Республикӑра
![]() Запарожье облаҫӗнчи Бердянск районӗнчеи Азовское ялӗнче пурӑнакан Дарья Беспалова ЧР Элтеперӗн Олег Николаевӑн портретне кӑранташпа ӳкрнӗ. Халӗ хӗрача «Бригантина» уйлӑхра канать. Унпа пӗрле – тепӗр 42 ача. Олег Алексеевич куншӑн питӗ савӑннӑ. «Ку хаклӑ та кӑмӑллӑ парне! Ҫамрӑк ӳнерҫе тав тӑватӑп, пултарулӑхра ӑнӑҫу сунатӑп!» - тесе ҫырнӑ Элтепер. Сӑмах май, кӑҫал Шупашкарти «Бригантинӑра» Запорожье облаҫӗнчи 300 ача канӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ утӑ уйӑӗнчи пек шӑрӑ ҫанталӑк тӑрать – климат норминчен 5 градус ытларах. Паян республикӑра ҫумӑр ҫума пултарать. Канмалли кунсенче типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Анчах питӗ вӑйлӑ шӑрӑх мар, каҫсерен 15-17 градус ӑшӑ пулӗ. Тунтикун каллех ӑшӑ фрончӗ иртӗ. Ҫӗрле аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать. Унтан тропика сывлӑшӗ килӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче 30 градус шӑрӑх пулӗ. Ҫумӑр ҫусан та уҫӑлтармӗ. Эрне вӗҫӗнче кӑна кӑштахлӑха сивӗтсе илме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Алина Петрован халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Муркаш округӗнчи Йӳҫкасси тӑрӑхӗнче Йӳҫкасси пуххи иртнӗ. «Ку уяв Турӑ ҫул тӳпене улӑхнӑ кун ячӗпе иртет. Шел те, юлашки ҫулсенче уяв манӑҫма та пуҫланӑ, анчах тӑрӑхри пуҫаруллӑ ҫынсем тӑрӑшнипе ӑна кӑҫал ҫӗнӗрен чӗртсе тӑрӑтса муниципалитет шайӗпе туса ирттерчӗҫ. Малашне вӑл «Сурӑм ҫӑлтӑрӗсем» халӑх пултарулӑхӗсен фестивалӗ ятлӑ пулӗ». — хыпарланӑ Чӑваш Сурӑм шкулӗнчи вӗрентекен Алина Петрова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Уява эстрада, фольклор, ташӑ ушкӑнӗсем хутшӑнса халӑха хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Альбина Юрату страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем Нумаях пулмасть ча́ваш хала́х поэчӗн Раиса Сарпин ҫӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Кун пирки эпир Альбина Юрату сӑвӑҫ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланинчен пӗлтӗмӗр. «Тӑван аппана, тин ҫеҫ пиҫсе тухнӑ «Ҫӑлтӑрпи хӳхлевӗ» сӑвӑ кӗнекипе чун-чӗререн саламлатӑп», — тесе шӑрҫаланӑ унта. Кӗнекене Николай Мордяков (Мӑрчк Кули) художник илемлетнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑма юрату ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "На связи" форумри сӑн Ӗнер 16 сехет тӗлнелле Шупашкарти тӗп пляжра инкек пулнӑ - 13 ҫулти хӗрача путса вилнӗ. Вӑл унта амӑшӗпе, тӑванӗсемпе шыва кӗме килнӗ. Ача ытлашши шала та ишсе кӗмен - вӑл буйкӑсем патӗнче путнӑ. Вырӑна ҫитнӗ медиксем ӑна реанимаци тума хӑтланнӑ, анчах, шел те, усӑсӑр. Халӗ Мускав районӗн прокуратури тӗрӗслев ирттерет. Ӗнер Ҫӗрпӳ округӗнче 43-ри арҫын путса вилнӗ. Ҫӗмӗрлере вара 1970 ҫулта ҫуралнӑ арҫын шыв айне анса кайса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар округӗн тӗп пульницинче, Кӳкеҫ поселокӗнче, часавай туса лартнӑ. Ӑна Лука ҫветтуйӑн, Симферополь тата Крым архиепископӗн, ятне панӑ. Ахальтен мар. Крымри Керчь хулинче 1877 ҫулта ҫуралнӑ Лука Киеври медицина унивеситетӗнчен вӗренсе тухсан чухӑнсене сиплеме пулӑшнӑ. Вӑл медицинӑра ҫӗнӗ енсем шутласа кӑларнӑ. 1923 ҫулта Лука ятпа манаха тухнӑ. 1946 ҫулта ӑна Симферополь тата Крым архиепископне лартнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вӑл йывӑр аманнӑ салтаксене пулӑшнӑ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() cap.ru сайтри сӑн Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Атӑл леш енче вӑрманта аҫа ҫапнӑ. Юлашки вӑхӑтра ку – виҫҫӗмӗш тӗслӗх. Ҫулӑм тухнине 17 сехет тӗлнелле авиопатруль вӑхӑтӗнче асӑрханӑ. Вырӑна пӗр тӑхтамасӑр 4 пушар автоцистерни, 2 МЛПК, 3 трактор, 1 вездеход, 24 ҫын тухнӑ. Пушара 22 сехет те 10 минутра тӗппипех сӳнтернӗ. Аса илтерер: унччен ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ тата ҫӗртмен 10-мӗшӗнче Улатӑр вӑрман хуҫалӑхӗсенче аҫа ҫапнине пула пушар тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пысӑк этнографи экспедициӗ иртнӗ. Ӑна «Раҫҫей халӑхӗсен этнокультура пуянлӑхӗн объекчӗсене палӑртмалли фольклор экспедицийӗсен ярӑмӗ» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Пирӗн патра Раҫҫейӗн наукӑсен акадмийӗн Урал тӑрӑхӗнчи Гуманитари тӗпчевӗсен институчӗн директорӗ, РАН член-корреспонденчӗ, истори наукисен докторӗ Александр Черных ертсе пыракан ушкӑн республикӑри ултӑ округра: Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Куславкка, Комсомольски, Канаш — тӑрӑхӗсенче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 47 ҫулти хӗрарӑм эрнере 2 миллион ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ниҫта та ӗҫлемен хӗрарӑм интернет-лапамсенчен пӗринче реклама курнӑ, унта инвестици хывса укҫа ӗҫлесе илме май пуррине пӗлтернӗ. Кун валли уйрӑм менеджерпа канашлама сӗннӗ, вӑл ӑс-тӑн парассине ӗнентернӗ. «Консультантпа» калаҫа-калаҫа хӗрарӑм пӗр эрнере тӗрлӗ банкра 2 миллион ытла тенкӗ кредит илсе тултарнӑ, укҫана паллӑ мар счётсем ҫине куҫарса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкр муниципаллӑ округӗнчи Пикшик ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере чарлан тетелте ҫыхланса ларни пирки пӗлтернӗ. Кайӑка ҫӑлавҫӑсен пулӑшма тивнӗ. Вӗсем шыв айӗнчи тетеле касса чарлана ирӗке кӑларнӑ. Анчах вӑйран кайнӑ кайӑк ирӗке тухсан та часах вӗҫеймен. Чӑваш Енри ҫӑлавпа шырав служби тетелпе пулӑ тытма юраманни пирки асӑрхаттарать. Сӑлтавсенчен пӗри – шыв-шурта кайӑксем пулӑ тытни, вӗсем вара тетелпе ҫыхланса ларма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |