Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Даёшь, молодёжь!» сериалта ӳкерӗннӗ Раҫҫей актерӗ Михаил Башкатов Чӑваш Енри шкул ачисемпе тӗл пулнӑ.
Чылай ҫамрӑка ккилӗшекен паллӑ актер Михаил Башкатов Ҫӗнӗ Шупашкарти 19-мӗш шкула ҫитнӗ. Кайран вӑл Ҫӗмӗрлери 1-мӗш шкулта вӗренекен ачасемпе тӗл пулнӑ.
Михаил ачасемпе литература ҫинчен калаҫнӑ, хӑй мӗнле кӗнекесем вулама кӑмӑллани ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Пӗчӗк вӑрттӑнлӑха та уҫнӑ: унӑн сценӑна юратасси театр студине ҫӳренинчен мар, кӑсӑклӑ литература урокӗсенчен пуҫланнӑ иккен. Михаил Башаров ачасене ыйтӑвӗсене пӗр суймасӑр хуравланӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл шӳтлесе илме те манман.
