Вӗренӳ
![]() Вӗренӳ тытӑмӗнче лайӑх хыпар: тепӗр 8 ҫамрӑк ППЭре 100 балл пухнӑ: физикӑпа тата обществознанипе. Физикӑпа Трак шкулӗнчи Вадим Антонов, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназири Арина Володичева тата Александр Кропчев, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Егор Федоров, Шупашкарти 4-мӗш лицейри Владимир Герасимов 100 балл илнӗ. Обществознанипе 100 балл илнисем: Шупашкарти 38-мӗш шкулти Джулиана Иванова, Шупашкарти 44-мӗш лицейри Елизавета Липатова. Шупашкарти 2-мӗш лицейри Александр Шнурков. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 57 ҫамрӑк экзаменра 100 балл пухнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗн икӗ экзаменра – 200 балл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Подслушано Алатырь" пабликри сӑн Ӗнер каҫхине республикӑра каллех ҫумӑр ҫунӑ, ҫил вӑйланнӑ. Улатӑр хулинче «Стрелка» микрорайонта йывӑҫ ҫурт ҫине ӳкнӗ. Йывӑҫ ҫул ҫине персе анма пултарнӑ, анчах ӑна пӑрӑх кансӗрленӗ. Ҫавӑнтах чехолпа витнӗ машина ларнӑ. Хуҫи чӑннипех те телейлӗ – хурӑн ун ҫине ӳкмен. Сӑмах май, синоптиксем республикӑра ҫанталӑк пӑсӑласси пирки, ҫил алхасма пултарасси ҫинчен асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "На связи" форумри сӑн Ӗнер Шупашкарти тӗп пляжра водолазсем арҫынна шырани пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре шыва чӑмнӑ та ҫухалнӑ. Каярахпа лайӑх хыпар пӗлтернӗ: ҫак 71 ҫулти арҫынна тупнӑ. Вӑл чӗрӗ-сывах. Хайхи арҫын ҫӗрле Атӑл урлӑ ишсе каҫма шутланӑ иккен. Ҫыран хӗрринчен арӑмӗ унӑн япалисене илсе кайнӑ. Арҫын вара леш ҫырана каҫсан ҫула май килекен машинӑна ларса киле ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() YouTube видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев аякри чӑвашсене чыслама йышӑннӑ. Ун пек документа вӑл иртнӗ эрнерех алӑ пуснӑ. «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе Мускаври «Чӑваш культурин обществи» организацин председательне Лира Смирновӑна чысланӑ. Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн председательне Владимир Яковлева «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӑлавпа шырав служби тунӑ сӑн Шупашкарти тӗп пляжра ҫӑлавҫӑсем арҫынна шыраҫҫӗ. Ҫӑлавпа шырав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫӗрле шыва кӗнӗ те ҫухалнӑ. Ку ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре пулнӑ. Водолазсем ӑна паян ирех шырама тытӑннӑ. Палӑртмалла: ҫак пляжра ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 13 ҫулти хӗрача путса вилнӗ. Ҫӗртмен 16-мӗшӗнче тӗп пляжран инҫех мар шыва кӗрсе 14-ри тата 15 ҫулти арҫын ачасем путнӑ. Вӗсем шыва кӗме юраман вырӑнта чӑмпӑлтатнӑ. Ачасем шыв хӗрринче аслисемсӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() "На связи" форумри сӑн Паян Шупашкар пуҫлӑхне суйланӑ. Депутатсем Владимир Доброхотова ҫирӗплетнӗ. Вӑл унччен пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пынӑ. Аса илтерер: конкурс иртессине пӗлтерсен пилӗк кандидатран заявка килнӗ. Ҫӗртмен 7-мӗшӗнче конкурс комиссийӗ тӑватӑ кандидата хӑварнӑ. Ҫӗртмен 11-мӗшӗнче собеседовани ирттерсен икӗ кандидат финала тухнӑ: Владимир Добрхотов тата ЕДДС пуҫлӑхӗ Александр Малов. Ҫак икӗ кандидатурӑран паян депутатсем Владимир Доброхотова суйланӑ. Ҫапла вӑл присяга тытса должноҫре ӗҫлеме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри аслӑ шкул преподавателӗ пилотсӑр вӗҫекен аппаратсен операторӗ пулма вӗренет. «Раҫҫейри ӗҫ» Кӳкеҫри кадр центрӗ ӗҫсӗр 9 ҫынна ҫӗнӗ профессие алла илес кӑмӑллисен 9 заявленине суйласа илнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ вӗренме пуҫланӑ та ӗнтӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче преподавательте тӑрӑшакан Николай Федоров пилотсӑр вӗҫев аппарачӗсен операторӗ пуласшӑн. Ҫӗнӗ ӗҫе вӑл икӗ уйӑхра алла илӗ. Ун хыҫҫӑн пӗлӳпе ӗҫре тата наука тӗпчевӗсенче усӑ курасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() yantik.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тӑвай муниципаллӑ округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн пресс-секретарьне пысӑк наградӑпа чысланӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Галина Егорова пресс-секретаре «вырӑнти хӑй тытӑмлӑха аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн» уйрӑмлӑх палли парса хавхалантарма йышӑннӑ. Ун пек документа вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() dzen.ru сайтри сӑн Ӗнер республикӑра икӗ ҫын путса вилнӗ. 16 сехет тӗлӗнче Улатӑр округӗнчи Алтышево ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере Вӑрмар округӗнчен килнӗ арҫын виллине кӑларнӑ. Вӑл 40 ҫултан иртнӗ кӑна-ха. Икӗ сехетрен Шупашкар округӗнчи Самукасси ялӗ ҫывӑхӗнче пӗвере 38 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Вӑл 38 ҫулта пулнӑ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарти тӗп пляжра 13 ҫулти хӗрача, 14-ри тата 15-ри арҫын ачасем путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "На связи" сайтӗнчи сӑн Ӗнер каҫхине Атӑл леш енчи Ҫурҫӗр поселокӗнче аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ, ҫил вӑйланнӑ. Хӑш-пӗр ҫурт тӑрри сиенленнӗ. Шупашкар пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Доброхотов унта каҫхинех килсе ҫитнӗ. Поселокра 16 ҫурт тӑррин шиферӗ сиенленнӗ, электричество ҫук. Авариллӗ бригада паян ирхинех пралук ӑҫтан татӑлнине шырама тытӑннӑ, юсав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ. «Атӑл» управляющи компанийӗ Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗн специалисчӗсемпе пӗрле пур ҫурта та тӗрӗслесе тухӗҫ, дефект ведомоҫӗсем хатӗрлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |