Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян Шупашкарта каллех автобус ҫуннӑ. Ку 12 сехетре «Наци вулавӑшӗ» чарӑну патӗнче, Ленин проспектӗнче, пулнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пассажирсем тӗтӗмленме пуҫланӑ автобусран хӑвӑрт тухнӑ, аяккарах кайса тӑнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, тӗтӗм астобусӑн малти пайӗнчен тата мотор отсекӗнчен тухнӑ. Халӗ общество транспорчӗ мӗншӗн ҫунма тытӑннине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
news.allelets.ru сайтри сӑн Комсомольски округӗнчи хӗрарӑм 13 ҫулти хӗрачана пӑвма пуҫланӑ. Куншӑн вӑл судра явап тытнӑ. Ку пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм, ӳсӗрскер, культурӑпа кану паркӗнче 13-ри хӗрачапа хирӗҫсе кайнӑ та ӑна майӗнчен ярса тытса пӑвма пуҫланӑ, «Вӗлеретӗп!» тесе кӑшкӑрнӑ. Унтан вӑл ӑна пуҫӗ патӗнчен тапнӑ. Суд пулнӑ. Судья хӗрарӑма 200 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура хӗрачана кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн компенсаци шыраса илме суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд пӗр пайне тивӗҫтернӗ, хӗрарӑмран 35 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ. Палӑртмалла: унччен ҫак хӗрарӑм судпа икӗ хутчен айӑпланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Галина Григорьева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер Шупашкарти Юханшыв порчӗ умӗнчи лапамра хӑйӑр кӳлепесем тума пуҫланӑ. Кун пирки Галина Григорьева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. «Асамлӑ хӑйӑр» фестивале Екатеринбургри Андрей Кокорин, Красноярскри Сергей Асеев, Тӗменти Александр Скареднов, Ижевскри Лев Брюханов тата Мария Соловатова, Красноярскри Дмитрий Бакламенко, Екатеринбургри Максим Беспалов, Питӗрти Ирина Алимурзаева, Шупашкарти Светлана Карцева, Анна Мартынова, Андрей Молоков, Елена Карнаева хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Правительствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ улшӑну пулса иртнӗ. Республикӑн экономика тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн пӗрремӗш ҫумне Надежда Столяровӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫавӑн пек йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Улатӑр округӗнчи Иваньково-Ленино ялӗнче пушар пулнӑ. Шел те, инкексӗр иртмен – ҫулӑма сӳнтерсен кил хуҫин виллине тупнӑ. Вӑл – 60 ҫулти арҫын. Пушар алхасма пуҫлани пирки 19 сехет те 20 минутра пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем киличчен ҫулӑма пушар команди сӳнтерме тытӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «хӗрлӗ автан» пирус асӑрханмасӑр туртнӑран ташлама пуҫланӑ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 461 пушар пулнӑ. Вӗсенче 27 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ку эрнере пире мӗнле ҫанталӑк кӗтет? Паян ҫил ҫурҫӗр енчен пулнӑран ҫӗрле шӑнтас хӑрушлӑх пур. Ыран та паянхи пек пӗлӗтлӗ ҫанталӑк тӑрӗ, ӑшӑ фрончӗ ҫитӗ. Юнкунпа кӗҫнерникун ҫанталӑк 13-18 градус таран ӑшӑтӗ, хӗвеллӗ пулӗ, ҫил лӑпланӗ. Ӑшӑ таврӑнать пек. Анчах… Эрнекун каллех сивӗ фрончӗ ҫитӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ, сивӗтӗ. Вырсарникун кӑна 16-18 градус таран ӑшӑтӗ, ҫумӑр ҫумӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тепӗр эрнерен каллех сивӗтӗ, ҫӗрлесерен шӑнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
cap.ru сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Мускавра иртекен «Раҫҫей» куравра Пӗтӗм Раҫҫейри туй фестивалӗ пуҫланнӑ. Ҫав кун унта 151 мӑшӑр хут уйӑрттарнӑ. Чӑваш Енрен Александр тата Анна Кривовсем пулнӑ. Вӗсем – Елчӗк округӗнчен. Ҫамрӑксем чӑваш наци тумне тӑхӑнса пӗрлешнӗ. Хут уйӑрттарсан вӗсене «Раҫҫей чӗри» ҫулӑма панӑ, туй торчӗ парнеленӗ. Палӑртмалла: ҫу уйӑхӗн 13-19-мӗшӗсенче туй фестивалӗпе килӗшӳллӗн федераци округӗсен кунӗсем иртӗҫ. Атӑлҫи федераци округӗн кунӗ ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулӗ. Унта Шупашкарти «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗ хутшӑнма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
t.me/mintrud_21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи ватӑ ҫын Хусанти марафона хутшӑннӑ. Кӳкеҫри Роза Алексеева ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Спорт марафонне Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 13 пин ытла спортсмен хутшӑннӑ. Кӑҫал ҫӗнӗ маршрут йӗркеленӗ май трасса ҫӳлленсе пынине 96 метр таран чакарма май килнӗ. Кӳкеҫри Роза Алексеева ветерансем хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе 21 хутчен Раҫҫей чемпионки ята тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
сеспель.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ пӗчӗк автобуслӑ пулнӑ. Транспорт театра ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫитнӗ. «Газель Next» автобуса «Пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑн культури» программӑпа киӗшӳллӗн туяннӑ. Тӑкакӑн пӗр пайне учреждени хӑй саплаштарнӑ. Ҫӗне микроавтобусра — лармалли 19 вырӑн, ҫемҫе ларкӑчсем, телевизор, кондиционер… Кун пеккипе аякри хуласенче гастрольпе кайма аван. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
chuvdram.ru сайтран илнӗ скриншот К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» спектакль сцена ҫине кӑларма хатӗрленет. Унӑн премьерине ҫӗртме уйӑхӗнчи репертуара кӗртнӗ. Ӑна ҫитес уйӑхӑн 11-мӗшӗнче кӑтартӗҫ. Вырӑсла хатӗрленӗ содержанире пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ-пуҫ аякри ялта пулса иртет. Унта килсем хупӑнса пӗтнӗпе пӗрех. Ҫирахви карчӑк пӗчченех юлнӑскер кун-ҫулне кичемӗн ирттерет. Пушанса юлнӑ килсенче вӑл хуҫисенчен юлнӑ япаласене пуҫтарса ҫӳрет. Вӑл вӗсене хӗрхенет. Пӗррехинче хӗрлӗ кӗпеллӗ пукане тупать. «Хӗрлӗ тӗс – телей тӗсӗ», – теме юратнӑ иккен карчӑкӑн упӑшки Элекҫи. Хӗрлӗ кӗпеллӗ пукане кинемей пурнӑҫне улӑштарӗ-и? Ҫакӑн хуравне спектакле пӑхсан пӗлме май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |