Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона
«Про Город» архивӗнчи сӑн
«Про Город» архивӗнчи сӑн

Шупашкара актер тата юморист Ефим Шифрин килсе кайнӑ. Вӑл пирӗн пата гастроль вӑхӑтӗнче кӗрсе тухнӑ.

Ӑна Шупашкар килӗшнӗ. «Хулан икӗ сӑн пулнине тахҫанах асӑрханӑ эпӗ: кӑнтӑрлахи тата каҫхи. Акӑ пӑхӑр-ха каҫхи Шупашкар епле. Хитре, лӑпкӑ. Манӑн ҫурӑм хыҫӗнче мӗнле илем. Ку – Атӑл», – тенӗ актер видеора.

 

Чӑваш чӗлхи
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев журналистсемпе пресс-конференци ирттернӗ. 2 сехет ытла тӑсӑлнӑ вӑл.

Журналистсенчен пӗри республикӑра Ҫӗнтерӳ кунӗпе чӑвашла плакатсем пулманни пирки каланӑ. Вӗсем пулаҫҫӗ-и? Элтепер ку ыйту интереслӗ пулнине палӑртнӑ. Вӑл уяв тӗлне плакатсем пулассине каланӑ.

Аса илтерер: кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 80 ҫул ҫитет.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарта пурӑнакан Алексей Афанасьев 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин ветеранӗ.

Алексей Афанасьев 1943 ҫулта Украина фронтӗнче ҫапӑҫса урине ҫухатнӑ. Паттӑр салтак Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗн Кавалерне тата Жуков медальне тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13555
 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ҫӗрле Канаш хулинче «Гранта» хӑрушӑ аварие лекнӗ. Унта пулнӑ икӗ пассажирӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсем 16-ра тата 18 ҫулта пулнӑ.

Руль умӗнче 20 ҫулти каччӑ пулнӑ. Ун чухне шӑпах унӑн ҫуралнӑ кунӗ пулнӑ. Вӑл ашшӗн машинине тапратса тухнӑ та юлташӗсемпе хула тӑрӑх ярӑннӑ. Ҫул хӗресленекен вырӑнта машина «семеркӑпа» ҫапӑннӑ, унтан юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ. Икӗ пассажир вырӑнтах вилнӗ, ыттисем, виҫҫӗшӗ, аманнӑ.

Ҫакӑ паллӑ: водителӗн права пулман.

 

Чӑвашлӑх
Игорь Вирьял тунӑ сӑн
Игорь Вирьял тунӑ сӑн

Мускавра кӑҫал та Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ ВДНХра иртӗ. Кунне те палӑртнӑ: утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче.

Аса илтерер: Мускавра Акатуй пӗлтӗр те ВДНХра иртнӗ. Унта 165 пин ытла ҫын ҫитсе курнӑ. 2023 ҫулта вара чӑвашсен уявне «Сокольники» паркра йӗркеленӗ.

Яланхи пекех Акатуйра сувенир продукцийӗсене сутӗҫ, «Кӗрешӳ» спорт ӑмӑртӑвӗсем иртӗҫ, концерт пулӗ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Йӗпреҫ округӗнчи Хумпуҫ Патӑрьел ялӗнчи Федотовсем 65 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Василий Федоровичпа Вера Андреевнӑн ҫулӗ ҫинче йывӑрлӑх сахал мар пулнӑ. Иккӗшӗн те ачалӑхӗ вӑрҫӑ тӗлне лекнӗ. Василий Федотович ҫемьере асли пулнӑ, ҫавна май йывӑр ӗҫ ытларах ун ҫине тиеннӗ. Ашшӗ-амӑшӗ колхозра тӑрӑшнӑ.

Ҫартан таврӑнсан Василий Йӗпреҫ пульницин куҫ уйрӑмӗнче ӗҫлекен Верӑпа паллашнӑ. Кайран ҫемье ҫавӑрнӑ вӗсем, виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13551
 

Сывлӑх

Етӗрне тӑрӑхӗнчи арҫынна васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем иккӗмӗш пурнӑҫ парнеленӗ теме пулать. Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑл ӗҫе кайма тухнӑ. Ӑнсӑртран кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ыратма тытӑннӑ, сывлама йывӑр пулнӑ. Вӑл тӳрех машинине чарнӑ та васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.

Анатолий Мурзин фельдшер, Марина Гаврилова медсестра, Алексей Ломоносов водитель вырӑна часах ҫитнӗ. Тухтӑрсем пациентӑн инфаркт пулнине ӑнланнӑ, часрах тромболезис тунӑ. Ҫак препарат юн тымарӗнчи тромба ирӗлтерет. Кун хыҫҫӑн арҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ.

«Инфаркт чухне пӗрремӗш сехет – чи пӗлтерӗшли. Тромболезис вӑхӑтра тусан чӗрене ҫӑлма пулать. Ҫавӑнпа кӑкӑр тӗлӗнчен ыратнине туйсанах васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравлӑр», - теҫҫӗ тухтӑрсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_20720
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Эсир «Чӑваш Ен» ятлӑ планета пуррине пӗлнӗ-и? Ӑна 1977 ҫулта физикӑпа математика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Н.С.Черных Крым обсерваторийӗнче уҫнӑ, каярахпа ӑна шӑпах ҫавӑн пек ят панӑ.

Вӑл 28 ҫухрӑм диаметрлӑ, Хӗвел тавра 474 млн ҫухрӑм аякра ҫаврӑнать. «Чӑваш Ен» ята вӑл 1982 ҫулта, СССР йӗркеленнӗренпе 60 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ чухне, тивӗҫнӗ. Ҫавӑн чухне ҫӗршыври республикӑсем ячӗпе космосри объектсене ят пама пуҫланӑ.

Паянхи кун ҫак планетӑна 2670 номерпе регистрациленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_75792
 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем малашнехи ҫанталӑк мӗнле пулассине пӗлтернӗ. Паллах, ку ҫирӗп прогноз мар, ҫанталӑк мӗнле пулассине 100 проценчӗпех калама ҫук.

Ҫу тата ҫурла уйӑхӗн, ытти ҫултипе танлаштарсан, ӑшӑрах пулӗ. Ҫу уйӑхӗн типӗ килӗ, ҫурлара вара ҫумӑр самай ҫӑвӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн варриччен сивӗрех ҫанталӑк тӑрӗ. Утӑ уйӑхӗ те нӳрӗ пулмалла. Ҫулла тӑтӑшах аслатиллӗ ҫумӑр пулӗ.

Утӑ уйӑхӗ чи шӑрӑххи пулӗ. Авӑн уйӑхӗнче сивӗтсе пырӗ. Аслатиллӗ ҫумӑрсем те пулкалӗҫ. Юпа уйӑхӗнче шӑнтма тытӑнӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ака уйӑхӗн 23-25-мӗшӗсенче Чӑваш Енре «Абилимпикс» професси ӑсталӑхӗн чемпионачӗ пулӗ. Унта сывлӑх енчен хавшак ҫынсем хутшӑнӗҫ.

180 ҫын хӑйсен ӑсталӑхне 33 компетенцире тӗрӗслӗ. Кӑҫал ҫӗнӗ профессисем те пулӗҫ, флористика, адаптаци физкультури, психологи, массаж, горничнӑй, вокал, библиотека ӗҫӗ. Чемпионата хутшӑнакансен ӑсталӑхне 171 эксперт хаклӗ. Ӑмӑрту республикӑри 11 техникумра иртӗ.

Аса илтерер: пӗлтӗр чемпионатра Шупашкарти экономикӑпа технологипе колледжӗн студентки «Портной» компетенцире ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/s/chuvashiya_capru/7938
 

Страницӑсем: 1 ... 169, 170, 171, 172, 173, 174, 175, 176, 177, 178, [179], 180, 181, 182, 183, 184, 185, 186, 187, 188, 189, ... 4052
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.12.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне, пӗтӗмӗшле илсен, лӑпкӑ иртӗ. Анчах ҫавна май эсир сыхлӑха ҫухатма пултаратӑр. Тунтикун уйрӑмах тимлӗ пулӑр, хӑвӑра улталама ан парӑр. Ытларикун вак-тӗвеке те сӑнӑр. Эрне варринче туссене кивҫен ан парӑр — туссене те, укҫана та ҫухатма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурри ҫӗнӗ пӗлӳ илме ӑнӑҫлӑ.

Раштав, 13

1932
93
Миттов Анатолий Иванович, живописец, график ҫуралнӑ.
1933
92
Иванова Нина Ивановна, Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1933
92
Пряников Виссарион Семенович, радиотехника инженерӗ, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1933
92
Петров Александр Петрович, парти ӗҫченӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...