|
Культура
![]() culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Канаш районӗнчи Аслӑ Пикшикре культура ҫурчӗ уҫнӑ. Ҫӗнӗрен мар-ха. Пуррине тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ, капӑрлатнӑ, хитрелетнӗ, пуянлатнӑ хыҫҫӑн. Юсав ӗҫне ирттерме пурӗ 25 миллион тенкӗ ытла тухса кайнӑ. Ҫуртӑн ҫивиттине пӗтӗмпех ылмаштарнӑ, хальхи вӑхӑтри алӑксемпе чӳречесем вырнаҫтарнӑ, маччасемпе урая ылмаштарнӑ. Акт залне ҫӗнӗ йышши оборудованипе сӗтел-пукан хӑтлӑх кӳреҫҫӗ. Юсаса ҫӗнетнӗ культура ҫуртне уҫнӑ ятпа ирттернӗ уява тавралли культура ҫурчӗсенчи тата шкулсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем пырса ҫитнӗ. Тата, паллах, тӳре-шара саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() vk.com/dramteatr21 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пӗлтӗр чӑннипех те сумлӑ фестиваль пуҫарса ячӗ. Ӑна СССР халӑх артистне Вера Кузьминана халалланӑ. Аса илтерер: унӑн ячӗ — «Чӗкеҫ». Асӑннӑ ятпа театрта хӑй вӑхӑтӗнче Борис Чиндыков пьеси тӑрӑх ҫавӑн ятлӑ моноспектакль лартнӑччӗ. Ӑна драматург ятарласа Вера Кузьмина валли тесе ҫырнӑ. Кӑҫал, чӳк уйӑхӗнче, Наци театрӗсен халӑхсем хушшинчи «Чӗкеҫ» фестиваль иккӗмӗш хут иртӗ. Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче сцена ҫине Калмӑк Республикинчи Б. Басангов ячӗллӗ наци драма театрӗ тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() vk.com/dramteatr21 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Евгений Урдюков театр ӳнерне аталантарас ӗҫе курӑмлӑ тӳпе хывнӑшӑн тата пултарулӑх ӗҫӗнче тухӑҫлӑ тӑрӑшнӑшӑн Чӑваш Республикин Элтеперӗн Тав хутне тивӗҫнӗ. Ҫак маттур артист Шӑмӑршӑ районӗнчи Ҫӗнӗ Чӗпкас ялӗнче 1989 ҫулта ҫуралнӑ. 2011 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер инстиутутӗнчен вӗренсе тухнӑ та эпир маларах асӑннӑ театрта ӗҫлеме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан 99 ҫулти ватӑ, вӑрҫӑ ветеранӗ,нумай ҫул тухтӑр пулса ӗҫленӗ, тӗп врач та пулнӑ Михаил Сорокин паян та вулавӑша ҫӳреме юратать. Михаил Григорьевича библиотекӑна хӑй тӗллӗн кайса килме йывӑртарах. Ҫавӑнпа ӑна хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр ӗҫченӗсем илсе кайса килнӗ. «Ӑслӑ, пурне те астӑвакан ҫынпа вӑхӑта ирттерме мана питех те кӑҫӑклӑ пулчӗ», — каласа кӑтартнӑ центр специалисчӗ Татьяна Васильева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() m24.ru сайтри сӑн Синоптиксем юпа уйӑхӗнче мӗнле ҫанталӑк пулассине хыпарланӑ. Паян ӑшӑ та типӗ ҫанталӑк тӑрать. Ахӑртнех, кун пек ҫанталӑк уйӑх варричченех тӑсӑлӗ. Кӑнтӑрласерен термометр 15 градус таранах кӑтартӗ, хӑш-пӗр вырӑнта – 18-20 градус таран. Ҫитес икӗ эрнере ҫӗрлесерен шӑнтмӗ. Синоптиксем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, юпан 17-мӗшӗнче ҫумӑр ҫума, сивӗтме пуҫлӗ. 17-18-мӗшӗсенче юр ҫума пултарать. 23-мӗшӗ хыҫҫӑн вара юр тата нумайрах ҫӑвӗ, уйӑх вӗҫнелле юр хулӑнӑшӗ 10 сантиметр таран пулма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ирине Канаш хулинче кафе ҫунма тытӑннӑ. «Малина» кафере пушар тухни пирки ҫӑлавҫӑсене 8 сехет те 46 минутра пӗлтернӗ. Ҫуллахи веранда тата тӑрри ҫунма пуҫланӑ, пӗтӗмпе 400 — тӑваткал метр. Ҫулӑмпа 20 ҫӑлавҫӑ тата 7 техника кӗрешнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушарта, шел те: 1 хӗрарӑм вилнӗ. Вӑл персонала тата апатланма пынӑ ҫынсене эвакуациленӗ хыҫҫӑн кафене каялла таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() moe-online.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 32-ри арҫын ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтак карточкин дубликатне туса унтан 2 млн тенкӗ вӑрланӑ. Унӑн куншӑн пӗтӗмӗшле режимлӑ юсанмалли колонире 3 ҫул ҫурӑ ларма тивӗ. Ҫапла йышӑннӑ суд. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал кӑрлачра вӑл ятарлӑ ҫар операцине кайма контракт ҫырнӑ арҫынпа паллашнӑ. Ӑна ӗҫ укҫи валли банк карттине тума пулӑшнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл хӑйӗн валли карточкӑн дубликатне те туса ӗлкӗрнӗ. Салтак ятарлӑ ҫар операцине кайсан карточка ҫине унӑн шалӑвӗ килме тытӑннӑ. Ҫак арҫын дубликатпа усӑ курса унти 2 млн ытла тенке илнӗ те хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ, парӑмӗсене татнӑ. Салтака кӳнӗ тӑкака арҫын саплаштарман-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Тӗн
![]() cheb.ru сайтри сӑн Чӑваш Ен правительстви Шупашкарти «Университет» микрорайонта православи храмне тумашкӑн ҫӗр уйӑрса панӑ. Хушӑва аван уйӑхӗн 19-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. 7,3 пин тӑваткал метр лаптӑка Шупашкар тата Чӑваш Ен епрахине 2035 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен усӑ курма панӑ. Ҫапла ҫак микрорайонта та православи тӗнне ӗненекенсем валли храм пулӗ. Вӑл Лукин урамӗнче 9-мӗш тата 11-мӗш ҫуртсене хирӗҫ вырнаҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() «Контактри» сӑн «Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх,Ҫӗмӗрле округӗн «Вперед» хаҫачӗн тӗп редакторне сумлӑ ятпа чысланӑ. Анна Аношина Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн ятне тивӗҫнӗ. Хушӑва Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Анна Аношкина район хаҫатне 2017 ҫултанпа ертсе пырать. Издательство ӗҫӗнче вӑл 2006 ҫултанпа вӑй хума тытӑннӑ. Хӑйне пултаруллӑ йӗркелӳҫӗ пек кӑтартса Анна Аношкина ертӳҫӗ должноҫӗ таран ҫитнӗ. Сӑмах май, вӑл пӗлтӗр Мускавра Владимир Путин президентӑн пресс-конференцине хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Етӗрне округӗнчи арҫын ятарлӑ ҫар операцийӗнче вилнӗ салтакӑн картти ҫинчи 6 миллион тенке илсе хӑйӗн валли моторпа кимӗ туяннӑ, машина кредитне татнӑ. Анчах савӑнӑҫ нумая пыман — куншӑн унӑн судра явап тытма тивнӗ. Ӗҫ-пуҫ акӑ мӗнлерех пулса иртнӗ: вилнӗ салтакӑн амӑшӗ еткерлӗхе хӑйӗн ҫине тунӑ чухне ывӑлӗн картти ҫинчи укҫа ҫуккине асӑрханӑ. Кайран вӑл ывӑлӗн пӗлӗшӗнче пулни ҫиеле тухнӑ — салтак отпуска килсен ӑна парса хӑварнӑ иккен. Салтак вилсен вара пӗлӗшӗ картта унра пулнине ҫемйине пӗр сӑмах та шарламан. 2024 ҫулхи авӑн-раштав уйӑхӗсенче вӑл унти укҫана пӗчӗкшерӗн илсе пынӑ. Арҫын пуҫиле ӗҫ пуҫарсанах салтак амӑшне пӗтӗм тӑкака саплаштарнӑ. Ҫапах суд ӑна 3 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплнӑ, 50 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Прокуратура ыйтнипе моторпа кимме патшалӑх валли туртса илнӗ. Ҫапах прокуратура приговор ытлашши ҫемҫе тесе шухӑшлать, машинӑна та конфискацилеме тавӑҫ тӑратнӑ. Ара, кредитне арҫын вӑрланӑ укҫапа тӳлесе татнӑ вӗт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
