Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Сантикасси ялӗнче пурӑнакан Алексей Ятрушев ӑпӑр-тапӑра ҫӳп-ҫап купи ҫине тухса пӑрахман. Вӑл вӗсенчен беседка туса лартнӑ. Арҫын ӑна тунӑ чухне пластик кӗленчесемпе усӑ курнӑ. Пӑккисемпе вара илемлетнӗ. Ҫапла Алексей Ятрушев ӑпӑр-тапӑра иккӗмӗш пурнӑҫ парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, вырӑс халӑхӗн аслӑ поэчӗ Александр Пушкин ҫуралнӑранпа 225 ҫул ҫитнӗ кун, Чӑваш патшалӑх академи драма театрне экскурсине килнӗ хӑнасене Александр Сергеевич кӗтсе илнӗ. Вӑл 1833 ҫулта Шупашкара килсе курни ҫинчен каласа кӑтартнӑ, чӑвашӑн мухтавлӑ ывӑлӗпе Никита Бичуринпа туслӑ пулнине пӗлтернӗ. «Сӑмахран, ҫак самант «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» спектакльте те пур», – хыпарлать театрӑн пресс-служби. «Сирӗн те театрпа ҫӗнӗ, ахаль чухне курман енчен паллашас килет пулсан, кашни тунтикун 18:30 сехетре театрта экскурсисем иртеҫҫӗ», — пӗлтереҫҫӗ театрта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Автор сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкар муниципаллӑ округӗнче Ишек ярмӑркки иртрӗ. Ишек пасарӗн директорӗ Лариса Кудряшова палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, кӑҫалхипе 244-мӗш хут пуҫтарӑнать вӑл тӑрӑхри халӑх Ишек ярмӑрккине. Ярмӑрккӑна вырӑнти тӳрӗ-шараран округ администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владиммр Михайлов тата Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов пынӑ. Тухса калаҫакансем пурте чӑвашла калаҫрӗҫ. Владимир Михайлович та хӑйӗн саламлӑ сӑмахне тӑван чӗлхепе пуҫларӗ. Программӑна ертсе пыраканни ҫеҫ темшӗн вырӑсла калаҫрӗ. Баннера та, сӑмах май, вырӑсла хатӗрленӗччӗ. Ярмӑрккӑра вырӑнти юрӑ-ташӑ ӑстисем, чӑваш эстрада юрӑҫисем (Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Стас Владимиров тата Катя Петрова, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Алексей Шадриков, Дмитрий Никифоров) хутшӑнчӗҫ. Вӗсем пурте чӗрӗ сасӑпа юрларӗҫ. |
Республикӑра
![]() yar.mk.ru сайтри сӑн Паян синоптиксем асӑрханма сӗнеҫҫӗ - республикӑра хӑрушлӑхӑн сарӑ шайӗ вӑйра. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Чӑваш Енре вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвать, кӑнтӑр енчен вӗрекен ҫил вӑйланать - ҫеккунтра 15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. «Тимлӗ пулӑр тата асӑрханӑр! Экстреннӑй служба телефонӗсем: 01,101,112», - тесе асӑрхаттарса ҫырнӑ Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пресс-служби. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() "Контактри" сӑн Вӑрнар муниципаллӑ округӗнчи Малтикас ялӗнче пурӑнакансем айккинчен пулӑшу кӗтсе ларман. Тытнӑ та хӑйсемех кӗпер туса лартнӑ. Паллах, ӑна укҫасӑр тӑваймастӑн. Ял ҫыннисем укҫа пухса стройматериалсем илнӗ. Унтан арҫынсем кӗпере туса лартнӑ. Кӗпере тума 40 пин тенкӗ тухса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре икӗ пуҫтах арҫын Ҫутҫанталӑк тӗнчине сыхлас енӗпе ӗҫлекен дирекцин ӗҫченне хӗненӗ. Вӗсене дирекци ӗҫченӗсем пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Сурӑм ялӗ ҫывӑхӗнче тытса чарнӑ. Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗнчи 39 ҫулти арҫын тата Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти вӑйпиттин машинине авӑрламан пӑшал пулнӑ. Сунарҫӑсем дирекцин ертӳҫин ҫумне Геннадий Исакова питӗнчен тата пуҫӗнчен тапса-ҫапса пӗтернӗ, фотоаппаратне ватса пӑрахнӑ. Арҫынсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() EMIRNURTDINOVICH21 тунӑ сӑн Мари Элте вӑрман касакансем тупӑшнӑ. Ӑмӑртӑва тӗрлӗ регионти 40 ытла ҫын хутшӑннӑ. Пирӗн ентешсем унта палӑрнӑ. Артем Шашков, Андрей Климин, Сергей Субботин, Андрей Епифанов тата Евгений Шурнеев команда зачетӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Харпӑр зачетра Андрей Климин - 2-мӗш вырӑн, Артем Шашков - 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Юниорсен хушшинче Евгений Шурнеев 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Сӑмах май, утӑ уйӑхӗнче ҫакнашкал конкурса Улатӑр вӑрман хуҫалӑхӗнче ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, социаллӑ ӗҫченсем хӑйсен професси уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак ӗҫе суйласа илнисен тивӗҫӗ — ватлӑхра пулӑшу кирлӗ ҫынсене пулӑшасси, пӑхасси. Социаллӑ ӗҫчен ӗҫӗ лавккаран таварпа эмел туянса килсе панипех вӗҫленмест. Вӗсен выртакан ҫынсене те пӑхма тивет. Унсӑр пуҫне кил-ҫурта тирпейлесе памалла, апат пӗҫерсе ҫитермелле. Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене твиӗҫтерекен комплекслӑ центрта 20 ҫул ытла социаллӑ пулса ӗҫлекен Светлана Юрина каланӑ тӑрӑх, профессие чун тата чӗре ыйтнипе суйланӑ. Паян вӑл хулари 10 ватта пӑхса тӑрать. «Ҫынна хӗрхенмесен ку ӗҫре ӗҫлейместӗн», — тет ӳрӗк хӗрарӑм. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Телеграмри t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Сургутри чӑвашсем «Сӑпка юррисен историйӗсем 2.0» проекта пӗтӗмлетнӗ. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ. «Туслӑх» чӑвашсен наци-культура центрӗн ертӳҫи Татьяна Толстова тӗнче тетелӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, ку проект 11 наци организацине пӗрлештернӗ. Ӗҫе 400 шкул ачине, 100 ытла мӑн ҫынна – музыкантсене, студент-дизайнерсене, педагогсене, ашшӗ-амӑшне – явӑҫтарнӑ. Кӗнекене QR-код вырнаҫтарнӑ. Ҫавна май сӑпка юррисене итлеме, нацисен йӑли-йӗркипе паллашма пулать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Телеграмри "Чӑваш Ен калаҫать" каналти сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре выльӑха аукционта сутӗҫ. Кун пекки унччен пулман. Аукционта сутма ӑратлӑ 200 выльӑх тӑратӗҫ. Тулеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑшӑн ҫӗнӗ ӗҫ-пуҫ утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен 13-мӗшӗччен «Чебомилк» агрокомплексра иртӗ. Хуҫалӑхра 5400-е яхӑн мӑйракаллӑ шултра выльӑх. Агрокомплексра пӗлтернӗ тӑрӑх, аукцион ирттерни выльӑха аш-какайшӑн мар, ӑратӑн паха енӗсемшӗн туянас текенсемпе тӗл пулас тени. 3 куна пыракан программӑра – экскурси, конференци тата аукцион . Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |