ячӗллӗ агрофирмӑра ку енӗпе паян та ҫине тӑраҫҫӗ.

Темиҫе кун каялла унта хура хурлӑхан татассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Предприяти ертӳҫи Борис Михайлов Чӑваш Енӗн Наци телекуравне пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫырлана 100 ытла гектар ҫинче татмалла.

Хуҫалӑхра йӗплӗ хурлӑхан та пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-10638896_20461
 

Республикӑра
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Правительствинче тунтикунсерен иртекен ӗнерхи планеркӑра ҫуллахи кану тапхӑрне епле хатӗрленнине те сӳтсе явнӑ.

Кӑҫал пирӗн республикӑра 8 пляж уҫасшӑн, вӗсенчен 5-шӗ Шупашкарта пулӗ, пӗрерӗшӗ — Ҫӗнӗ Шупашкарта, Куславккапа Етӗрне тӑрӑхӗсенче. Унсӑр пуҫне ҫынсене канмалли 120 ытла вырӑн хатӗрлемелле.

«Часах шӑрӑх ҫанталӑк пуҫланӗ, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫынсем пляжсене кайма пуҫлӗҫ. Вӗсене хӑвӑртрах хатӗрлесе ҫитермелле», — хушса каланӑ республика ертӳҫи Олег Николаев.

 

Раҫҫейре
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫитес. 2025 ҫулта, Раҫҫейре пурӑнакансем ҫу уйӑхӗнче тӑватшар кун канӗҫ. Ҫакӑн пек проекта ҫӗршывӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви хатӗрленӗ.

Ҫу уйӑхӗн 1-4-мӗшӗсенче тата 8-11-мӗшӗсенче канӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче 11 кун кантарасшӑн: 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗ таран. Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫе тухӑпӑр. Кун пирки РФ ӗҫ министрӗ Антон Котяков пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/186774
 

Культура
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центре ҫӳрекен ватӑсем вӑхӑта яланах усӑллӑ ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ.

Ӗнер вӗсем Атӑл тӑрӑх теплоходпа ҫула тухнӑ. Ҫук-ха, таҫта аякка кайман, Шупашкар ҫывӑхӗнче кӑна пулнӑ. Апла пулин те шыв ҫийӗн ярӑнса ҫӳреме вӗсене питех те килӗшнӗ. Ватӑсенчен хӑшӗсем мӑнукӗсене те пӗрле илнӗ. «Ачасене илемпе килентерме хамӑрӑн хӑнӑхтармалла», — тенӗ, сӑмахран, 69 ҫулти Нина Никифорова пенсионерка.

Центр специалисчӗсем ӗнентернӗ тӑрӑх, теплоходпа ярӑнма кайма никама та хистемен. Кӑмӑл пуррисене вара никама та хирӗҫлемен.

 

Республикӑра
t.me/GKCHS каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/GKCHS каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн Чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн ӗҫченӗсем Шупашкарти яваплӑ ытти тӳре-шарапа пӗрле тӗрӗслеве тухнӑ. Папкӑллӑ, ятарлӑ формӑллӑ ҫынсем шыв хӗрринче ҫынсем хӑрушсӑрлӑх правилине пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗсленӗ.

Маларах асӑннӑ службӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ канмалли кунсенче ҫеҫ пирӗн республикӑра шывра 5 пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Вӗсенче 5 ҫын вилнӗ.

Инкек сӑлтавӗнчен пӗри — ятарласа хатӗрлемен вырӑнсенче тата ӳсӗр пуҫпа шыва кӗни.

Хальхинчи рейда шыва кӗме юраман вырӑнсенче ирттернӗ те. «Шыва кӗме юрамасть» паллӑ лартса хунӑ вырӑнта шыва кӗрекенсен тӗлӗшпе административлӑ протоколсем шӑрҫаланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/GKCHS/2611
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 03

1929
97
Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ.
1934
92
Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1952
74
Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
2009
17
Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2012
14
Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ