Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш академи драма театрӗнче «Нарспи» спектакль премьери пулассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ӑна авӑн уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче кӑтартмаллаччӗ. Анчах премьерӑна раштав уйӑхне куҫарнӑ. Ҫавӑн сӑлтавне театр сайтӗнчи хыпарта ӑнлантарса тӑман. Премьерӑна курма раштав уйӑхӗн 5-6-мӗшӗсенче йыхравлаҫҫӗ.

Аса илтерер: ҫӗнӗ ӗҫ режиссерӗ – Адыгейӑри Данна Афаунова. Тӗп рольсене Григорий Петров тата Елизавета Казначеева ҫамрӑк артистсем калӑплӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
tr.pinterest.com сайтри сӑн
tr.pinterest.com сайтри сӑн

Шупашкар округӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗнче вырнаҫнӑ «ЧебоМилк» предприятири зоотехника ӗне амантнӑ.

Ку авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ирхи 8 сехетре пулнӑ. Предприятире ирхине ӗнесене пусма ямашкӑн уйӑрнӑ вӑхӑтра пӗри тӑрук зоотехник ҫинелле вирхӗнсе пынӑ та пуҫӗпе сӗкнӗ. Зоотехник вӑйлах аманнӑ.

Халӗ Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.

 

Республикӑра
Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн
Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн

Ӗнер, юпан 2-мӗшӗнче, кӑнтӑрла хыҫҫӑн Валентин Иванов матрос-ҫӑлавҫӑ бинокльпе пӑхсан Атӑлта ҫаврӑнса ӳкнӗ кимӗ ишнине асӑрханӑ. Ҫывӑхра вара никам та пулман. Ҫапах ҫӑлавҫӑсем вырӑна тухса тӗрӗслеме шутланӑ.

Кимӗ патне ҫитсен вӗсем виҫӗ пулӑҫа асӑрханӑ. Телее, пурте ҫӑлав жилечӗпе пулнӑ. Ҫитменнине, пӗри ишме те пӗлмен.

Ҫӑлавҫӑсем пулӑҫсене ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Кайран кимме те илсе ҫитернӗ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Улатӑрта 45 ҫулти арҫын нихӑҫан та юн пусӑмӗ пысӑк пулнипе аптӑраман, эмелсем ӗҫмен. Кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ыратма, сивӗ тар тапса тухма пуҫласан, вӑйӗ хавшасан вӑл тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.

Пульницӑра унӑн миокард инфаркчӗ пулнине палӑртнӑ. Пациента пӗр тӑхтамасӑр санавиаципе Шупашкара Республикӑри кардиологи диспансерне ӑсатнӑ.

Вӑл – кӑҫал Улатӑртан вертолетпа илсе ҫитернӗ 31-мӗш пациент. Тухтӑрсем инфаркт «ҫамрӑкланса пынине» палӑртаҫҫӗ.

 

Чӑваш чӗлхи
«Пуринчен малтан» телеграм-канал сӑн
«Пуринчен малтан» телеграм-канал сӑн

«Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Шӑмӑршӑри «Магнит» лавккара чӑвашла мӗнле ҫырнине асӑннӑ телеграм-канала пӑхса тӑракан ҫын асӑрханӑ.

Космовский урамӗнчи 23-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ федераци сечӗн лавккинче чӑвашла пач ӑнланмалла мар куҫарнӑ вывескӑсем вырнаҫтарнӑ.

«Тӗрӗссипе, паян Яндекс-куҫаруҫӑ та вырӑсларан чӑвашла ун пек тирпейсӗр куҫармасть. Саккуна пӑснине асӑрханӑ ҫынсем лавккасен сечӗн администрацине ҫыру ҫырнӑ», – тесе ҫырнӑ «Пуринчен малтан» телеграм-каналта.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер Ҫӗмӗрле хулинче нумай хваттерлӗ ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнче вырнаҫнӑ пӗр хваттерте пушар тухнӑ.

Унти Интернационал урамӗнчи 33-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте инкек вӑхӑтӗнче икӗ ҫын пулнӑ: 90 ҫулти хваттер хуҫи тата унӑн кӳрши, 75-ри кинемей. Пушара сӳнтерме пырса ҫитнисем вӗсене урама илсе тухнӑ, вӗсене иккӗшне те тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

Унсӑр пуҫне ҫӳлти хутсенче пурӑнакан ҫынсене, пурӗ ҫичӗ ҫынна, эвакуациленӗ.

Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, хваттерте электричество пӑралукӗ юсавсӑр пулнӑ.

 

Персона
3-меш лицейӑн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
3-меш лицейӑн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти 3-мӗш лицейра ӗҫлекен Маргарита Степанова «Чӑваш Республикин халӑх учителӗ» ята тивӗҫнӗ. Маргарита Ивановна педагогика тата ачасене воспитани парас ӗҫре чылай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫлет-мӗн. Ҫавӑнпа ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫапла хавхалантарас тенӗ.

Маргарита Ивановна Тутарстанри Черемшан вырӑс ялӗнче 1945 ҫулхи раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ шофер пулнӑ, амӑшӗ — вырӑс чӗлхипе литература учителӗ. Хӗрача амӑшӗ пекех педагог ӗҫне суйласа илес тенӗ. Хусанти педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.

 

Культура

Паян Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Алексей Кулешовпа тӗлпулу иртӗ.

33-ри ҫамрӑк арҫын Кӑнтӑр Африкӑра пулса курни ҫинчен каласа кӑтартӗ. Тӗрӗссипе, вӑл 119 ҫӗршывра пулнӑ, Раҫҫейӗн кашни регионне тенӗ пек ҫитсе курнӑ. Алексей пилӗк континентра пурӑннӑ, Япӑх пӳртсенче чухӑнсем хӗсӗнсе пурӑнакан вырӑнсенче тата керменсенче пурӑнса пӑхнӑ. Ҫамрӑк арҫыннӑн чи юратнӑ регионӗсенчен пӗри — Кӑнтӑр Африка. Ҫавӑнпа вӑл унта пӗрмай каять.

 

Культура
Контактри «Чӑваш Ен Правительстви» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Контактри «Чӑваш Ен Правительстви» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма Максим Гришина шаннӑ.

Максим Юрьевич вӗренӳ тытӑмӗнче 15 ҫул ытла ӗҫлет. Маларах физика учителӗ, шкул директорӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Мари Элта Вӗренӳ пахалӑхне тӗрӗслекен центра ертсе пынӑ.

Максим Гришина министр ҫумӗ пулма авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ.

 

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе уса курнӑ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе уса курнӑ

Иртнӗ уйӑхӑн вӗҫӗнче пирӗн республикӑри икӗ ҫынна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят пама йышӑннӑ. Хушӑва Элтепер авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Вӗсенчен пӗри — Сӗнтӗрвӑрринчи тӗп клуб тытӑмӗн художник-оформителӗ Светлана Иванова, тепри — Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗн директорӗ Александр Матвеев.

 

Страницӑсем: 1 ... 162, 163, 164, 165, 166, 167, 168, 169, 170, 171, [172], 173, 174, 175, 176, 177, 178, 179, 180, 181, 182, ... 4170
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӑсталӑха ӗнентерме тивӗ. Уҫӑрах пулӑр, халӗ ҫынпа хутшӑнни кирлӗ. Хыпарсене тимлӗ сӑнӑр, хӑвӑршӑн пӗлтерӗшлӗ информацие илтмесӗр ан юлӑр. Ертӳлӗхпе калаҫасран пӑрӑнӑр. Канмалли кунсенче те кирлӗ мар хутшӑнусенчен тарӑр. Ӑнӑҫлӑ кун — ытларикун, ӑнӑҫсӑрри — юнкун.

Ҫу, 24

1887
139
Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1966
60
Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...