Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПи тунӑ сӑн Шупашкартана Сосновкӑна ҫӳрекен автобус паян Атӑл леш енче аварие лекнӗ. Унта 3 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Инкек «Астраханка» чарануран инҫех марп улнӑ. Аварире вилнӗ ҫынсем - ҫӑмӑл машинӑра пулнӑскерсем. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киа спектра» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса автобуспа ҫапӑннӑ. Автобусри пассажирсем пурте чӗрех, хӑшӗ-пӗри аманнӑ. Мари Элти ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкаллисем – 6 ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Интервью
Культура
Ӑсталӑхпа чӑнлӑх Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫак кунсенче вырӑссен аслӑ поэчӗ А.С. Пушкин ҫуралнӑранпа 225 ҫул ҫитнине халалласа «Я помню чудное мгновение…» «Асрах асамлӑ ҫав самантӑн…» сӑвӑсен пуххи вырӑсла тата чӑвашла пичетленсе тухрӗ. Кӗнекене пухса хатӗрлекенӗ тата чӑвашла куҫараканӗ — Василий Кошкин-Кервень. — Паллӑ ӗнтӗ, чаплӑ поэтӑн асамлӑн кашласа ларакан «вӑрманӗнче» анлӑ ҫулсемпе лайӑх такӑрланӑ сукмаксем кӑна мар, тӗрлӗрен вӗтлӗхсемпе чӑтлӑхсем те чылаях. Унта кӗрсе ҫӳреме хӑюлӑх та, лайӑх туптаннӑ ӑсталӑх кирлӗ. Енчен те хирӗҫ килекен палламан ҫын Пушкин хӑй пулса тӑрсан, вӑл сана палламасӑр мӑнкӑмӑллӑн иртсе кайсан?.. – Илемлӗ литература, уйрӑмах поэзи, нумай чухне автора хӑйне те витӗмлӗн сӑнарласа парать. Ку никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Ҫынлӑх тени Пушкинӑн чи вӑйлӑ енӗсенчен пӗри пулнӑ. Ман шутпала, унпа вӑрманта е урӑх ҫӗрте тӗл пулас пулсан вӑл никампа та сӑмах чӗнмесӗр мӑнкӑмӑллӑн иртсе кайман пулӗччӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех вӑл ҫав тери сисӗмлӗ чун-чӗреллӗ ҫын пулнӑ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта сусӑрсене кӗмелли ҫурт умӗнче инвалидсем валли парковка пулман. Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, Чулхула урамӗнче вырнаҫнӑ Чӑваш Республикинчи медицинӑпа экспертиза тӗп бюровӗнче инвалидсем медицинӑпа социаллӑ экспертиза тухаҫҫӗ. Анчах ҫав учреждени умӗнче сусӑрсен машинине лартма парковка пулман. Асӑннӑ ҫурт умӗнхи территори Шупашкар администрацийӗн шутланать. Апла пулсан инвалидсем валли парковка тӑвассишӗн те вӑл яваплӑ. Халӗ кӑлтӑка пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кандинский сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар муниципаллӑ округӗнче почтальона хӗненӗ арҫынна суд тӑвӗҫ. Ҫӗньял ялнче пурӑнакан 45 ҫулти арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 115-мӗш стайин 2-мӗш пайӗн «а» пункчӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статьяпа пуҫтах тӗллевпе сывлӑха ҫӑмӑл сиен кӳрекенсене явап тыттараҫҫӗ. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче почтальон Ҫӗньял ялӗнче корреспонденци валеҫсе ҫӳренӗ. Тӗп урамри ҫуртсенчен пӗринчи подъездра ун ҫумне ӳсӗр арҫын ҫулӑхнӑ. Эс почтальон мар, наркотик хурса ҫӳретӗн тесе чӑркӑшланнӑ. Почтальон ҫумӗнче ӗҫре кирлӗ япаласем пурри те ӳсӗр ҫынна лӑплантарайман, вӑл ӑна хӗнеме пуҫланӑ. Почтальонӑн пичӗн шӑммине амантнӑ. Пуҫиле ӗсе халӗ суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кандинский нейросетьпе усӑ курса хатӗрленӗ сӑнӳкерчӗк Канашри пӗр ҫемьере ҫиччӗри хӗрача амӑшне укҫасӑр хӑварнӑ. Сумми ытла пысӑках мар та, ҫапах та... Пӗррӗмӗш класра вӗренекен ача виртуаллӑ вӑйӑ выляса ларнӑ чухне палламан ҫынпа ҫыру урлӑ калаҫма тапранса кайнӑ. Лешӗ ачана виртуаллӑ валюта туянма сӗннӗ. Ун валли амӑшӗн банк карттинчен тӳлеме май пуррине пӗлтернӗ. Хӗрача амӑшӗн банк карттине илсе унӑн банк приложенине кӗрсе кайнӑ. Унтан 41 пин те 200 тенкӗ куҫарса панӑ. Укҫа ҫухалнине пӗлсен 46-ри хӗрарӑм, ҫиччӗри хӗрача амӑшӗ, йӗрке хуралҫисем патне пулӑшу шыраса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 3-9-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра полици, Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин, Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин лини пайӗн ӗҫченӗсем ют ҫӗршыв ҫыннисемлӗ 1,5 пин ытла объекта тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслеве пурӑнмалли ҫуртсенче тата хостелсенче, транспортра, стройкӑра, суту-илӳ тата общество апатланӑвӗн учрежденийӗсенче ирттернӗ. Операци вӑхӑтӗнче правӑна пӑснӑ 125 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ, вӗсенчен чылайӑшӗнче – пирӗн ҫӗршывра саккуна пӑсса пурӑнни. 17 ҫынна тӑван тӑрӑхне кӑларса яма йышӑннӑ, 8-шне вӑхӑтлӑх пурӑнмалли центра вырнаҫтарнӑ, унтан вӗсене те тӑван ҫӗршывӗсене ӑсатӗҫ. Миграци учётне тӑратнӑ 12 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ, пӗр эрнере пуҫиле 2 пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() cap.ru сайтри сӑн Шел те, каллех хурлӑхлӑ хыпар: Ҫӗмӗрле хулинче 35 ҫулти хӗрарӑм путса вилнӗ. Ку инкек ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, пулнӑ. Унӑн виллине водолазсем шыранӑ. Ӑна паян кӑна ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Халӗ хӗрарӑм мӗнле майпа путнине тӗпчеҫҫӗ. Палӑртмалла: шыва кӗмелли сезон пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 8 ҫын путса вилнӗ. Аса илтерер: ӗнер Шупашкарти тӗп пляжра 13 ҫулти хӗрача путса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() obrazov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ачасене чӑваш халӑхен культурипе тарӑнрах паллаштарас, ламран лама пыракан йӑла-йӗркемӗре ӑша хывма пулӑшас тӗллевпе, культура эткерлӗхне упраса хӑварас тӗллевпе «Ача садӗнче Акатуй» конкурс ирттереҫҫӗ. Республикӑри ӑмӑрту ҫак номинацисемпе иртӗ: «Шкул ҫулне ҫитмен ачасен «Акатуй» уявӗн чи лайӑх конспект-сценарийӗ»; «Ача пахчинчи чи лайӑх «Акатуй» (видеоролик)». Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗ пӗр номинаципе ҫеҫ конкурса хутшӑнма пултарать. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, документсене утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗччен электрон мелпе https://forms.gle/jnssemhwMnx5pTu39 каҫӑпа йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() hypar.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республика кунӗнче фейерверксен «Асамат» фестивальне ирттерессине ырӑ йӑлана кӗртнӗ. Анчах кӑҫал вӑл пулмӗ. Ҫакӑ самана асӑрхануллӑ пулма хистенипе ҫыхӑннӑ. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев Республика кунне уявлассипе ӗҫлекен йӗркелӳ комитечӗн черетлӗ ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Йӑлана кӗнӗ ытти мероприяти пулӗ. Ӗҫ программи Шупашкарта иртекен экономика форумӗпе уҫӑлӗ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 20-21-мӗшӗсенче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() obrazov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакансем 5-7-мӗш классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ регионти истори учебникӗсен ал ҫырӑвӗсене хатӗрленӗ. Учебниксене хатӗрленин тӗп тӗллевӗ – патритотизм туйӑмне аталантарма пулӑшасси, Раҫҫейри нумай нациллӗ халӑхӑн ӑс-хакӑл, истори, культура аталанӑвне кӑтартса парасси. Учебник калӑпӑшне вӗренӳ предметне миҫе сехет ӑша хывмаллине шута илсе хатӗрленӗ: 5 класра – 34 сехет, 6 класра – 17 сехет, 7 класра – 17 сехет. Ал ҫырусене (https://cloud.mail.ru/public/Ejny/VugTgYnAs) ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗччен хаклама май панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |