Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри хор фестивалӗн республикӑри тапхӑрӗ иртнӗ. Унта хутшӑнакансем Трактор тӑвакансен культура керменне (унта республикӑн халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ вырнаҫнӑ) пуҫтарӑннӑ.
Мероприятие Пӗтӗм Раҫҫейри хор обществин регионти уйрӑмӗпе пӗрле Халӑх пултарулӑх ҫурчӗ ирттернӗ.
Республикӑн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек фестивале пирӗн республикӑра 13-мӗш хут йӗркеленӗ. Хальхинче унта тӑватӑ категорири коллективсем хутшӑннӑ: ача-пӑча, клубпа кану ҫурчӗсенчи хӑй тӗллӗн вӗреннӗ аслисен ушкӑнӗсем, вӗрену учрежденийӗсенчи ачасен тата аслисен ушкӑнӗсем.
Сцена ҫине 14 муниципаллӑ округпа 2 хуларан килсе ҫитнӗ, пурӗ 600 ытла ҫынлӑ 30 коллектив тухнӑ.
