Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Театр ӳнерӗн каҫне йыхравлаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 26.03.2026 17:13 | 31 хут пӑхнӑ
Культура
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ыран, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ «Театр ӳнерӗн каҫӗ» пӗтӗм ҫӗршыври акцие хутшӑнӗ. Ӑна Раҫҫейри театр ӗҫченӗсен союзӗ 150 ҫул тултарнине халалланӑ.

Чӑваш театрӗнче 18 сехетре ыран «Чӑваш театрӗн легендисем» сӑнӳкерчӗксен куравӗ ӗҫлеме пуҫлӗ. Театрӑн пӗчӗк сцени ҫинче «Халӑх йӑли — пурнӑҫ йӗрки» мероприяти иртӗ, унта тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркипе: туйпа, салтака ӑсатнипе, улах ларнипе — паллаштарӗҫ.

18 сехет те 30 минутра сцена ҫинче хитре калаҫма вӗрентекен ӑсталӑх лаҫҫи ӗҫлеме пуҫлӗ. Ӑна Анна Цветкова вӗрентӗ.

19 сехет те 30 минутра «Пӗтӗм тӗнче — театр» экскурси пуҫланӗ. Анна Морозкина экскурсовод кӑсӑклӑ вырӑнсене илсе ҫитерӗ.

21 сехет те 30 минутра чӑваш халӑх артисчӗпе Геннадий Медведевпа тӗлпулу иртӗ.

22 сехет те 30 минутра чӑваш ташшипе ӑсталӑх лаҫҫи пулӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн тава тивӗҫле артисчӗ Наиль Мингазов ертсе пырӗ.

23 сехет те 30 минутра «Пӗтӗм тӗнче — театр» каҫхи экскурси иртӗ.

Ҫурҫӗр иртни 30 минутра «Чувашский театр сквозь века» документлӑ кино кӑтартӗҫ.

Мӗнпур мероприяти тӳлевсӗр пулӗ. Хутшӑнма ҫак каҫӑпа chuvdram.ru/repertoire/noch-teatralnogo-iskusstva-2026 иртсе регистрациленмелле.

#культура, #театрсем, #тӗлпулусем, #артистсем, #куравсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем