Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫул-йӗр
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем кинемее килне леҫсе хӑварнӑ.

«Шупашкар-Сурски» ҫул ҫинче Патшалӑхӑн автоинспекцийӗн ҫул-йӗр патрулӗн уйрӑм батальонӗн ӗҫченӗсем ҫул айккипе пыракан ҫынна асӑрханӑ. Ват хӗрарӑм йывар сумкӑпа утса пынӑ. Инспектрсене вӑл ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, автобусран тӑрса юлнӑ та килне ҫуран утса ҫитме шухӑшланӑ.

Артём Яковлев тата Сергей Савин инспекторсем ӑна килне ҫитерсе янӑ, каҫхине ҫул айккипе ятарла тумсӑр утма юраманни пирки асӑрхаттарнӑ.

 

Хулара

Ӗмӗрӗпе ӗҫлесе пурӑнма хӑнӑхнӑ ҫын ахаль ларасшӑн мар. Вӑйӗ ҫитмесен те унӑн пахчара акса лартас килет. Кун пек чухне Шупашкарти ватӑсене халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӗ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗсем пулӑшса пыраҫҫӗ.

«Пахчана пушӑ вырттарас килмест. Юрать мана Елена Трофимова социаллӑ ӗҫчен пулӑшса пырать», — тав тӑвать тава тивӗҫлӗ канури Федосия Парфёнова. Зинаида Прокопьева вара Ольга Филиппова пулӑшса пынишӗн савӑнать.

 

Политика
Патшалӑх Канашӗн архивӗнчи сӑн
Патшалӑх Канашӗн архивӗнчи сӑн

Паян Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавӗ хӑҫан иртессине палӑртнӑ: авӑнӑн 14-мӗшӗнче.

Олег Николаев «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ пулсан та суйлава самовыдвиженец пек каяссине ҫу уйӑхӗнчех пӗлтернӗ. Ҫавӑн чухнех «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» хӑйӗн кандидатурине тӑратмассине хыпарланӑ.

«КоммерсантЪ» пӗлтернӗ тӑрӑх, суйлавра Олег Николаевӑн кандидатурине «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» кӑна мар, КПРФ та ырлассине каланӑ. Коммунистсем Элтепер вырӑнӗшӗн кӗрешмӗҫ, мӗншӗн тесен хальхи Элтепер позицийӗпе килӗшеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Канаш станцийӗнче пуйӑс 64 ҫулти хӗрарӑма вилмеллех ҫапса кайнӑ.

Ку инкек ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулнӑ. Машинист пуйӑса чарса ӗлкӗреймен, рельссем ҫинчи хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Вӑл сураннӑ, кӑштахран ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ.

Халӗ Следстви комитечӗн следователӗсем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-127528397_4303
 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре электрокардиограммӑна искусство интеллекчӗ тишкерме пуҫлӗ. Ҫӗнӗлӗхе ӗҫлеттерсе ярас ӗмӗтлине республикӑн вице-премьерӗ Владимир Степанов Пӗтӗм тӗнчери «ОргЗдрав – 2025» XIII конгресра тухса калаҫнӑ чухне палӑртса хаварнӑ.

Мускавра ҫӗртме уйӑхӗн 9-10-мӗшӗсенче иртекен мероприятие ҫӗршыври сывлӑх сыхлавӗн отраслӗнче тӑрӑшакансем пуҫтарӑннӑ.

Кӑҫалхи конгресӑн теми — «Тренды российского здравоохранения сквозь призму специальностей и новых технологий». Чӑваш Ен пирки каласан, пирӗн регион сывлӑх сыхлав отрасле цифровизаци енчен малта пыракан регионсен йышӗнче-мӗн.

 

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре «Туризм тата хӑнасене кетсе илесси» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн глэмпингсем тӑвассине эпир унчечн темиҫе хутчен те пӗлтернӗччӗ. Тӗллевле укҫана тивӗснисенчен пурте унпа йӗркелле тата вӑхатра усӑ курайманнисенчен кӗмӗле каялла илнине те хыпарланӑчче.

Глэмпингсене Йӑлӑмра, Улатӑр, Шупашкар, Куславкка тата Красноармейски тӑрӑхӗсенче тунӑ. Вӗсем хӑнасене йышӑнма та пуҫланӑ. Инвесторсен укҫипе хута янӑ глэмпингсем те пур.

Республикӑн экономика министре

«Эпӗ республикӑри мӗнпур глэмпинга ҫитсе куртӑм, вӗсен пахалӑхӗ тата сервисӗ аван. Паллах, ӗҫлемелли, лайӑхлатмалли татах пур, анчах юлашки ҫулсенче пурнӑҫ ыйтнипе тан пыни питӗ лайӑх», — тенӗ Дмитрий Краснов вице-премьер.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперне хӑҫан суйласси паллӑ. Республикӑн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавӗн кунне палӑртнӑ. Республика ертӳҫине кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче суйлӑпӑр.

«Кӑҫал пирӗн республикӑра явапла, историлле пулӑм пулӑм, Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавӗ, пулса иртӗ. Унран регион малашлӑхӗ нумай килет», — тесе палӑртса хӑварнӑ Патшалах Канашӗн спикерӗ Леонид Черкесов.

 

Ял хуҫалӑхӗ
Кирил Степанов архивӗнчи сӑн
Кирил Степанов архивӗнчи сӑн

Элӗк округӗнчи фермер – «Нетипичный садовод» медиапреми лауреачӗ пулса тӑнӑ.

Курав ҫак кунсенче Мускавра иртнӗ. Унта блогерсем, пахча тата сад ӑстисем, ландшафт дизайнерӗсем, агрономсем тата ҫак тытӑмри ытти специалист пухӑннӑ.

Программа пуян пулнӑ: лекцисем, ӑсталӑх класӗсем иртнӗ. Ҫавӑнтах ӳсен-тӑран тата пахча ҫимӗҫ, удобрени сутнӑ. Медиапреми лауреачӗсене те чысланӑ. Ҫак йыша пирӗн ентеш Кирилл Степанов та лекнӗ. Питех те кӑмӑллӑ!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере вӑхӑтлӑха шӑрӑх вӗҫленет. Ыран кӑнтӑрла хыҫҫӑн пӗлӗтленме тытӑнӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Каҫхине тата ҫӗрле чашлаттарсах ҫӑвӗ. Ҫил вӑйланма, пӑр ҫума пултарать.

Юнкун уяртӗ, 22-24 градус ӑшӑ тӑрӗ. Кӗҫнерникун та ҫумӑр ӳкмӗ. Эрнекунран пуҫласа вырсарникунччен вара ҫӑвӗ. Эрнекун ӑшӑ пулӗ-ха. Шӑматкунпа вырсарникун вара термометр кӑнтӑрла та 18-20 градус кӑтартӗ, пур ҫӗрте те тенӗ пек ҫумӑр ҫӑвӗ.

Ҫӗртмен 15 е 16-мӗшӗнче кунӗпех ҫумӑр ҫума пултарать. Ҫӗртмен 19-мӗшӗнче те ҫумӑр ҫума пултарӗ.

Уҫӑрах ҫанталӑк иккӗмӗш декада, вӗҫӗччен тытӑнса тӑрӗ. Хӑш-пӗр кун ҫӗрлесерен 5 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Кашни кун тенӗ пек ҫумӑр ҫӑвӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртмен 24-мӗшӗ валли шӑрӑх таврӑнӗ.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫей кунӗ тӗлӗнчи канмалли кунсенче сывлӑх сыхлав учрежеднийӗсем епле ӗҫлесси паллӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗ кӗске ӗҫ кунӗ пулӗ, ҫав шутра тухтӑрсен те. Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пульницӑсем (стационарсӑр тата васкавлӑ пулӑшу паракан тухтӑрсемсӗр пуҫне) канӗҫ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче шӑматкунхи графикпа ӗҫлӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче канӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 170, 171, 172, 173, 174, 175, 176, 177, 178, 179, [180], 181, 182, 183, 184, 185, 186, 187, 188, 189, 190, ... 4092
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире сывлӑха тимлӗх уйӑрма сӗнеҫҫӗ. Эндокрин тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Психосоматика симптомӗсем те палӑрӗҫ: стреса е ытлашши ӗҫленине пула мышцӑсем пӗрӗнме пултараҫҫӗ.

Нарӑс, 10

1892
134
Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ вилнӗ.
1914
112
Эсхель Аркадий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, критикӗ ҫуралнӑ.
1929
97
Кенеш Мучи, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1942
84
Фёдоров Георгий Иосифович, чӑваш литературин тӗпчевҫи, хаклавҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1943
83
Романова Зоя Васильевна, тӑлмач ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...